Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑшт сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӗншӗн-ха унӑн «такт» тени кӑшт та ҫук-ха?» — тӗлӗнсе те ӳпкелешсе шухӑшлатчӗ мӑнтарӑн.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Малтанлӑха вӑл хӑйӗн арҫын тивӗҫлӗхне сыхласа хӑварасшӑн пулчӗ; ӑна пӗчӗк ӳпкев те, кӑшт тӗртсе калани те калама ҫук хытӑ кӳрентеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑна, ватӑскерне, пурӑнма кунта илсе килмеллеччӗ ӗнтӗ, ватлӑхӗнче хуть кӑшт канлӗх куртӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӑнтӑрла ҫеҫ, училищӗре чух, Лавр хӑйне кӑшт ирӗклӗреххӗн туйрӗ, анчах каҫсерен каллех ҫак ӑшӑ, пуян, тирпейлӗ читлӗхрен тухма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Е тата теплерен Лавр патне ҫамрӑк художниксем пырсан, кӑшт эрех сыпнӑ хыҫҫӑн, Поля сасартӑк ҫамрӑкланса каять, каллех Джоконда пек курӑнма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тусӗсем пырсан, Поля ҫемҫен калаҫать, упӑшкине ялан «старик» е «Лавр Кузьмич» тесе чӗнет, ҫынсем умӗнчех кӑшт ҫеҫ ун мӑйӗнчен уртӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗрарӑм Макара та алӑ пачӗ, анчах ӑна хӳхӗм каччӑ ҫумӗнче ҫак тирпейсӗр ҫи-пуҫлӑ, нимпе палӑрса тӑман ҫамрӑк ҫын кӑшт та илӗртмерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр ун ҫине сӑнарах пӑхрӗ: хӗрарӑм вӑтам пӳллӗ, кӑшт туллирех кӗлеткеллӗ; хура каракуль дохапа, кӑвак ҫӑм калпакпа, ҫӳллӗ кунчаллӑ ӑшӑ пушмакпа.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӳррине каламалла, Лавр дежурнӑй чухне кӑна пӳлӗм кӑшт йӗркене кӗрет.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑй чиперрине, маттуррине пӗлекен ҫын йӑлипе, вӑл хӑйне хӑй хӗрсем умӗнче ирӗклӗн, хӑюллӑн, кӑшт мӑн кӑмӑллӑраххӑн тыткалать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Мӗншӗн-ха вара вӑл манпа… кӑшт та калаҫасшӑн пулмарӗ?

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Акӑ, кӑшт юлнӑччӗ ҫанта…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Борис аллинчи кӑранташ кӑшт чӗтретчӗ, анчах хӑй питӗ лӑпкӑ сӑнлӑччӗ, хура куҫӗсем кӑна хӗр ҫине йӑпӑрт пӑхса илнӗ чух кӗл айӗнче тӗлкӗшекен кӑвар пек хыпа-хыпа илетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ашӑ сӑра ӗҫӗр-ха, килӗр-ха, утса ӗшеннӗ хыҫҫӑн кӑшт урана кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Тултан илсе кӗтӗм те, кӑшт сивви тартӑр тесе, кӑмака умне лартрӑм… халех, — терӗ карчӑк ӑшталанса; кӗҫех вӑл пысӑк чарапа шултӑра сарӑ улма лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ыраша кӑшт каярах юлса акрӑмӑр пулас, — терӗ Акчуров, пӑшӑрханнӑ сасӑпа, ҫавӑнтах шӳтлесе те илчӗ:

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пилот ун ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ те куҫне тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл кӑшт ҫеҫ палӑрмалла уксахлать.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑшт скептикрех, вӑл пирӗн.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эсир те ҫул ҫинчен ывӑнтӑр, выҫрӑр пулӗ — атьӑр ман патӑма кайса кӑшт ҫырткалар, канар.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех