Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таса сăмах пирĕн базăра пур.
таса (тĕпĕ: таса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкартан килнӗ консультантсем хирурги уйрӑмне ҫитнӗ ҫӗре Константин Васильевич Волков сӗтелӗ ҫине таса хут листисемпе ручкӑсем хатӗрлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӳрт ӑшчикки таса, кантӑксем умӗнче, пӗчӗк юман каткасенче, лимон йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ефремовсем пырса кӗнӗ вӑхӑтра Топриков арӑмӗ, хӑнасем килессе кӗтсе, упӑшкине таса кӗпе-йӗм тӑхӑнтартнӑ, минтер ҫиттине улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хупӑлчисем те ҫӗвӗленмен — ҫӳхе те таса.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Алӑк хӑлӑпӗсем таса мар, ан тытӑр.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кухньӑран Софья Георгиевна килчӗ, аллине таса ал-шӑллипе шӑлса типӗтрӗ те хӑнасене ал пачӗ, ҫӗн ҫынна чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пулнӑ, паллах, ун пекки те, — терӗ Павӑл, анчах Аля Городецкая пирки ҫуннӑ таса туйӑма пӑлхатма хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Таса туйӑма эрех сӗрӗмӗпе пӑсса хутӑм…

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавӑнпа таса культура хушшинче начарри те йышлӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Таса тумлӑ чиперкке умне капла курӑнма та намас ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн каласси пур, йывӑҫ ҫуртӑн малти пӳлӗмӗ пысӑках мар та — ҫутӑ, таса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑвалӑр тискер ашшӗне таса ывӑлӗ патӗнчен!..»

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сана кӑна чӑннипех таса туйӑмпа чун-чӗререн юрататӑп, мӑшӑрланасса шанса пурӑнатӑп, — каҫару кӗтсе пӑшӑлтатрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юлашкинчен хӑй туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинчен кӗскен чарӑнса тӑчӗ те: — Ялсенче таса ҫӑлкуҫ чашлатӑр, Шупашкарта — водопровод! — тесе черккине ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Биографи таса мар сирӗн, Эльгеев юлташ: аҫу ҫӑмарта хуҫи пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ик-виҫӗ ҫултан таса пӑрӑхсем тӑрӑх пирӗн урамсенче те тӑрӑ шыв шӗрлеттерсе юхӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кашни ҫынна талӑкра сахалтан виҫӗ витре шыв кирлӗ пулсан, хулара пурӑнакансенчен ҫурри ытла Чебоксарка ҫырминчи таса мар шывпа усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫуллахи вӑхӑтра чылайӑшӗ варвиттипе чирлеҫҫӗ — хулара та, ялта та, — ӑнлантарчӗ ӑна Лукьянов, — Ҫулла таса мар сӗт е вӗретмен шыв ӗҫнипе дизентери лекет, кӗркунне пахча-ҫимӗҫ урлӑ вар тифӗ сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Куҫ хупанкисем таса.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чылай калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, Эльгеев кайма тӑрсан, Анисим Митрофанович ӑна хӑй патнерех чӗнсе илчӗ те: — Кирек кам пулсан та, Эльгеев, хӑв халӑхна ан ман. Кӑткӑс музыкӑна итлеме хӑнӑхиччен — малтан вӑл таса куҫлӑ, витӗр хӑлхаллӑ, ҫутӑ сӑн-питлӗ те ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма вӗрентӗрччӗ. Эп вак халӑхсем хушшинче ӳснӗ, вӗсен нушине хам ӗмӗрте чылай курнӑ. Сывлӑх кирлӗ вӗсене кирек мӗнле самантра та! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех