Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахаль сăмах пирĕн базăра пур.
ахаль (тĕпĕ: ахаль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь тесен халь Экеҫе таврӑнӗччӗ вӑл, Совет влаҫне ахаль хресчен ӗҫӗпе те пулин пулӑшӗччӗ, общество каяшӗсемпе кӗрешсе вӑя пӗтериччен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вырсарникун канмалли пулин те, Крапивинпа Демин ӗҫе ир-ирех тухрӗҫ, ахаль тумтир тӑхӑннӑ виҫӗ милиционера пасара хӑйсем ӑсатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, хӑй темле ачапчалларах каласа хунине Никифоров ахаль те туйрӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа аванмарланса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирӗн бюджет ахаль те пӗчӗк.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, юрӗ, ку сире ахаль те паллӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, чунсӑррисем кӑна мар, чӗрӗ чунлисем те халӗ пусӑрӑнса пурӑнаҫҫӗ: ялсемпе иртнӗ чухне урамсенче ҫынна мар, ахаль чух ялан хӗвӗшекен анчӑксене те сайра куратӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Антун, чунӑм, килӗнте пурте йӗркеллех пуль? — ахаль те юрларах калаҫаканскер, ачашшӑн ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл та тӑванах-ҫке, пулӑштӑр пӑртак, эп ахаль тумӑп.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль те ҫын умне курӑнма вӑтанса пурӑнатӑп, халь тата апла хӑратаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иккӗмӗшӗнчен, мана чун-чӗререн курайманскер, вӑл пире, ахӑртнех, ахаль те сутма хатӗр».

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑрт та, сарӑхнӑ курӑк тӗпӗпе витӗннӗрен ӗнӗк тӗслӗскер, ахаль ҫын куҫне илӗртес ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунтан тавралӑх пит инҫех курӑнмасть, мӗншӗн тесен ахаль те тӑвайккиленсе тӑсӑлса выртакан пахча хыҫӗнченех сӑрт пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс ку ӗҫпе аппаланма пӑрах-ха, ахаль лариччен эпир хамӑрах мӗн те пулин ӑсталӑпӑр, — чарчӗ ӑна Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫу-ук, малтан вӑрӑсем кӑна пулнӑ та, халӗ ӗнтӗ ахаль хурахсем мар вӗсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль чухне чӑвашла тасах калаҫаканскер, халӗ тӑрсан-тӑрсан тутар сӑмахӗсемпе те перкелешет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль чӑваш хресченӗ кӑна-ҫке, кирлӗ чухне кӑштах суясси те уншӑн ҫав тери йывӑр, чуна хирекен япала.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр сӑмахпа, ҫак ҫынна чӑваш тесе те, ахаль этем кӑна тесе те калаймӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй ырӑ мар ӗҫ тунине вӑл ахаль те пӗлетчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, эпӗ те ахаль кӑна-иҫ, — кулчӗ Мӗтри, Сӑпани турилкки ҫине татах шӑрттан татӑкӗ хунӑ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кай, вӑл шухӑшпа мар-ха эпӗ, ахаль кӑна каларӑм, — аванмарланчӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех