Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулхи сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулхи (тĕпĕ: ҫулхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Литва ҫыннисем куҫса килни те вӑрах пулмастчӗ, акӑ тата Мускавран вунпилӗк ҫемье килсе хушӑнчӗ Тӑмпая — вӑтам ҫулхи хӗрарӑмсемпе ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрсем, ача-пӑча.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

1919-мӗш ҫулхи ҫуркунне Эрхип шуррисене хирӗҫ алла хӗҫпӑшал тытсах ҫапӑҫма тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвак ҫеҫкеллӗ кӗпи умне хӗрлӗ чӗрҫитти ҫыхнӑ вӑтам ҫулхи хӗрарӑм, тулли витре йӑтса, картаран килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

…Николай Степанович Степанов ятлӑ хресчене ҫак хута туса паратӑп: пин те сакӑрҫӗр тӑхӑрвун тӑххӑрмӗш ҫулхи декабрь уйӑхен малтанхи кунӗнче, ҫӳлте асӑннӑ хресчене тавӑрас шутпа, хам мунчана хамах вут тивертрӗм…

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пин те тӑхӑрҫӗрмӗш ҫулхи июнӗн ҫирӗм иккӗмӗш кунӗ…

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, улпут патӗнче вунпилӗк ҫулхи ача чухнех ҫурӑмне авма лекнӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

14 ҫулта этеме паспорт параҫҫӗ, вӗсем «17 ҫулхи яш ӗмӗрӗ килсе ҫитрӗ пулмалла» тесе юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Кӗрт ҫийӗн вара ку касра пурӑнакан аслӑ ҫулхи ҫынсем уткалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ферма пуҫлӑхӗ вун тӑватӑ ҫулхи имшерккерех ачана ӗҫ вырӑнне илсе кайса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Унта кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли сӑвӑсем пухса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Виҫӗ ҫулхи ывӑлне ҫӗкленӗ Левенти амӑшӗн пӳлӗмне малтан кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Осип Алексеевич Алексеев /Ӑсан Уҫӑпӗ/ Чурачӑк халӗ — Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче 1944 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

2018 ҫулхи суйлав хыҫҫӑн вӑтаммисем оппозицине куҫма йышӑннӑ.

После выборов 2018 года умеренные решили присоединиться к оппозиции.

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

2006 ҫулхи суйлав хыҫҫӑн Люсечиль муниципалитетӗнче 1920-мӗш ҫулсенчен пулман сахалтарахрисен буржуалла правительство йӗркеленнӗ.

После выборов 2006 года в муниципалитете Люсечиля впервые с 1920-х годов появилось правительство буржуазного меньшинства.

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

Хальхи муниципалитет гербӗ ҫинчи тӗкӗр пулӑсем вырнаҫни, унсӑр пуҫне 1895 ҫулхи герб ҫинче те сикекен дельфин пулни ку тӑрӑхра тинӗс пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине пӗлтереҫҫӗ.

Зеркальные рыбы на современном муниципальном гербе и прыгающий дельфин на гербе 1895 года свидетельствуют об абсолютном доминировании моря в этом районе.

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

2011 ҫулхи халӑх ҫыравӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх 8619 ҫын пурӑнать.

Население 8619 жителей по переписи 2011 года.

Каламбака // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BA%D0%B0

1881 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче хула тӗппипе турккӑсен влаҫӗнчен ирӗке тухнӑ.

Окончательно город был освобождён от турок 27 августа 1881 года.

Каламбака // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BA%D0%B0

1854 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1–10-мӗшӗсенче кунта грексен пӑлхавӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн хулана Христодулос Хадзипетрос генерал ертсе пынӑ грексем ярса илнӗ.

1—10 мая 1854 года в этих местах вспыхнуло греческое восстание и город был захвачен греками под предводительством генерала Христодулоса Хадзипетроса.

Каламбака // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BA%D0%B0

2011 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх 8330 ҫын пурӑнать.

Население 8330 жителей по переписи 2011 года.

Каламбака // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BA%D0%B0

Собора 1905 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче сӑвапланӑ.

Собор был освящён 9 ноября 1905 года.

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех