Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялӗнче (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тула облаҫӗнчи Кожурово ялӗнче ҫуралнӑ вырӑс республика промышленноҫне аталантарассишӗн, ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн чӑннипех те пысӑк тӳпе хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫакна ҫирӗплетекен пулӑмсенчен пӗри вӑл — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче тата Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркра Туслӑх аллейи хывни.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Валериан Константинов Красноармейски районӗнчи Вӑрманкас Алманч ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Валериан Константинов родился и вырос в деревне Вурманкасы Алманчино.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Перов Иван Николаевич 1945 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче ҫуралнӑ.

Перов Иван Николаевич родился 30 декабря 1945 года в деревне Еметкино Козловского района.

Иван Перов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12957.html

Эпӗ Шупашкар районӗнчи Мӑн Мамӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Я родилась и выросла в деревне Большие Мамыши Чебоксарского района.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Кристина Сафьянова пӗлтернӗ тӑрӑх — Алексей Горшков 1915 ҫулта Елчӗк районӗнчи Кармал ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пӗрремӗшӗнчен, Ҫӗнӗ Упи ялӗнче халӑх умӗнче мемориал хӑми ҫинчи чатӑра сирме мӗншӗн-тӗр В.Нагорнова та, Н.Угаслова та чӗнмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Тӗрӗссипе, Михаил Миникаев чӑн чӑваш Канаш ялӗнче атте-анне чӗлхипех калаҫса ӳснӗ-ха.

По правде, Михаил Миникеев вырос в истинно чувашской деревне Канаш разговаривая на родном языке.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

– Халӗ эпир вырӑнти «Нарспи» фольклор ансамблӗпе (ертӳҫи Н.Н. Николаева) ятарласа Патраклӑ ялӗнче иртекен пӗрремӗш уҫӑ «Учӳк» фестивале хутшӑнма хатӗрленетпӗр.

- Сейчас мы с местным фольклорным ансамблем "Нарспи" (руководитель Н.Н.Николаева) целенаправленно готовимся к первому открытому фестивалю "Учук", который проходит в Батраево.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Вун икӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Кузайкино вырӑс ялӗнче пушар машинисен тата васкавлӑ пулӑшу машинисен деповӗ вырнаҫнӑ.

В расположенном в двенадцати километрах русской деревне Кузайкино находится депо пожарных машин и карет скорой помощи.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫапла Ҫарӑмсан районӗнчи Акрель ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, унтан Ҫырчаллинче ӗҫленӗ хӗрарӑма Чӑваш Сиреньел ялне пурӑнма куҫма тивет.

Таким образом уроженке села Акиреево Черемшанского района, работавшей затем в Набережных Челнах женщине приходится переехать в Чувашское Сиренькино.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Малтан Галина Николаевна мӑшӑрӗн ялӗнче округ депутачӗ пулнӑ, унтан халӑх ӑна пӗр саслӑн ял хутлӑхӗн пуҫлӑхне суйланӑ.

Сначала Галина Николаевна была депутатом сельского округа мужа, затем народ единогласно выбрал ее главой сельского совета.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Теччӗ районӗнчи Чакӑлтӑм ялӗнче пурӑнакан Евдокия Гавриловнӑпа Аверкий Алексеевич Дмитриевсен кӑҫал ылтӑн мар, ҫитсӑ туй тейӗн ҫав.

У живущих в деревне Чувашский Чикильдым Тетюшинского района Евдокии Гавриловны и Аверкия Алексеевича Дмитриевых можно сказать в этом году не золотая, а ситцевая свадьба.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Футболка тӑхӑннӑ Александра Ивановнӑна курсан Мӑкӑр ялӗнче хаҫата вулакансен шучӗ ӳсессе шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Кипеккасси ялӗнче пурӑнакан, блокнотпа авторучка выляса илнӗ Алексей Попов килӗнче пулмарӗ, вӑл Пӑва хулинче таксист пулса ӗҫлет, парнесене ҫамрӑк мӑшӑрне парса хӑвартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче пурӑнакан О.С.Тимрякова патне, пӗлнӗ пекех, чей ӗҫнӗ вӑхӑтра пырса кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Римма Ефимова Элӗк районӗнчи Крымсарайкӑ ял тӑрӑхӗнчи Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Раиса Сарпи Петӗр Хусанкайпа Митта Ваҫлейӗ вӗсен ялӗнче, тӑван килӗнче пулнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Хӑйӗн вӑйӗпех Сыпайкасси ялӗнче кил-ҫурт ҫавӑрать.

Своими силами строит дом в Собаккасы.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Томлай ялӗнче вырнаҫнӑ шкулти виҫҫӗмӗш класри ачасене вӗрентме тытӑнать.

Начинает учить детей в начальных классах школы, находящейся в деревне Томлай.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех