Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сарӑхнӑ шӑлӗ вӗтӗ те сайра.
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫуртра тирпейлӗх тытасса вӑл халиччен аса та илместчӗ-ха: килен-каянсем ун патӗнче сайра пулаҫҫӗ, вӗсем те пулин арҫынсем кӑна.
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерпике, ҫиелти кӗпине хывса, ӑна хыҫлӑ тенкелрен ҫакрӗ, сайра ҫӳҫне тустарчӗ, ҫӑпатине салтса чӑлхине хыврӗ те тӳшек ҫине хӑпарса ларчӗ.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсем пит те ютшӑнса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем патне сайра ҫынсене кӳртеҫҫӗ.
18. Колонист ҫурчӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Кантюк хӑнасене сайра кӗртет.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ытах… — сайра мӑйӑхне шӑлкаласа илчӗ Шерккей, ҫапах та калас сӑмахне малалла тӑсасран пӑрӑнчӗ, — эп мӗн тесе-ха, Тухтар хамӑр ҫын тетӗп, хамӑрӑн тетӗп, ӑна пӑхмалла, тӑрантмалла, тумлантарас тесен те, хамӑнах шухӑшламалла пулать тесеттӗм.
V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Утӑ ҫулма тухсан, Селимепе ӑмӑртса ӗҫлеме килӗшекенни хӗр-тантӑшсем хушшинче сайра тупӑнать.
IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Калча кӑҫалхи пек ӑнса хӑпарни сайра килет: иркӳлӗм хускалнӑ хумсем ун ҫийӗн умлӑн-хыҫлӑн вайкӑнса шӑваҫҫӗ, инҫете-инҫете ҫитсе, куҫран ҫухалаҫҫӗ.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ашшӗ вӗсене сайра хутра кӑна ҫапкалать те, анчах ҫапнӑ чух тӳссе кӑна тӑр, ҫапах та пӗр сас-чӳ ан кӑлар.Отец бил их редко, но терпеть приходилось изо всех сил, чтобы не издать ни звука.
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Майорӑн кӗске пуплевӗсене хирӗҫ Бураков ним каламасӑрах пуҫпа сулса тӑчӗ, сайра хутран ҫеҫ «есть», «точно», текелерӗ.В ответ на короткие фразы майора Бураков молча кивал головой, изредка бормоча: «Есть… точно».
12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Унӑн почеркне сайра ҫын кӑна вулама пултарнӑ.
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Тахҫан Петр ҫуралнӑ пӳлӗмрех, шӑплӑха сайра хутра хуйхатса, ача ӗсӗклесе йӗни илтӗнет.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах хӑй сайра хутра кӑна ҫилленнӗ; ытларахӑш чухне вӑл йӑмӑкне хирӗҫ ҫемҫен те шеллевлӗн тавӑрса каланӑ, лешӗ те, иккӗшӗ ҫех юлсан, тавлашура кашнинчех хӑй парӑннӑ; анчах ку, паллах, калаҫӑва ҫӗнӗрен пуҫарса яма кансӗрлемен.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Тӗрӗс калӑплӑ чиперкке пичӗ кӑшт сивлекрех пек туйӑнать; сенкер куҫӗсем лӑпкӑн та тӳлеккӗн пӑхаҫҫӗ; ҫак шуранка питҫӑмартисем ҫине хӗрлӗ тӗс сайра тухать, анчах ку — кашни самантрах шалти ӗмӗт-туйӑмпа хӗмленме хатӗр тӑракан шуранкалӑх та мар; ӑна нимрен ытла, шурӑ юр сивви вырӑнне хурса йышӑнма пулать.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Макҫӑм ун патӗнче ӗлӗкрех хӑй те сайра хутра пулкаласа курнӑ, анчах вӑл пӗлнӗ — Ставрученко патне халь таврари ҫамрӑксем хӑнана пухӑннӑ, — ҫавӑнпа та Макҫӑм вӗсене пӗтӗм компанийӗпех килме чӗнсе ҫыру ячӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Яскульскисем, маттур рыцарь пулнӑскерсем, сайра хутра мар хӗҫ вырӑнне требник тытнӑ, тӳпери ӗҫсем пирки яланах лайӑх чухланӑ, ҫавӑнпа та санӑн мана ӗненмеллех.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Суккӑр вӗсене питех те интересленсе тимлӗн итлетчӗ, анчах хӑй пит сайра кулатчӗ.Слепой слушал их с большим вниманием и интересом, он сам смеялся редко.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Куҫхаршисенчен кӑшт ҫӳлтерехри пӗчӗк путӑксем, пуҫне темӗнле маларах ӳпӗнтерсе тытма хӑнӑхни, тепӗркке пичӗ ҫинче сайра хутра сулхӑн пӗлӗт евӗр палӑракан салхулӑхӗ, — ҫаксем кӑна унӑн суккӑрлӑхне кӑштах палӑртса тӑраҫҫӗ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чӑн та, йывӑр пурнӑҫ шӑпи тата суккӑр-чӑлах пулса юлни те татӑк ҫӑкӑр тархаслама сайра хутра кӑна мӑр аллӑ лира е бандура тыттарнӑ.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
«Контрактсене» ҫӳреме пӑрахнӑ вӑл, халӑх хушшине те пит сайра тухса ҫӳренӗ, ытларахӑш вӑхӑтне хӑйӗн библиотекинче темӗнле кӗнекесем вуласа ирттернӗ; мӗнле кӗнекесем вуланӑ вӑл — ӑна никам та, нимӗн те пӗлмен, — турра хирӗҫлисемех мар пулӗ ӗнтӗ тесе ҫеҫ шутланӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.