Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑлӑм ҫинче ҫумӑр пӗлӗчӗсем, ҫунӑ хыҫҫӑн типме тухса ҫакнӑ кӗпесем пек, йывӑррӑн ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кала, кала, — ҫумӑр ҫумасть-и-ха, тесе чӳрече енне пӑхса илчӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртен пуҫласа каҫчен, каҫ кӳлӗм пуҫласа ирччен татти-сыпписӗр ҫумӑр ҫӑвать; пӗр самантлӑха чарӑнать те ҫавӑнтах тепӗр хут пуҫласа ярать; ҫывӑхри вӑрман хыҫӗнчен ҫӑра пӗлӗтсем йӑтӑнса тухсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кайран ҫумӑр ҫума пултарӗ.

После возможны дожди.

Кӗркуннен юлашки уйӑхӗнчех хӗл ларать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33322.html

Ире хирӗҫ пӑртак ҫумӑр пӗрӗхсе иртнӗ пулин те уйра техника нумай, кишӗр пуҫтаракан ҫынсем те йышлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑрмантарсан та ӗҫ чарӑнмасть // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/21/c%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/

Ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать, Ҫумӑр мар вӑл — пирӗн сӑра; Ай юр ҫӑвать, ай юр ҫӑвать, Шур юр мар вӑл — пирӗн ҫӑнӑх Ай ҫил вӗрет, ай ҫил вӗрет.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫитменнине, вӑл килес умӗн кунта ҫумӑр ҫуса иртнӗ, ҫыран ура пусма ҫук хытӑ шӑвать.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑн пек чунпа-чӗрепе ҫуйкӑнланса ҫитнӗ, канӑҫа йӑлтах ҫухатнӑ кунсенчен пӗринче Тукай патне ҫӑви-ҫуми пӗрӗхсе йӗкӗлтесе тӑракан ҫумӑр витӗр икӗ юлан ут пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе эрне ҫумӑр ҫуманнипе тӑпра кӗл пек типсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Яланах ҫавӑн пек, — вӑрҫрӗ Михаил Львович, — килнӗ чухне ытарма ҫук лайӑх ҫанталӑк тӑрать, кунта ҫитетпӗр те — чӗреслетсе ҫумӑр ҫума пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫумӑр кайран та чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Атӑл урлӑ вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ хушӑра каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кунта аслатиллӗ ҫумӑр пулмалла.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хальхи вӑхӑтра 80 гектар ҫинчи нумай ҫул ҫитӗнекен курӑка ҫулса пӑрахса пысӑк тюксем туса пӗтернӗ, ферма ҫумӗнчи пысӑк склада ҫумӑр лекмен ҫӗре кӗртсе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Тӳпере ҫумӑр пӗлӗчӗсем курӑнкалама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫумӑр пулманнипе ҫул ҫинче ялан тусан мӑкӑрланчӗ, тӳперен пӗтӗм ӳсен-тӑрана ҫунтарса ярасла июль хӗвелӗ пӗҫертрӗ, часах юлан утпа пыракансен ҫурӑмӗсем йӗп-йӗпе тара ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта ӗҫлекенсем витресем лартса ҫумӑр шывне пуҫтараҫҫӗ.

Работники выставляют ведра и собирают дождевую воду.

Ҫӗмӗрлери ача пахчине хупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33099.html

Витререн тӑкнӑ евӗр ҫумӑр чашлаттарса ҫума пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Пулас никӗс валли котлован чавнӑ, ҫумӑр тата ҫурхи шывсем юхмалли вырӑнсем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуба хӗле кӗриччен хута ярӗҫ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... f%d1%80ec/

Типӗ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн Италире ҫил-тӑвӑл алхасма пуҫланӑ, витререн тӑкнӑ пек ҫумӑр ҫунӑ.

После засухи на Италию обрушились ураганы и ливни.

Италире вӑйлӑ ҫил тавралӑха сӑнамалли урапана ҫавӑрттарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32693.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех