Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирӗк парсамӑр мана; эпӗ паян сирӗн патӑрта кӑнтӑр апачӗ ҫиме юласшӑн тата сирӗн Матренӑна кӑштах ӗҫ хушасшӑн.

Позвольте мне напроситься обедать у вас нынче и позвольте сделать некоторые поручения вашей Матрене.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эпӗ, Марья Алексевна, сирӗн пата ҫакна калама кӗтӗм: виҫмине каҫпа эпӗ пушӑ пулмастӑп, ҫавӑнпа эпӗ ун вырӑнне урока ыран килетӗп.

— Я зашел к вам, Марья Алексевна, сказать, что послезавтра вечер у меня занят, и я вместо того приду на урок завтра.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Иксӗмӗр пӗрле кӗрсен, сирӗн аннӗр каллех мӗн те пулин шухӑшлама пултарать.

Если мы войдем вместе, ваша маменька будет опять подозревать.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Анчах сирӗн пата епле кӗрӗп-ха эпӗ?

— Но как же я войду к вам?

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ун ҫинчен сирӗн питӗ тӗплӗн, васкамасӑр шухӑшласа пӑхмалла пулать.

Об этом надобно будет вам рассудить хладнокровно.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Тусӑмҫӑм, куратӑр-и, вӑл хӗрарӑмпа мӗнле калаҫса татӑлтӑмӑр эпир: Марья Алексевна килӗшмесӗр килтен кайма юрамасть сирӗн.

— Друг мой, видите, до чего мы договорились с этой дамой: вам нельзя уйти из дому без воли Марьи Алексевны.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Тусӑмҫӑм, парӑр ӗнтӗ, хам йӑтам сирӗн ҫыххӑра, халӗ вӑл вӑрттӑнлӑх мар вӗт ӗнтӗ.

— Друг мой, дайте же, я возьму ваш узелок, ведь теперь он уж не секрет.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Турӑҫӑм, епле путсӗр ҫын пек курӑнмалла манӑн сирӗн умӑрта!

Боже мой, как дурна должна я казаться в ваших глазах!

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн умӑрта мӗн чухлӗ те пулин тӳрре тухма ирӗк парӑр мана.

Дайте же мне хоть сколько-нибудь оправдаться перед вами.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Каҫарӑр мана, — терӗ Лопухов малалла, ун кӑмӑлӗ хуҫӑлнине курса, — каҫарӑр мана, анчах куратӑп эпӗ — ку сирӗн ӗҫе йывӑрлатать.

— Простите меня, — продолжал он, видя, что она совершенно растерялась, — простите меня, но я вижу, что это вас затрудняет.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Уншӑн сирӗн патӑрти пек лайӑх пурнӑҫ тупӑнать тесе ӗмӗтленменччӗ.

Но я не мечтал, чтобы нашлась для нее такая действительно хорошая жизнь, какую она будет иметь у вас.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах эпӗ сирӗн кружока мӗнле ҫынсем кӗнине питӗ лайӑх пӗлетӗп.

Но я очень, очень хорошо знаю, из каких людей состоит ваш кружок.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ хамӑн ачасемшӗн хытӑ тӑрӑшатӑп пулин те, вӗсемшӗн ҫав тери ҫывӑх ҫын пулса тӑракан хӗре курмасӑрах, сирӗн урлах калаҫса татӑлма шутларӑм, ҫакӑ сире тӗлӗнтерме пултарать ӗнтӗ.

Вам может казаться странным, что я, при своей заботливости о детях, решилась кончить дело с вами, не видев ту, которая будет иметь такое близкое отношение к моим детям.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

N та ман ҫинчен шӑпах ҫавӑн пек шухӑшлать, вӑл, эпӗ гувернантка шыранине пӗлсе, мана ҫав хӗр сирӗн тӑван пулманни ҫинчен каларӗ.

А N такого же мнения обо мне, и, зная, что я ищу гувернантку, он почел себя вправе сказать мне, что эта девушка не родственница вам.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир, N профессор (Б. г-жа Лопухов пӗлӗшӗн хушаматне каларӗ, адреса ҫав ҫын урлӑ илнӗ пулнӑ) тата унпа сирӗн ӗҫ ҫинчен калаҫнӑ хӑвӑр юлташӑр, эсир пӗр-пӗрне питӗ лайӑх пӗлетӗр, эсир хӑвӑртан пӗри ҫамрӑк хӗрпе туслӑ-юлташла пулни ҫинчен пӗр-пӗринпе ирӗккӗнех калаҫма пултаратӑр, ытти иккӗшӗ умӗнче вӑл хӗр ятне нихҫан та варалас ҫук.

Вы, профессор N (Г-жа Б. назвала фамилию знакомого, через которого получен был адрес) и ваш товарищ, говоривший с ним о вашем деле, знаете друг друга за людей достаточно чистых, чтобы вам можно было говорить между собою о дружбе одного из вас с молодою девушкою, не компрометируя эту девушку во мнении других двух.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лопухов Верочка характерӗ ҫинчен ответ пани те Б. госпожашӑн юрӑхлӑ пулчӗ: ӗҫ хӑвӑрт майлашса пычӗ, вара, пӗр ҫур сехет калаҫнӑ хыҫҫӑн, Б. г-жа: «Сирӗн ҫамрӑк аппӑр манӑн условисемпе килӗшет пулсан, эпӗ ӑна хам пата куҫма ыйтатӑп, мӗн чухлӗ хӑвӑртрах куҫать, маншӑн ҫавӑн чухлӗ кӑмӑллӑрах пулать», — терӗ.

Г-жа Б. также находила удовлетворительными ответы Лопухова о характере Верочки; дело быстро шло на лад, и, потолковав полчаса, г-жа Б. сказала, что «если ваша молоденькая тетушка будет согласна на мои условия, прошу ее переселяться ко мне, и чем скорее, тем приятнее для меня».

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Дмитрий Сергеич, мӗнле пурӑнать сирӗн ҫураҫнӑ хӗрӗр?

Что ваша невеста, Дмитрий Сергеич?

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Тусӑмҫӑм, ку вӑл эпӗ сирӗн пата килнӗ чухлӗ те сыхлануллӑ пулмасть.

— Друг мой, да это было бы еще неосторожнее, чем мне приехать к вам.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ сирӗн пата уроксем ирттерме ҫеҫ ҫӳретӗп вӗт.

Ведь я бываю у вас только для уроков.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн «тусӑмҫӑм» ӑҫта вара?

А ваш друг где же?

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех