Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ыран ҫав, — пурте пӑтрашнӑ вӑхӑтра.

— Да, да, в общей кутерьме.

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫак йывӑр вӑхӑтра кашни пӑлхар ҫынни хӑй кун-ҫулне хӗрхенмесӗр пуҫне хума хатӗр пулмалла е ҫӗр-шыва мӗнле те пулин пулӑшмалла.

— В этот великий час каждый болгарин обязан чем-нибудь пожертвовать или хоть как-нибудь да помочь родине.

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те, пӗр хӗрарӑм курӑнса кайрӗ.

В эту минуту дверь открылась, и на пороге появилась женщина.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак тарӑн вара ансан, Огнянов ӑнсӑртран сӑрнайпа параппан сасси илтех кайрӗ, кун пек вӑхӑтра туй тавраш пулмалла мар пек пулин те, тӗрӗксен ялӗнче туй тӑваҫҫӗ пулас.

Спустившись в эту балку, Огнянов услышал отдаленные звуки зурн и барабанов, вероятно, в каком-то соседнем турецком селе праздновали свадьбу, хотя, казалось бы, в такое время не до свадеб.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тахҫан, хамӑрӑн аслӑ султансем патшара ларнӑ чаплӑ вӑхӑтра, Оттоман империйӗ пирки асӑнни кӑна тӗнчене хӑратса та чӗтретсе тӑнӑ.

Было время в славное царствование наших великих султанов, когда мир трепетал при одном лишь упоминании об Оттоманской империи.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Клисурӑн хӑрушлӑхне сиссе, Огнянов Бяла Черквара ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен тӗрӗсрех пӗлме шутларӗ — унта юлашки вӑхӑтра та пулин пӑлхав пуҫласа ярасса шансах тӑчӗ.

Предчувствуя страшную участь Клисуры, Огнянов все-таки хотел добыть более достоверные сведения о Бяла-Черкве — он все еще верил, что хотя бы в последнюю минуту она поднимется…

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах Клисурӑра пӑлхав шӑпах Огнянов хӑй чунӗнче инкек чӑтса ирттернӗ вӑхӑтра пуҫланчӗ.

Но в Клисуре этот час пробил в тот самый день.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кунашкал вӑхӑтра каҫарупа хӗрхенӳ пирӗн ӗҫе пӑсма кӑна пултарать.

— В такое время снисхождение и милосердие только вредят делу.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакнашкал калаҫакансем чи йывӑр вӑхӑтра нимӗн пӑхмасӑр тарса кайма пултараҫҫӗ.

От такого признания до панического бегства — один шаг.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тепӗр кунне, арҫынсем ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр тӑнӑ вӑхӑтра, пупсемпе хӗрарӑмсем Болгари чуралӑхӗнчен хӑтӑлас ӗмӗтпе чиркӳре чӗркуҫленсе кӗл тунӑ хыҫҫӑн, Клисурӑ хулинчи паллӑ ҫынсем пӑлхав хускатнӑ ятпа халӑха хаваслӑн саламларӗҫ, ҫар ӗҫ канашне суйларӗҫ, пӑлхава ертсе пыма аслӑ ҫар пуҫӗ уйӑрса хучӗҫ.

На следующий день, после молебствия в церкви, во время которого священники и женщины (мужчины были на укреплениях) коленопреклоненно молились об избавлении Болгарии от рабства, именитые горожане Клисуры, с радостью приветствуя восстание, избрали военный совет и назначили главнокомандующего всеми местными повстанческими силами.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫынсем мӗн курса-чӑтса ирттерни, мӗн туни иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ тахҫан пулассӑн туйӑнатчӗ, халӗ тесен вара ҫавӑ пӗтӗмпе хӑрушӑ тӗлӗк пек асран та каймасть.

