Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Херувимсем ҫуначӗсене арча вырӑнӗ ҫийӗн сарса тӑнӑ, херувимсем арчапа унӑн каштисене ҫӳлтен хупӑрласа тӑнӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли ылтӑн сӗтел; 49. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсем — вӗсем Ҫуртӑн кайри уйрӑмӗ умӗнче пиллӗкӗшӗ сылтӑм енче, пиллӗкӗшӗ сулахай енче пулнӑ; ылтӑнран тата чечексем, ҫу савӑчӗсем, хыпкӑчсем, 50. тирӗксем, ҫӗҫӗсем, алтӑрсем, ӑскӑчсем, тӗтӗркӗчсем тунӑ, шалти Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑк тӑпсисене те, Ҫурт алӑкӗсен тӑпсисене те ылтӑнран тунӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ вӑл Иерусалима кайнӑ, [парне вырӑнӗ умне] Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умне тӑрса, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ, унтан пӗтӗм тарҫи-тӗрҫи валли пысӑк ӗҫкӗ тунӑ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав парне вырӑнӗ ҫинче Соломон пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем пин парне кӳнӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапла парне кӳмешкӗн патша Гаваон хулине кайнӑ: унта тӗп парне вырӑнӗ пулнӑ.4. И пошел царь в Гаваон, чтобы принести там жертву, ибо там был главный жертвенник.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑма парне вырӑнӗ тунӑ, ун ҫинче Соломон ҫулталӑкра виҫӗ хутчен парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем — кӳнӗ, ҫавӑнтах Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрнӗ, ӗнтӗ Ҫурта туса пӗтернӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Соломон патшана Иоав Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрне тарса кайни ҫинчен, вӑл парне вырӑнӗ умӗнче тӑни ҫинчен пӗлтернӗ.29. И донесли царю Соломону, что Иоав убежал в скинию Господню и что он у жертвенника.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Унтан Соломон [патша] ӑна чӗнме янӑ, вара Адонияна парне вырӑнӗ патӗнчен илсе килнӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Соломонран хӑраса Адония хӑй те тухса тарнӑ, парне вырӑнӗ патне ҫитсе ун мӑйракинчен ярса тытнӑ.50. Адония же, боясь Соломона, встал и пошел и ухватился за роги жертвенника.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша хӑйӗн выртан вырӑнӗ ҫинчех пуҫне тайнӑ та 48. ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: паян Вӑл [манӑн вӑрлӑхӑмран] манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларакана пачӗ, ҫакна манӑн куҫӑмсем курса тӑраҫҫӗ! тенӗ, тесе пӗлтернӗ Ионафан.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ун хыҫҫӑн Давид унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.25. И соорудил там Давид жертвенник Господу и принес всесожжения и мирные жертвы.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид каланӑ: йӗтемне сутӑн илме, халӑх вилме чарӑнтӑр тесе унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тумалла, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Гад ҫав кун Давид патне пынӑ та каланӑ: пыр, иевусей ҫынни Орна йӗтемӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ ларт, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ман чунӑма пӗтӗм инкекрен хӑтарчӗ! тенӗ; 10. эпӗ ӗнтӗ хама: «Саулпа [Ионафан] вилчӗҫ» тесе хыпарлакана, хӑйне савӑнӑҫлӑ хыпарҫӑ тесе шутлакана, парне парас вырӑнне Секелагра тытса вӗлерттертӗм пулсассӑн, 11. халӗ сире — айӑпсӑр ҫынна хӑйӗн килӗнче, хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче вӗлернӗ юрӑхсӑр ҫынсене — хӑвӑр юхтарнӑ юншӑн шыраса илмӗп-и вара, сире ҫӗр ҫинчен тӗп тумӑп-и? тенӗ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем пӳрте кӗнӗ чухне [Иевосфей] хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнче вырӑнӗ ҫинче выртнӑ; вӗсем ӑна вӗлернӗ те пуҫне касса хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ, ҫӗрӗпе пушхирти ҫулпа утнӑ; 8. Иевосфей пуҫне Хеврона Давид патне илсе пынӑ та патшана ҫапла каланӑ: акӑ Иевосфейӗн, Саул ывӑлӗн, санӑн чунна шыракан тӑшманун, пуҫӗ; Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ патша хуҫамӑмшӑн [санӑн тӑшманна] Саула тата унӑн йӑхне тавӑрчӗ, тенӗ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӗнӗ уйӑх уявӗн иккӗмӗш кунӗ те ҫитнӗ, Давид вырӑнӗ вара ҫаплах пушӑ пулнӑ.27. Наступил и второй день новомесячия, а место Давида оставалось праздным.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хӑй вырӑнне стена ҫумӗнчи ларкӑч ҫине ларнӑ, Ионафан Саула хирӗҫ ларнӑ, Авенир Саул ҫывӑхне ларнӑ; Давид вырӑнӗ вара пушах пулнӑ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мелхола вара кил йӗрӗхне илнӗ те ӑна Давид вырӑнӗ ҫине хунӑ, пуҫ вӗҫне качака тирӗ хунӑ, ҫиелтен тумтирпе витнӗ.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Хамӑн парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма Эпӗ санӑн ӑрӑвунтан пӗр священник ҫеҫ хӑварӑп, анчах вӑл суккӑрланса ларӗ, халран кайса ҫитӗ; санӑн пӗтӗм ӑрӑву вӑтам ҫулсенчех вилсе пырӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тепӗр кунне халӑх ир-ирех тӑнӑ та ҫавӑнта парне вырӑнӗ тунӑ, унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.