Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑҫтиҫуксемпе кӑна ан ҫыхланӑр, чун сисӗмне шанӑр — шалти туйӑм сире нумай-нумай ӑслӑ канаш парӗ.
8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Крепоҫра, ҫӗр айӗнчи нӳхрепре ларакансемсӗр пуҫне, урӑх пӗр чун та ҫук.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ку юмана мӗнле майпа чун кӗнине вырӑссем ҫийӗнчех ӑнланса илчӗҫ — ӑна ҫармӑссем малтанах касса хунӑ иккен, кирлӗ вӑхӑтра йӑвантарма темиҫе вӗренпе ҫыхса ҫеҫ лартнӑ, — ӑнланса илчӗҫ те кам мӗнле пӗлет, ҫавӑн пек хӑтӑлма тӑрӑшрӗҫ.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫӳлте сӑрт хӗрринче ларакан ватӑ юман, хӑйне сасартӑк чун кӗнӗ пек, вырӑнтан хускалчӗ те майӗпен, анчах хӑрушшӑн кимӗсем ҫине анма тытӑнчӗ.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Юлашкинчен старик пӗтӗм чун хавалне пухрӗ пулмалла, никам пулӑшмасӑрах тӑрса ларчӗ те ахаль те нимӗн те шарламан ҫынсене шӑпланма хушрӗ.
16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Уншӑн ку ҫуртра ӗҫлесси — чун уҫҫи.
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чылай ҫывӑха ҫитсен Хусан ҫыннисен киммисем ҫинче те ахлатнӑ, вилес умӗнхи чун хавалӗпе кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кирек мӗн шухӑшлаччӑр тӑванӑрсем — эп вӗсене кӳренмелли сӑмах каламан, — чун тӑвӑлне пусарма тӑрӑшрӗ Зина.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ман хамӑн та чун театраллах туртать.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Чун илӗртмӗш хӗрсене хӑналама килнӗ Эльгеев шампански, коньяк, апельсин, хура вӑлча илсе килме хушрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Чун туйӑмне ирӗке яма хӑнӑхман Эльгеев агрономӑн черчен аллине тытса ӑшшӑн чуптурӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Эльгеевӑн Катя ҫинчен каласа парас шухӑш пурччӗ, анчах инкӗшӗ комсомолкӑсене ҫӑмӑлттай хӗрсен шутне кӗртнине кура, чун савни ҫинчен пӗлтерме тытӑнса тӑчӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Сӗрме купӑс сасси вӑл, чӑвашсем каларӗш, чун ҫемми, чӗре уҫҫи!
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Экзамен панӑ хыҫҫӑнах чун хавалӗ хӑпарнине пытараймасӑр, Эльгеев Алевтина патне чупрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Ҫапли ҫапла та, темшӗн чун хурланать.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Искусствӑна юратакан ҫын укҫашӑн кӑна ӗҫлемест — чун туртнипе, чӗре хушнипе искусствӑпа ҫыхӑнать.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хӑй вӗҫӗмсӗр калаҫать, чӗвӗлти сӑмахсем каласа чӗресӗнчи хӗвел ӑшшине, хӑйӗн чун ӑшшине, сукмак ик айккипе тӗл пулакан чечексене, унта та кунта пӑр та пӑр! вӗҫсе ҫӳрекен кайӑксене валеҫет тейӗн.
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чун чӑтмарӗ.
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ҫапах та чун ыратать.
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Манман, ун пек ан кала! — пӗтӗм чун хавалӗпе кӑшкӑрчӗ Ахтупай.
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.