Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнер сăмах пирĕн базăра пур.
ӗнер (тĕпĕ: ӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑпани ӗнер ир кӑна-ха ҫунатлӑччӗ, кӗҫ-вӗҫ телейлӗ пулма пултарас ҫынччӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн чухне ӗнтӗ кӑнтӑрла иртсен шкулта халӑха района янӑ приговор пирки пухасси ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнер кӑна-ха тӗксӗммӗн курӑнакан, ҫавна пула салху шухӑшсем ҫуратакан тавралӑха чун кӗчӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин ӗнер Йӗпреҫе килнӗ чухне шухӑшлани тӳрре тухрӗ пулас, вырӑссем — «хӗрарӑм ҫӑвӗ», чӑвашсем ылтӑн кӗркунне текен вӑхӑт ҫитрӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнер кӑна парти райкомӗпе райӗҫтӑвком ячӗпе Экеҫ ял халӑх пухӑвӗн приговорӗ килнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах юланутҫӑсен ушкӑнӗ ӗнер килнӗ ҫулпа — пахча ҫумӗпе каялла юрттарчӗ, ҫӗрле хуп-хуран курӑнса ларакан, кӑмӑлсӑррӑн чашкӑрса кӗтсе илекен кӗрхи вӑрмана кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курчӗ вӑл: Ҫемен питӗнче те савӑнӑҫ палӑрчӗ, анчах самантлӑха кӑна; ҫавӑнтах тем пулчӗ ӑна, вӑл пиччӗшне алӑ панипех ҫырлахрӗ, ӗнер кӑна сиввӗн уйрӑлнӑ пек, «Ну, салам!» — терӗ те, сӗнессе кӗтмесӗрех, тӗпелелле иртрӗ, малти пӳрт алӑкӗ ҫумӗнчи сак ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах вӑл ӗнер Минӑпа хирӗҫсе кайнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялйыш умне тухма тет-ха, ӗнер ҫӗрле, авӑ, Кӑтра Машук патӗнче шавлакаласа илчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ирхине пушӑ вӑхӑт тупӑнчӗ те, Крапивин ӗнер килнӗ хаҫат-журнала пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Вилетӗп пуҫ ыратнипе, — тет, — ӗнер ытлашши кӳпсе тултарнӑ та, паян сӑра ӗҫмелӗх те укҫа ҫук…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй ӗнер те, паян та кунтах ҫӳретчӗ пек, ҫапах илтме ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ав, ӗнер Йӗпреҫре такамсем «Кожтрест» кантурне ҫаратнӑ терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чим, — тем аса илчӗ вӑл, — сан хӑш ачусем ӗнер Йӗпреҫре пит маттур пулнӑ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Командир ӗнер ахальтен пуплешмен пулас, сӑмаха асра тытса, тӳрех кирли ҫинчен калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Демин ҫул ҫинче кунта ӗнер мӗн пулса иртнине тепӗр хут каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнер отряд вӑрмана вӗренӗве кайнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнер кооператив лавккинчен ятарласа каҫунккӑ туянса килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнер пире, комиссарпа унӑн заместителӗсене, парти обкомӗн секретарӗ Кузюков юлташ чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗр-и, Филимон Петровчӑ, ӗнер яла, Ҫӗрпӳ леш енне, кайса килтӗм, — каласа парать кӳршӗ арӑмӗ, хӑна умне татах та татах икерчӗ пыра-пыра хунӑ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫӗмкун ҫеҫ-ха чӗреслетсе ҫумӑр ҫурӗ, ун хыҫҫӑн та ӗнер ҫанталӑк ӑмӑрччӗ, пӑт-пат ҫумӑр та ӳккелетчӗ, хӗвеланӑҫӗнчен катрам пӗлӗтсем капланса килнине кура ҫӗрле каллех чӗреслетсех ярасса та кӗтме пулатчӗ; паян ир вара пачах урӑхла — хӗвел тухрӗ те, тӗксӗм пӗлӗтсем самантрах таҫта кайса ҫухалчӗҫ, таврана ҫап-ҫутӑ сӑн кӗчӗ, ҫил чарӑнчӗ, тӳлек те ӑшӑ кун пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех