Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Испуханов урайне, уҫӑрах ҫӗре, хутланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫӑка сыпписене решетке карта ҫумне купаласа пӗтернӗ ҫӗре каҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хайхи виҫӗ ҫын пӗр ҫӗре пухӑнса тем калаҫма пикенчӗҫ, анчах Испуханова асӑрхарӗҫ те шӑпӑрт пулчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кабинӑн сылтӑм енчи алӑкӗ яри уҫӑлчӗ те, ҫӗре кӗске аркӑллӑ сенкер кӗпе тӑхӑннӑ йӑрӑс пӳ-силлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Акӑ мӗскер, кинемисем, лартса каймарӗ ку тесе кӑмӑла йывӑр ан илӗр — халь ман вырӑн ҫук, эп кӗҫех каялла таврӑнатӑп та сире кабинӑна лартсах хӑвӑр ҫитес ҫӗре ҫитерсе хӑваратӑп, унччен эсир тепӗр машин ҫине ларса вӗҫтермесен паллах.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ҫанталӑк тӗттӗмленнӗ ҫӗре киле чиперех ҫитсе ӳкетпӗр, — паттӑрланчӗ Мирун пичче.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Утмӑл ҫулта тӑлӑха юлсан ӑна хӑш-пӗр мучисем качча илесшӗн пулнӑ имӗш, анчах Сухви кинеми хӑй ҫавӑрнӑ кил-ҫуртне пӑрахса ют ҫӗре кайма шутламан.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫамрӑк Исаев, писатель тата критик, комсомолец ҫулӗнчех ҫӗре кӗнӗскер, хӑйӗн пултарулӑхне ҫителӗклӗ таран сарса ярайман, ҫапах та самана шухӑш-кӑмӑлӗпе пурӑннӑ, халӑхпа парти писательсене мӗн тума хушнине тӗрес ӑнланса ӗҫленӗ, ҫавна пурнӑҫа кӗртессишӗн пӗтӗм вӑй-халне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

«Ялав» журналӑн 19б1 ҫулхи 12-мӗш номерӗнче чӑвашсен вӑхӑтсӑрах ҫӗре кӗнӗ паллӑ писателӗн, критикӗн, редакторӗн, комсомол работникӗн ултӑ ҫырӑвне пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫитӗннӗ ҫын хӑранисене пӗр ҫӗре чакаласа хунӑ.

И закопала все страхи взрослого человека в одну кучу.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Хамшӑн мар, ҫӗре кӗнӗ туссемшӗн тавӑрма!

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайӑк мӗн ҫӗре ӳксе виличченех вӗҫме пӑрахмасть.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗрешӗве ҫӗкленсе пуҫне хунӑ пиншер ятсӑр паттӑрсем те ҫакна ӗненсе ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑштах вӑхӑт иртӗ те, акӑ, ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ чӑваш хӗрӗн ӗмӗтне ҫитерсе, хӗвел тухӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ан-н-неҫӗм! — кӑшкӑрса ячӗ те хӗр тайӑлса-тайӑлса кайрӗ, аллинчи ҫӗмренӗ те, уххи те ҫӗре ӳкрӗҫ, анчах вӑл хӑй учӗ ҫинче тытӑнса тӑрайрӗ, каллӗ-маллӗ туртӑнса илчӗ те ун ӑмри ҫине выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нӳрӗ ҫӗре вӑхӑтсӑрах кӗрсе выртнӑ Пинер.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тем пулнӑн: савнийӗн кӑкӑрӗнчи кӑвак ҫӗмрене ярса тытрӗ те карт! туртса кӑларчӗ, унтан ӑна икӗ аллипе ярса тытрӗ, чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫапса ҫурмаран хуҫрӗ, икӗ хуҫӑкне те ҫӗре пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хушман ҫӗре ҫур утӑм ҫеҫ ярса пуссассӑн та леш тӗнчене ӑсататӑп.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ ахлатса та ӗлкӗреймӗрӗ, ҫӗре лаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыт-ахальтен кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре кӗрсе ан кайӑр.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех