Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ку япаласене йӑлтах кок-сагыз туса илнӗ ҫынсемшӗн илсе килнӗ, ыттисене ӳлӗмрен парӑпӑр.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл юлашки укҫине шофере тӳленӗ те панулмине йӑлтах хула тулашне тухса тӑкнӑ, киле вара выҫӑллӑ-тутӑллӑ тенӗ пек аран-аран таврӑннӑ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хыпӑнса ӳкнӗ Сехре ҫавӑнтах тепӗр ещӗкне уҫнӑ — унтан та ҫӗрӗк шӑршӑ ҫеҫ кӗнӗ, виҫҫӗмӗш ещӗкӗ те, тӑваттӑмӑшӗ те, пиллӗкмӗшӗ те йӑлтах пӑсӑлнӑ пулнӑ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫынсем херсе ҫуртырри вырнӑ вӑхӑтра Сехре хӑйӗн садӗнчи пулнӑ-пулман панулмине йӑлтах пуҫтарнӑ та, тӗрлӗ михӗ-ещӗксене тултарса, укҫалла тытнӑ икӗ лавпа пристане турттарса кайнӑ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кабир кӗске мӑйӑхӗ айӗн кулса илчӗ: кунта пурӑннӑран Липа йӑлтах Тутаркас ҫынни пулса кайрӗ, «эпир» те «пиртен» тесе ҫеