Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑваш сăмах пирĕн базăра пур.
чӑваш (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш чӗлхипе тата литературипе район, республика шайӗнче иртекен олимпиадӑсенче те яланах тивӗҫлӗ вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

«Чӑваш чӗлхипе литература урокӗсенче халӑх сӑмахлӑхӗн материалӗсемпе усӑ курасси» – вӗрентекенӗн методика теми.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Вӑл чӑваш чӗлхипе литература методикин вӑрттӑнлӑхӗсене паян та тӗпчеме чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Чӑваш Енри Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ-Шӑхаль каччипе Тутиел хӗрӗ Пӑвара йӑва ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хусанта чӑваш халӑх ташшин кӗввине тупма йывӑр иккен.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Лилия Валерьевнӑн ӗмӗчӗ – чӑваш халӑх ташшине лартасси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Лилия Валерьевна Чӑваш Енри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ вӑхӑтрах халӑх ташшисене кӑмӑлланӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ чух вара ҫак туртӑм тата вӑйлӑрах ҫирӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Унта тӗрлӗ ҫынсем пулччӑр — юрӑ юрлакансем те, мультфильм хатӗрлекенсем те, дизайнерсем те, чӑваш чӗлхине ҫӗнӗ меслетпе вӗрентме пултаракансем те.

Пусть там будут различные люди - и певцы, и мультипликаторы, и дизайнеры, и педагоги, умеющие обучать чувашский язык по новым методикам.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

— Пирӗн кунта тӗп тӗллевӗ чӑваш чӗлхине вӗрентсе ҫитересси мар ӗнтӗ.

— Нашей основной целью не является основательное преподавание чувашского языка.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

— Пурӗ чӑваш чӗлхине мӗн чухлӗ вӗренеҫҫӗ?

— Сколько всего обучают чувашскому языку?

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем мӗн калаҫҫӗ?

Что говорят преподаватели чувашского языка?

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Чӑваш халӑх сайчӗ те унта ҫитсе курчӗ, уйлӑха йӗркелекен Александр Блиновпа калаҫу йӗркелерӗ.

Чувашский народный сайт побывал там, взял интервью с организатора лагеря Александра Блинова.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Ҫакӑн валли Чӑваш Енре условисем ҫителӗклех: кашни райцентрта тенӗ пекех бассейнлӑ сывлӑхпа спорт комплексӗсем пур.

Для этого в Чувашской Республике условий много: почти в каждом райцентре есть спортивно-оздоровительные комплексы с бассейном.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Николай ГЛУХОВ, Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин пуҫлӑхӗ:

Николай Глухов, руководитель поисково-спасательной службы Чувашской Республики:

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Эпӗ – чӑваш ачи – казаксен Ҫарӗн полковникӗ.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫуралнӑ, ӳснӗ, пурӑннӑ ҫӗр ҫинче пӗр чӑваш.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Чӑваш Енре ҫамрӑксемшӗн нумай ырӑ ӗҫ пурнӑҫланать, сӑмахран ҫӗнӗ спорт центрӗсем хута каяҫҫӗ, шкулсенчи спортзалсене юсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Владислав Эльмень «Ниме» юрри юрласа чӑваш йӑли-йӗркипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Сергей Сорокин ертсе пыракан жюри членӗсем 16 ялӑн кил-картишне ҫитсе, чӑваш апат-ҫимӗҫне, сӑра тӗхӗмлӗхне, йӑла-йӗркене тытса пынине тӗрӗслерӗҫ, тӗрлӗ номинацире палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ ентешсемпе вырӑнти халӑх ретӗн-ретӗн тӑрса уҫланкӑра ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех