Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемье сăмах пирĕн базăра пур.
ҫемье (тĕпĕ: ҫемье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫап-ҫамрӑк каччӑсене, вӗсем ҫап-ҫамрӑк хӗрпе ҫемье ҫавӑрассишӗн ҫунаҫҫӗ пулсан, тӗрлӗ майлӑ чӑрмантарасси йӑлана кӗнӗ.

Очень молодым людям, когда они думают жениться на очень молодой особе, принято чинить разные препятствия.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӗсене куракансем ҫамрӑк ҫемье ҫул ҫӳреве тухнӑ тесе шухӑшлаччӑр.

Путешествие благодаря этому принимало семейный характер.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫавна пула Фарфонт ҫинче икӗ ҫемье ҫеҫ пурӑнать: Скоррейсем тата Гонзалессем; вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, сунарпа тата пулӑ тытса тӑранса йӳнеҫтеркелеҫҫӗ; ҫав тери кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗскерсем — вӗсем пурӑнма мӗн кирлине пӗтӗмпех хӑйсен аллипе тата майӗсемпе тӑваҫҫӗ тата тупаҫҫӗ; чи малтан пурӑнма пуҫланисем пӗрле илсе килнӗ нумаях мар япалана тата утрав ҫине каярахпа ӑнсӑртран лекнӗ карапсем сутса хӑварнӑ ӑпӑр-тапӑра шутламӑпӑр.

Благодаря этому только две фамилии были на Фарфонте: Скорреи и Гонзалесы; занятиями их были земледелие, охота и рыболовство; поставленные в исключительные условия, они производили и добывали все необходимое для жизни собственными руками и средствами, за исключением небольшого количества привезенных первыми жителями или проданных на остров впоследствии случайными кораблями вещей.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫемье, чечек ӑшӗнчи ҫурт, ҫӑмарталла яка лашисем, меллӗх-канлӗх, ҫӳхе кӗпе-йӗм, кӗнекесем тата пӗлӗшӗсен сумлӑ йышӗ ун патне мулӑн вӑрттӑн ҫулӗпе каллех таврӑнаҫҫӗ.

Семья, дом в цветах, холеные лошади, комфорт, тонкое белье, книга и почтительный круг знакомых снова возвращались к нему таинственным путем клада.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Эпир унпа ҫемье чӑмӑртамашкӑн сӑмах татрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахӑртнех, каварлашать ҫемье.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, ҫемье, чӑнах та, килӗнчех-ха…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Манӑн ҫемье пысӑк: арӑм, виҫӗ ача, ватӑ анне…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫемье ҫук-тӑк, паллах, пурнӑҫра улшӑнусем те питех ҫук,..

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, тепӗртакран вӑл ку шухӑша сирсе пӑрахрӗ, мӗншӗн тесен Ҫемен унпа калаҫасса чиперех калаҫрӗ, ял хыпарӗсемпе те, ҫемье пурнӑҫӗпе те тӗплӗн паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫемье йӗркеленӗ чухне, ҫӳлти атте пӗлет, ун пек-кун пек ҫинчен вӑл нимӗн те шухӑшламан, паянхи пурнӑҫпа пурӑнас ӗмӗт шухӑшра та ҫуралман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урӑхран шанчӑк ҫук ӗнтӗ, ҫемье таврашӗ ҫинчен тек шухӑшлас та килмест.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Астӑватӑн-и, революциччен эпир, темиҫе чухӑн ҫемье, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнма тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирӗн те хӑшӗсен ҫемье пур, ҫӳретпӗр-ҫке… — лӑх-лӑх кулчӗ Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — «Ҫемье ман хам кирпӗч шутланӑ вӑхӑтра самай хушӑннӑ, — тет ку.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каҫар, ачам, эп те, ҫемье те хирӗҫ тӑтӑмӑр, пурпӗр чараймарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫемье чӑмӑртансан, ывӑл ҫуралсан, хайхи Улька та манӑҫа тухса пырӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр Ванькка ҫеҫ ҫаплипех авланман-ха, учительницӑпа ҫемье йӗркелессинчен те вӑл хӑрас ҫук та ҫав…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Грэя малтан туса хатӗрленӗ уҫӑмлӑ планпа ӗмер ӗмӗрлеме, ҫемье чысне вараламасӑр вилме, ҫакӑн хыҫҫӑн вара портрета куҫса стена ҫинче ҫакӑнса тӑма пӳрнӗ.

Грэем, обреченным по известному, заранее составленному плану прожить жизнь и умереть так, чтобы его портрет мог быть повешен на стене без ущерба фамильной чести.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Сире ҫителӗклех йӑлӑхтартӑм, — тет вӑл. — Ҫӑкӑрпа чей е ҫӑнӑх кивҫен ыйтманни ахаль те пӗр ҫемье те юлмарӗ ахӑр. Ҫӗрре саклата хыватӑп та пӗтӗмпех парса тататӑп».

«Довольно мне колоть вам глаза, — сказала она, — и так уж нет почти ни одной семьи, где я не взяла бы в долг хлеба, чаю или муки. Заложу колечко, и кончено».

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех