Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Паллӑ (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петр Кирилловичӑн «Вунпӗрмӗш пилӗкҫуллӑх ударникӗ» паллӑ пур.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ ҫул ытла пӗрле // Руфина СМИРНОВА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b0%d0%b ... %bb%d0%b5/

Кӑҫал Раҫҫейре Педагог тата наставник, республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май, паллӑ мероприяти чылай иртӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр // «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d3%9 ... %bf%d1%83/

Ҫакӑ сирӗнтен кашнийӗнех паллӑ ҫын, пысӑк ӑстаҫӑ тата чӑн-чӑн патриот пулса тӑма ҫул уҫакан тӗлӗнмелле май пуррине ҫирӗплетет.

Это значит, что каждый из вас имеет уникальную возможность состояться как выдающаяся личность, профессионал своего дела и патриот своей страны.

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/09/01/gla ... et-s-dnem-

Тарӑн пӗлӳ илме ӑнтӑлни, пуринпе те кӑсӑкланни тата пурне те пӗлме тӑрӑшни сире паллӑ ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсем тата ҫӗнтерӳсем тума пулӑшса пырасса шанса тӑ-ратӑп.

Уверен, ваше стремление к знаниям, здоровое любопытство и любознательность станут проводником на пути к вашим успехам, достижениям и победам.

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/09/01/gla ... et-s-dnem-

Ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑксем иккӗшӗ те мотошлемсӑр пулнӑ.

Ясно, что оба парня были без мотошлема.

Вӑрмарта 14-ри ҫамрӑк мопедран ӳксе вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35831.html

Апла пулсан, ДЭГ мелӗпе сасӑлава хутшӑнас текенсен йышӗ тата та ӳсме пултарасси паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри суйлавра суйлавҫӑсем пуҫласа ДЭГ мелӗпе сасӑлама пултараҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/25/chav ... -deg-melpe

Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн председателӗ Геннадий Федоров сӑмаха малалла тӑснӑ май, регионшӑн ҫӳлерех асӑннӑ ҫӗнӗлӗх паллӑ пулӑм пулса тӑчӗ тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри суйлавра суйлавҫӑсем пуҫласа ДЭГ мелӗпе сасӑлама пултараҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/25/chav ... -deg-melpe

- Мана Дворцовӑй площадьре тухса юрлама, ҫак илемлӗ республикӑн культурине хутшӑнма кӑмӑллӑ, - каласа панӑ паллӑ юрӑҫӑ «Республика Башкортостан» журналисчӗсене.

- Мне приятно выступать на Дворцовой площади и быть сопричастным к культуре этой прекрасной республики, - рассказал популярный певец журналистам «Республики Башкортостан».

Николай Басков юрра пушкӑртла вӗренме сӑмах панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3408595

Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Кирилл Степанов паллӑ блогерпа, киноактрисӑпа Настя Ивлеевӑпа рекламӑра ӳкерӗннӗ.

Кирилл Степанов, проживающий в деревне Малые Туваны Аликовского района, снялся в рекламе с известным блогером и киноактрисой Настей Ивлеевой.

Элӗк каччи паллӑ блогерпа рекламӑра ӳкерӗннӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35841.html

Вырӑссен паллӑ офтальмологӗ, Хусанти куҫ клиникинче ӗҫленӗ Е. В. Адамюк профессор чӑваш ҫыннисене трахомӑран юсас тӗлӗшпе нумай вӑй хунине палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вӗреннӗ ҫын чир-чӗртен лайӑхрах сыхланма пултарни пуриншӗн те паллӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Паллӑ тухтӑр земствӑна, унти ырӑ ҫынсене шаннӑ, вӗсем халӑха телей кӳрессе ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Унпа пӗрлех паллӑ тухтӑр обществӑлла ӗҫсене те хастарлӑн хутшӑннӑ: ялсенче ҫӗнӗ шкулсем уҫма, ҫамрӑксене аслӑ шкулсене вӗренме кӗмешкӗн пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Хӑйӗн методикӑлла ӗҫӗсенче вӑл вырӑссен XIX ӗмӗрти паллӑ ученӑйӗсен — К. Д. Ушинскин, Ф. И. Буслаевӑн, В. П. Шереметьевӑн, Н. Ф. Бунаковӑн, Д. И. Тихомировӑн — традицийӗсене малалла тӑснӑ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вӗсем хушшинче «Краткая методика русского языка», «Родной язык в трудовой школе», «Методика русского языка в школах повышенного типа», «Как обучать грамоте», «Путеводитель по вопросам преподавания русского языка», «Методические указания к обучению русской грамоте нерусских учащихся», «Читай, пиши, считай», «Букварь» кӗнекисем паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Совет шкулӗн паллӑ деятелӗ, вырӑс чӗлхин методисчӗ, Петр Онисимович Афанасьев профессор ҫуралнӑранпа кӑҫалхи февралӗн 2(14)-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Хӑй вилнӗ пулин те, паллӑ поэт-лирикӑн произведенийӗсем поэзие юратакансен чун-чӗринчех пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Поэт творчествинче ҫарпа патриотизм, сыхлӑх теми уйрӑмах паллӑ вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Кӑҫалхи февралӗн 27-мӗшӗнче совет саманин паллӑ поэчӗ Иван Ивник ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Лайӑх лаша пуласси тихаран паллӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех