Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑнпа икӗ ватӑ сӑмахӗ ҫӗре ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыратнӑ ҫӗре алӑ пырать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урама тухма тытӑнчӗ, инвалидсемпе салтаксем ҫар йӗркине вӗреннӗ ҫӗре те кайса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та ҫӗре анма васкамарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑрла тӗлне, хӗвел пайӑркисем ҫӗре туррӗн ӳкме пуҫланӑ тӗле Савантер турат чутласа тӑхӑр ҫӗмрен хатӗрлесе ҫитерчӗ Эх, ухӑ йӗппи ҫукки-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер хӑй ҫӗр каҫнӑ ҫӗре пырса вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Выҫӑпа аптӑранӑ кашкӑрсем ун пек ҫынна эрни-эрнипе ҫӗре ӳкессе кӗтеҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй вара йывӑр аманнӑ та ҫӗре кӗнӗ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн чухлӗ ним айӑпсӑр чуна ҫӗре кӗртрӗ ӗнтӗ вӑл!

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хресченсем патька-патшана курсанах ҫӗре ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюновпа Укаслун нимӗн тӑхтаса тӑмасӑрах суд тунӑ ҫӗре каймалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн туссемех те тӗрлӗ ҫӗрте, Тур ҫавӑрса кӳчӗ пӗр ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инкеке тата шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра хур ами халтан кайса ҫӗре анса ларчӗ, юнашар чупса пыракан кашкӑр ҫултан пӑрӑнчӗ те ун ҫине сиксе ӳкрӗ, ӑна пӑвса вӗлерсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта та кунта кӑмрӑкланса юлнӑ йӑмрасем, тураттисемпе ҫулҫисем йӑлтах ҫунса кайнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ҫӗре чиксе лартнӑ асар-писер пысӑк вутпуҫҫи пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хамӑр яла, вӗсем тискерленнӗ ҫӗре илсе каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир ҫитнӗ ҫӗре пӗтӗм яла ҫӗмӗрсе ҫунтарса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хамӑр ҫул-йӗре вӗсемпе пӗр еннелле ӳкерсен, ҫитес ҫӗре ҫитӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамрӑк йывӑҫсене ҫил ҫӗре ҫитиех аврӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн пиркиех ҫӗре кӗчӗ-ҫке-ха вӑл!

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗнче тӑрӑх йӗс труба — нӑхра — сассисем янӑраса кайӗҫ те айӑпсӑр ҫӗре кӗнисем вӑранӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех