Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулхи сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулхи (тĕпĕ: ҫулхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Нидерландӑн Фрисланди провинцийӗ 18 общинӑран тӑрать.

С 1 января 2019 года нидерландская провинция Фрисландия разделена на 18 общин.

Фрисланди // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A4%D1% ... %BD%D0%B4)

2005 ҫулхи шалти пӗтӗм продукт виҫи 10 095 559 пин реалпа (Бразили географипе статистика институчӗ пӗлтерни) танлашать.

Валовой внутренний продукт на 2005 год составляет 10 095 559 тыс. реалов (данные: Бразильский институт географии и статистики).

Рибейран-Прету // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 1%82%D1%83

Ҫич-сакӑр ҫулхи арҫын ача кӗнеке патнелле кармашать-кармашать, анчах алли ҫитеймест, кӗнекене илеймест.

Куҫарса пулӑш

Тавҫӑрулӑх // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 35–36 с.

Пилӗк ҫулхи Вова теттесемпе выляса ларать.

Куҫарса пулӑш

Тупсӑмне тупасшӑн // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 35 с.

1980 ҫулхи АПШ ҫыравӗ Португалирен тухнӑ американсене миллион ытла шутланӑ, вӗсен шутӗнче мадейрӑсен пайӗ самай пысӑк.

В 1980 году перепись США зарегистрировала более миллиона американцев с португальским происхождением, с большой долей мадейрийцев.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

1976 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче, 1974 ҫулхи демократиллӗ революци иртнӗ хыҫҫӑн, Португали Мадейрӑна политика тӗлӗшпе автономипе тивӗҫтернӗ, ҫакна халалласа вӑл кун Мадейра кунне уявлаҫҫӗ.

1 июля 1976 года, после демократической революции 1974 года, Португалия предоставила политическую автономию Мадейре, в честь чего празднуется День Мадейры.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

1433 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче Ilha da Madeira (Мадейра утравӗ е «вӑрман утравӗ») пӗрремӗш хут картта ҫине ӳкерӗннӗ.

23 сентября 1433 года Ilha da Madeira (Остров Мадейра или «древесный остров») впервые появился на карте.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Архипелагӑн итальянсем тунӑ 1351 ҫулхи картти пур, ун ҫинче чи пысӑк утрава «Вӑрман утравӗ» (итал. Isola de Legname) ятпа палӑртнӑ.

Известна итальянская карта архипелага, датируемая 1351 годом, на которой крупнейший остров изображён под названием «Лесной остров» (итал. Isola de Legname).

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Вунтӑххӑрмӗш ҫулхи кӗркунне шуррисем анлӑ наступлени пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вунулттӑмӗш ҫулхи раштавра салтака илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл 2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗччен пырӗ.

Она будут доступна до 8 февраля 2024 года.

«Йӗлтӗр йӗрне» хутшӑнма регистраци пуҫланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36784.html

Допроссемпе асаплантару хушшинче шанӑҫа ҫухатнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн командирне — Атӑл ҫинчи чӑваш ялӗн ачине — ҫирӗм виҫӗ ҫулхи сотнике — Назар Краснова, сурансене пула унӑн аллинче вилнӗскере аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумай ҫулхи тӳсӗм пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑла тӑрӑх Ермолай чи малтан виҫӗ ҫулхи ҫӑкана касрӗ, унӑн пӗр енне вӗҫлетсе ҫӗре ҫапса лартрӗ, ҫӳл енне кӑштах ҫурса ҫав ҫурӑка укҫа хӗстерсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Сирӗн ял эсӗ хӗтӗртнипе ЦИКпа СССР Совнаркомӗн 1936 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗнчи постановленине пӑснӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Раҫҫейӗн нумай ҫулхи чӑтӑмлӑхӗн вӗҫӗ тухрӗ иккен, — сасӑпах хакларӗ те вӑл, ҫурт пури ҫинче шуррӑн ҫутатакан хут ҫумӗпе кулса иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи ҫулларан виҫҫӗмӗшне ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӑшӑрханса санӑн ҫичӗ ҫулхи тантӑшусене ашшӗсем шкула ҫавӑтса кайнине курӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк сӳре кӳлнӗ Мономах вӑкӑр ҫавӑтса пыракан вун пилӗк ҫулхи Якуркка ҫумӗнче урса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун чух 1932 ҫулхи авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех