Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таса сăмах пирĕн базăра пур.
таса (тĕпĕ: таса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левентей иккӗленмест, виҫӗ колхоза пӗрлештерсен, Ятман, паллах, председатель пулать, ҫавӑнпа ун ӗмӗчӗ хӑй каланӑ пек таса пулнине ниепле те ӗненес килмест».

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мулла венчет тумасӑр намӑслантарчӗ те, вӗсен ҫурхи чечек пек таса та илемлӗ юратӑвӗ телейсӗррӗн пӗтсе ларчӗ, — Назиба ашшӗсем ирӗксӗрлесе тутар хӗрне илсе пачӗҫ, Марине хӑйсен ялӗнчи чӗмсӗр Ваҫилее качча тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл, ҫерем ҫине хӑяккӑн выртса, Кабирпа Галимджана та таса вырӑн сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халӗ калча вӑл илчӗ ӗнтӗ, хӑрамалли ҫук, — терӗ Анна Ивановна, Левентей ҫине «Ӗнтӗ ман совеҫӗм таса, акнӑ-акман тухса вӗҫтерчӗ тесе ӳпкелешме пултараймастӑн» тенӗ пек пӑхса.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Йӑмӑксем, питӗ таса выратӑр, пӗрне те хурлама ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ани ҫинче пӗр ҫумкурӑк та тупаймастӑн, петӗм ана шыв пек таса.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тинех ӑнланчӗ Ятман: ун умӗнче ҫав тери таса чунлӑ хӗрача тӑрать, вӑл хӑйӗн чӑркӑшне пула ӑна ахалех кӳрентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пичӗ паянхи хӗвеллӗ кун пек таса та ҫутӑ: утӑ ура айӗнчи чечек те, ҫӳлти кӑвак тӳпе те палӑрать пек, куҫӗсем курӑнмаҫҫӗ, вӗсене хӗрача вӑтаннипе аялалла тинкернӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Патшалӑха вӑрҫса панӑ укҫа кирлӗ мар, ӑна таса кӑмӑлран панӑ укҫа кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи малтан сухалӗпе ҫӳҫне кӗскетсе касса якатрӗ, мунча кӗрсе таса кӗпе-йӗм тӑхӑнчӗ, урине пӗҫ тӗп таран хура ҫӑматӑ тӑхӑнса ячӗ, вара, ҫур литр эрех чиксе, тӑвалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килте таса пурӑнманни кӗпинченех паллӑ, ун ҫухави тарпа варланса сӑран тӗслӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницӑсем хушшинчен сӑнӳкерчӗксем, ҫырусем, таса хут татӑкӗсем тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Таса мар ӗҫ вӗт вӑл трактор патӗнче.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак хитре хӗрсене вӑл пуринчен ытла килӗштерет, — ҫав тери таса чунлӑн, ҫав тери ӗҫченӗн туйӑнаҫҫӗ ку сӑпай ҫынсем Липӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Евгений Кадышев депутатсене тав тунӑ, хулара пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн таса чунпа, яваплӑха туйса, саккунсене пӑхӑнса ӗҫлесе пыма шантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

Ҫӗр ӗҫӗ нихӑҫан та таса пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑрмантарсан та ӗҫ чарӑнмасть // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/21/c%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/

Ытти юрӑ-кӗвӗ кӗнекисем те — «Таптаймастӑр таса юратӑва», «Ылтӑн кӗркунне», «Пурнӑҫ илемӗ», «Анне ытамӗнче», «Кӑмӑл тӗкӗрӗ», «Ҫӑлтӑрпи»… — кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Халӗ лартма ыхра хатӗрлерӗм, вӑл таса, шултра.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Таса кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ халӑх тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме йӑтса ялтан ик ҫухрӑма Сетнер уйӗ текен вырӑна ҫӑл кутне васкать.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чӗререн тав тӑватӑп, аслӑ хан, пирӗн таса тӗнпе ханлӑхӑн шанчӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех