Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паттӑр та хисеплӗ вилӗм мӑшкӑллӑ та ирсӗр пурнӑҫран темиҫе хут лайӑхрах; ӳксе вилсен, эпир пулас ӑрусем валли хамӑрӑн юнпа хӗрелнӗ тавӑрупа ҫӗнтерӳ, ирӗклӗхпе танлӑх ялавне хӑварӑпӑр.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сана ҫӗнтернипе илмелли мухтава теприне парас мар тесе, вӑл, тен, саншӑн хисеплӗ условисем тума килӗшӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑйӗн айӑпне хисеплӗ майпа тӳрлетес тесе, Спартак патне пулӑшу илсе пынӑ.И теперь привел подкрепление Спартаку для того, чтобы таким почетным образом загладить прошлое.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫавӑнпа вӑтӑр пин ҫын сакӑр-вунӑ пинлӗ тӑшман хӗснине хирӗҫ хӑйсене шеллемесӗр, калама ҫук паттӑрӑн, арӑслансем пек ҫапӑҫнӑ пулин те, виҫӗ сехете пынӑ ҫапӑҫура пурте хисеплӗ вилӗмпе вилсе выртрӗҫ.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Рутилие палласа илсен, вӑл, лӑпланса: — хисеплӗ гражданин, эсӗ иккен ку!Увидев Рутилия и узнав его, он сказал со вздохом удовлетворения: — А, это ты, уважаемый гражданин!..
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫапӑҫура римлянсем тӑватӑ пин ытла вилнӗ, гладиаторсем тӑшман легионӗсен хӗҫ-пӑшалне, обозӗсене, ялавӗсене туртса илчӗҫ, ҫавӑн пекех претор умӗнче хисеплӗ хурал вырӑнне ҫӳрекен ликторсене те тыткӑна илчӗҫ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Гречанкӑна хӑйне хисеплӗ ят — ординарец званийӗ пачӗҫ, вӑл ытти тӑхӑр ординарецпа пӗрле аслӑ ҫулпуҫ ҫумӗнче шутланмалла турӗҫ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫапла римлянсем ҫине пур енчен те тапӑнаҫҫӗ, римлянсем тарма тытӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем пурте тенӗ пекех ҫав хӗҫсен ункинче хисеплӗ вилӗмпе вилсе выртаҫҫӗ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ирӗке тухас текенсем, ҫак мӗскӗн чура пурнӑҫӗпе пурӑнас вырӑнне хӗҫ-пӑшал тытса ҫапӑҫу хирӗнче хисеплӗ вилӗмле вилме хатӗррисем, хӑйсене хӑюллӑ, вӑйлӑ тытса, вӑрҫӑ йывӑрлӑхӗсемпе хӑрушлӑхӗсене тӳсме хатӗр тесе шутлаканнисем, курайми сӑнчӑрсен мӗнпур мӑшкӑлне туякансем хӗҫ-пӑшал тытӑр, ҫавӑн пеккисем пирӗн хыҫҫӑн пырӑр, — терӗ Спартак.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
«Айӑплӑ мар эпӗ, нимӗнле усал шухӑшӑм та ҫук манӑн», терӗ Иван Иванович, куҫне Иван Никифорович ҫине ҫӗклемесӗр: «чунтан тархаслатӑп, хисеплӗ дворянинсем, турӑ умӗнче те, сирӗн умӑрта та, эпӗ хам тӑшмана нимӗн те туман. Мӗншӗн вӑл ман ята ярать, ман ята, чинӑма сиен кӑтартать?»
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Городничий хӑнисем ҫав вӑхӑтра Иван Никифорович пырса кӗрессе тата ҫак икӗ хисеплӗ ҫынна пӗр-пӗринпе мирлештерес самант ҫитессе пурте пӗр шухӑшпа чӑтайми кӗтсе ларнӑ; нумайӑшӗ тата Иван Никифорович вуҫех килмӗ тесе те шутланӑ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Хӑй ӗнтӗ вӑл, ӑшӗнче ҫак хисеплӗ ҫынна вырнаҫулӑ сӑмахӑмпа ҫавӑртӑмах тесе шутланӑ та, анчах лешӗ ун вырӑнне татӑклӑн «пымастӑп» тесе ҫеҫ хучӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫав хисеплӗ ҫыннӑн характерӗ кӑра иккенне шута илсен, ку ӗҫе ниепле те ӗмӗтленнӗ пек кӑларма ҫук туйӑннӑ.Несколько крутой нрав сего, впрочем, достойного человека делал его предприятие почти невозможным.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Иван Никифорович, Иван Ивановича ӳпкелес ӗмӗтпе, ҫӗнӗ хур карти туса лартрӗ, ӑна вӑл малтанхинчен кӑшт хӑй еннерех шутарса тутарчӗ те, ҫапла вара ҫак хисеплӗ ҫынсем пӗр-пӗринпе куҫа-куҫӑн вуҫех курӑнми пулчӗҫ — леш, суд ӗҫӗ вара шкапрах выртать, пӗр хускалмасӑр чернил пӑнчисенчен мрамор тӗслӗ пулса тӑнӑ шкапра выртать те выртать.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Кунта Миргородри икӗ хисеплӗ ҫын канашлӑвӗ ҫинчен ҫырнӑВ которой излагается совещание двух почетных в Миргороде особ
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫак хисеплӗ ҫынсем тепӗр кунне каллех килӗштерсе кайма та пултарнӑ пулӗччӗҫ-и тен, анчах Иван Никифорович килӗнче тепле ӑнсӑртран пӗр хӑйне уйрӑм ӗҫ пулса иртрӗ, ку ӗҫ вара сӳне пуҫланӑ курайманлӑх кӑварӗ ҫине ҫӗнӗрен ҫу сапса чӗртсе ячӗ те, килӗшӳ пулас шанчӑк пӗтӗмпех пӗтсе ларчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫапла ӗнтӗ икӗ хисеплӗ ҫын, Миргород хулин чысӗпе илемӗ темелле, хирӗҫсе те кайрӗҫ.Итак, два почтенные мужа, честь и украшение Миргорода, поссорились между собою!
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Эпӗ сана чӗререн телей сунатӑп, Спартак, телей вӑл пур ӗҫре те пит кирлӗ, вӑрҫӑ ӗҫӗпе аслӑ революцисенче пушшех хисеплӗ вырӑнта тӑрать.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Е эпир ӑна Сулла хӑй ирӗкӗпе, пирӗн йӑласемпе законсене пӑсса, ирӗке кӑларса, чи чаплӑ та хисеплӗ Рим гражданин ятне панӑ вунӑ пин чурасенчен хӑраса тӑвас тетпӗр-и ҫав ӗҫе?
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӗсем сирӗн хисеплӗ аслаҫӑрсен, ҫак провинцире малтан пурӑннӑ ҫынсен пулнӑ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.