Все то, что они видели и делали, все то, что еще недавно казалось им таким отдаленным, теперь представлялось каким-то страшным сном и доводило их до умопомрачения…

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек хуйхӑрнӑ вӑхӑтра Рада патне пыни вырӑнсӑр иккенне Кандов ӑнлансахчӗ, ҫапах та унӑн чунӗ уҫӑлса кайрӗ, хӑйне ҫӑмӑлтарах пек туйрӗ.

Кандов понял, что приходить к Раде, когда она в таком горе, неуместно, но все же у него стало легко и светло на душе.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗллехи вӑхӑтра Клисурӑ, хай, пур енчен те хупӑрланса тӑнӑ май, кичем те салху кӗтес, анчах ҫуркунне ӑна ытарма ҫук — сулхӑнӗ те чуна канӑҫ кӳрет, уҫлӑхӗ те, ырӑ шӑрши те чӗрене ҫемҫетет.

Замкнутая со всех сторон и необычайно унылая зимой, Клисура в эту весеннюю пору была прелестным уголком, полным тени, прохлады и аромата.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чӑн малтан сире эп хӗрарӑмсен эмелне сӗннӗ пулӑттӑм: «йӗклентерекен шӗвек» текен курӑк пур тӗнчере (латыньле темле калатчӗҫ-ха ҫавна, манса кайрӑм), эрнекун каҫхине ҫав курӑка вӗретмелле, анчах чӳлмекӗ кӑмакара хӗртсе хытарни ан пултӑр — турӑ сыхлатӑрах! — ҫав вӗретнӗ шывпа хӑвӑр геройӑра шӑпах ҫывӑрнӑ вӑхӑтра чашлаттарӑр та, вӑл хӑй савнӑ хӗрӗнчен пӗр самантра сивӗнет, курайми те пулать ӑна…

— Первым делом я предложил бы вам бабье средство: найдите одну травку, которую называют «отворотное зелье» (забыл, как она называется по-латыни), заварите ее в ночь с пятницы на субботу, но обязательно в необожженном горшке, и облейте этим отваром вашего героя, когда он спит, он мигом возненавидит свою возлюбленную…

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку вӑхӑтра ӗнтӗ Рада тумланма ӗлкӗрнӗ, хӑна йышӑнма та пултарать.

В это время Рада уже бывает одета, и в такой час можно проситься в гости.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада хӑй савнӑ Огнянова вилнӗ тесе шутланӑ чух виҫесӗр хуйхӑрнӑ вӑхӑтра хӑй патне сайра хутран студент кӗркелесе тухнине ним чухлӗ те вырӑна хуман.

Пока Рада считала Огнянова погибшим, она была так подавлена горем, что ей и в голову не приходило придавать какое-то значение посещениям студента, вначале довольно редким.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах ҫавӑн пек вӑхӑтра вӑл, Соколов патне пырса, хӑйне комитет членне йышӑнма ыйтрӗ, Стефчова та хамах вӗлеретӗп тесе сӗнӳ пачӗ, эпир ҫавна ас тӑватпӑр-ха.

Тогда-то он, как мы видели, неожиданно явился к Соколову с просьбой принять его в члены комитета и с предложением убить Стефчова.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра халӑх чиркӳрен тухни курӑнса кайрӗ, кофейньӑра сасартӑк кулма чарӑнчӗҫ, ҫынсем пурте чӳрече патнелле кармашрӗҫ, тӗрлӗрен тумланнӑ ҫынсене курма тытӑнчӗҫ.

Внезапно смех умолк, так как в эту минуту толпа повалила из церкви, и завсегдатаи кофейни кинулись к окнам поглазеть на проходивших мимо расфранченных мужчин и женщин.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Иртнӗ вӑхӑтра Марко шухӑшӗнче самай улшӑнусем пулса иртрӗҫ.

За последнее время в миросозерцании и убеждениях Марко Иванова произошел весьма заметный перелом.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпир, ваттисем, хамӑр вӑхӑтра нумайӑшне ӑнланман та, ӑнланма та пултарайман…

Мы, старики, в свое время многого еще не понимали и не могли…

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех