Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырма сăмах пирĕн базăра пур.
ҫырма (тĕпĕ: ҫырма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасен тавракурӑмӗ аталанать, вӗсем ҫырма, ҫынсемпе хутшӑнма хӑнӑхаҫҫӗ, ку вара вӗсене ҫитӗнсе ҫитсен те кирлӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ старт парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Журналистӑн статья ҫырма кӑна мар, ҫынсене итлеме те, вӗсен савӑнӑҫӗпе хурлӑхне туйма та пӗлмелле, тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен, шанчӑклӑ, хӑйӗн ӗҫӗнче профессионал пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Статьясене интервью, репортаж, заметка евӗр ҫырма пулать тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Тӗлпулӑва хутшӑннӑ ачасенчен хӑшӗсем журналистикӑпа кӑсӑкланнине, ҫырма кӑмӑлланине пӗлтерчӗҫ, ку вӑл, паллах, савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Ачасене хушса хӑварнӑ Роман, калав, сӑвӑ ҫырма.

Куҫарса пулӑш

В.Алентее — 100 ҫул // Роберт Иванов. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc

Ку вӑхӑт тӗлне предприяти тарӑн ҫырма умӗнче тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Анчах та вырӑсла та, чӑвашла та тӗрӗс те яка калаҫатӑп, ҫырма та аван пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи // Кристина ЕРЕМЕЕВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10977 ... sh-ch-lkhi

Тата атте питӗ хитре ӳкерет, ҫырма та хитре ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Пысӑк ҫырма вуҫех те ишӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван чӗлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепӗр хут аса илсе Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче шкул директорӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ, 17 вӗренекен тата 22 ашшӗ-амӑшӗ акцие хутшӑнса хӑйсем чӑвашла ҫырма пӗлнине тӗрӗслерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html

Историе ҫӗнӗрен ҫырма пӑхакансен умӗнче хамӑра тивӗҫлипе тытма пӗлни», - терӗ Петр Петрович.

Куҫарса пулӑш

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Вӑл кайнӑ-кайман ҫырма хӗррине хӗр уттипе Нухрат васкаса анчӗ, тимӗрҫӗсене ним чӗнмесӗр пӗве умӗпе леш енне каҫса хӑвалӑха кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах вара ҫеҫен хирти ялта, ҫырма хӗрринче, туптав сасси янӑрама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сарри тӗкӗрҫисем лашисене ҫавӑтса ҫырма еннелле анса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инкӗш патӗнче чуна тӑвӑр пек туйӑнчӗ ӑна, вӑл пахча хыҫӗпе ҫырма хӗрринелле анчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кил хуҫи хӑйӗн ҫуртне ҫырма леш енне лартасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫырма та инҫе мар, ҫӗрӗ те чипер пек.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Касимовран иртсен вӑрманта путлӑхлӑ вырӑнсем пуҫланчӗҫ, юлан утсем, ҫырма урлӑ каҫнӑ чухнехи пек, ялан шыв шӑмпӑртаттарса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр самантран сунарҫӑсем тип ҫырма урлӑ тӑсӑлса выртакан хыр йывӑҫҫи умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хуҫа паян хӑйне мӗнле ӗҫ хушнине чухласах ҫитереймерӗ пулас-ха: пакша е мулкач кӑлармалла-и унӑн сунарҫӑсем валли е ҫырма тӑрӑх упа шыраса каймалла?

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех