Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашни сăмах пирĕн базăра пур.
кашни (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни отрасльтех ӳсӗмсем пур.

В каждой отрасли есть достижения.

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сергей Андронов тата унӑн тусӗсем тӑрӑшнипе кашни ҫулах нарӑсӑн 23-мӗшӗнче мини-футбол енӗпе ӑмӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫитес вӑхӑтри мероприятисем пирки те сӑмах пулчӗ, вӗсене ҫитсе кашни хӑйӗн сумлӑ сӑмахне калама пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

Ольга Юрьевна пӗрлӗх опычӗпе паллаштарнӑ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ «Кашни ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑнта - ҫемье», «Чӑваш Ен - халӑхсен тата культурӑсен пӗрлӗхӗн вӑйӗ» проектсене епле пурнӑҫласа пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Аса илтерем, республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ, ун чухне ҫакӑн пек ятлӑччӗ-ха пирӗн организаци, пуҫарнипе иртнӗ ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа кашни районтах «Ҫӗнтерӳ пусми» хатӗрленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Кашни автора пӗрер кӗнеке парнелетпӗр.

Каждому автору дарим по книге.

Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ // В.Рафинов. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Люба шкулти кашни урока тӗплӗн хатӗрленет.

К каждому школьному уроку Люба готовится тщательно.

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

«Уйӑракан укҫа-тенкӗшӗн кашни яваплӑ».

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кашни кӗтесне тинкеререх пӑхсан унӑн сӑмахӗ чӑнлӑхпа килӗшнине чухлатӑн: маччаран тӑпра евӗр ҫӳпӗ тӑкӑнать, урайсем кивелнӗ…

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кашни салтакӑн – хӑйӗн шӑпи, анчах та вӗсем пурте тенӗ пек иртнӗ хӑрушӑ вӑрҫӑпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫав тапхӑртанпа вӑл кашни ҫулах Пӗтӗм Союзри ӑмӑртусене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Кашни кунах тӑрӑшни сая каймарӗ, хапха умӗнче Собор мӑнаҫлӑн курӑнчӗ, - терӗ ӗҫӗпе паллаштарса Геннадий Егорович.

Каждодневный труд не пропал даром, Собор возле ворот смотрелся величаво, - говорит знакомя работой Геннадий Егорович

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

- Кашни ҫулах юртан тӗрлӗ япала ӑсталас килет.

- Каждый год хочется что-нибудь смастерить из снега.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Ӗҫчен кашни ҫулах мӗн те пулин ҫӗннине ӗҫе кӗртме тӑрӑшать.

Трудолюбец каждый год старается осуществить что-нибудь новое.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Кашни хӗл юртан калӑпланӑ тӗрлӗ кӳлепесем Нӗркеҫ ялне илем кӳреҫҫӗ.

В каждую зиму слепленные из снега разные фигурки украшают деревню Нюргечи.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Республикӑри Наци библиотеки кашни ҫулах ҫулталӑк кӗнекине палӑртма «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Пирӗн кашни пӗр кимӗ пуҫне вӗсене хирӗҫ кӗрешекен пӗрер авианосец тивнӗ (40 самолет тата вертолет), унсӑр пуҫне шырав электроникипе тивӗҫтернӗ 50 ытла карап.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Унта кашни хушма хуҫалӑхӑн выльӑх-чӗрлӗхӗ, кайӑк-кӗшӗкӗ, усӑ куракан ҫӗрӗ, сад-пахчи, улма-ҫырла йывӑҫҫи, ял хуҫалӑх техники... пирки кӑтартусем пур.

В них есть показатели о каждом личном подворье с указанием птиц, животных, используемой земли, садово-огородных и плодоносящих деревьях, сельскохозяйственной техники...

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Паха вӑрлӑх хатӗрлесси - кашни ҫӗр ӗҫченӗн, специалистӑн, ертӳҫӗн тӗп тивӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Кӑна эсир пирӗн «Видео» пайӗ урлӑ та лайӑхах курма пултаратӑр ӗнтӗ — кашни кун 2–3 ҫӗнӗ ӗҫ хушса пыратпӑр.

Это вы можете заметить и через наш раздел «Видео» — каждый день мы размещаем по 2–3 работы.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсне ирттерме ЧНК та хутшӑнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11659.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех