Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑваш сăмах пирĕн базăра пур.
чӑваш (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствине муниципалитетсемпе пӗрле бюджет укҫи-тенкипе тӗллевлӗн тата тухӑҫлӑн усӑ курнине тӗрӗслесе тӑрассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Поручаю Министерству сельского хозяйства Чувашской Республики совместно с муниципалитетами обеспечить контроль за целевым и эффективным использованием бюджетных средств.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вырӑнти тавар туса кӑларакансен рынокне посредниксемпе тата тавара сутма илекенсемпе ҫыхланмасӑрах кӗме пултармалли майсене ҫӑмӑллатас тесе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне апат-ҫимӗҫ суту-илӗвӗн электронлӑ площадкине йӗркелеме хушатӑп.

Чтобы облегчить доступ на рынок местных сельхозтоваропроизводителей, исключив посредников и перекупщиков, поручаю Кабинету Министров Чувашской Республики создать электронную продовольственную торговую площадку.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне геосервис майӗсемпе усӑ курса кашни ял поселенийӗнче ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем мӗн чухлӗ пурри тата вӗсемпе мӗнлерех усӑ курни ҫинчен тӗрӗс, ҫӗнетнӗ сведенисем кӗртнӗ пӗрпӗтӗм информаци тытӑмне туса хурас ыйтӑва хатӗрлесе ҫитерме хушатӑп.

Поручаю Кабинету Министров Чувашской Республики проработать вопрос о создании единой информационной системы, включающей достоверные, актуальные сведения о наличии и использовании сельскохозяйственных земель в каждом сельском поселении, с использованием возможностей геосервиса.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Ен ҫӗр ӗҫченӗсем республика тата федераци бюджетӗнчен 2,8 млрд тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ, ку вӑл, 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 15,4 процент ытларах.

Из республиканского и федерального бюджетов аграрии получили 2,8 млрд рублей, это больше, чем в 2014 году, на 15,4 процента.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Ен – агропромышленноҫ регионӗ.

Чувашия – это агропромышленный регион.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫавна май тепӗр ҫивӗч ыйту ҫинче чарӑнса тӑрас тетӗп, ӑна татса парассипе Чӑваш Енре пурӑнакансем пурнӑҫра хӑйсене мӗнлерех туясси тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ, ку вӑл – халӑха ӗҫе сӑмах вӗҫҫӗн калаҫса йышӑнни тата «сӑрӑ» ӗҫ укҫин калӑпӑшӗ ӳсни.

В связи с этим хотел бы остановиться еще на одной актуальной проблеме, от решения которой напрямую зависит самочувствие жителей Чувашии, - неформальной занятости населения и росте объема «серых» зарплат.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Патшалӑх саккасӗсемпе тивӗҫтернӗ патшалӑх корпорацийӗсемпе предприятийӗсем валли тавар тӑратакансен списокӗнче ют ҫӗршыв компанийӗсене улӑштарни – Чӑваш Ен вак бизнесӗшӗн малалла аталанмалли лайӑх мел.

Замещение западных компаний в списке поставщиков госкорпораций и предприятий, обеспеченных государственными заказами, – это реальная возможность для роста малого бизнеса Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Проектсене пӑхса тухассин шайне тата вӗсене пурнӑҫланин пахалӑхне ӳстерес шутпа республика Правительстви умне Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче проект управленийӗн тытӑмне пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеттерессине тивӗҫтерме тӗллев лартатӑп.

Ставлю задачу перед Правительством республики обеспечить четкое функционирование системы проектного управления в органах исполнительной власти Чувашской Республики в целях повышения уровня проработки и качества реализации проектов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Раҫҫей Президенчӗн хушӑвне пурнӑҫласа республикӑра йӗркелӳ штабне тата проект офисне туса хунӑ, вӗсен тӗп ӗҫӗ – пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлассине пулӑшса пыма Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче проект управленине ӗҫе кӗртесси.

Во исполнение поручения Президента России в республике созданы организационный штаб и проектный офис, основная функция которых - внедрение проектного управления в органах исполнительной власти Чувашской Республики для сопровождения наиболее значимых проектов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Японирен килнӗ 30 яхӑн бизнесмен Чӑваш Енре бизнес валли йӗркеленӗ майсене тивӗҫлипе хак пачӗ.

Около 30 представителей бизнеса из Японии по достоинству оценили условия, которые созданы для бизнеса в Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

2015 ҫулта Чӑваш Енре Раҫҫейшӗн ҫӗнӗ шутланакан пысӑк технологиллӗ темиҫе производство уҫӑлчӗ.

В 2015 году в Чувашии открылся ряд высокотехнологичных и совершенно новых для России производств.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Ен компанийӗсене Крым Республикине хывакан энерги кӗперне хута янӑ ҫӗре хутшӑнма шаннине уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп.

Особо отмечу, что компаниям из Чувашии было доверено принять участие в запуске энергомоста в Республику Крым.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

2015 ҫулта Чӑваш Республикин сертификаципе стандартизаци тата тӗрӗслев центрӗ уҫӑлчӗ.

В 2015 году открылся Центр сертификации, стандартизации и испытаний Чувашской Республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Енре малашлӑх тӗллевӗллӗ тата ҫӗнӗ йышши таварсем туса кӑларакан предприятисем валли лайӑх майсем туса параҫҫӗ.

В Чувашии создаются благоприятные условия для предприятий, которые ориентированы на будущее и производят инновационную продукцию.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пӗлтӗр Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене бизнеса тытса пымалли чи лайӑх регионсен шутӗнче асӑнчӗ.

В прошлом году на Петербургском международном экономическом форуме Президент страны Владимир Путин назвал Чувашию в числе лучших регионов для ведения бизнеса.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Республика ертӳҫин должноҫне уйӑрса лартнӑ кунран пуҫласах эпӗ Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫине-ҫине палӑртатӑп.

С первых дней своего назначения на должность руководителя республики я подчеркивал важность повышения инвестиционной привлекательности Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем, ӗҫтешсем, юлташсем, туссем!

Уважаемые жители Чувашии, коллеги, соратники, друзья!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӗҫленӗ чухне татса памалли тӗп ыйту – Чӑваш Ен территорийӗнче туризм инфратытӑмне туса хурасси тата аталантарасси.

Главная задача, которую мы должны решить, двигаясь к этой цели, — создание и развитие туристической инфраструктуры на территории Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Атӑл леш енне газ кӗртни, Атӑл ҫыранӗн хӗррисене тата Хӗрлӗ тӳреме юсаса ҫӗнетни, юханшыв туризмне аталантарни пире Раҫҫей ҫыннисене тата ытти ҫӗршывран килекен туристсене Чӑваш Енпе Шупашкар илемне туллин кӑтартма май парӗҫ.

Газификация Заволжья, реконструкция набережной Волги и Красной площади, развитие речного туризма позволят нам показать Чувашию и город Чебоксары во всей красе россиянам и туристам из зарубежных стран.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫак вӑхӑт тӗлне «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» проекта предпринимательлӗх пӗрлӗхӗпе пӗрле пурнӑҫа кӗртмелле.

К этому времени проект «Этническая Чувашия» совместно с предпринимательским сообществом должен быть реализован.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех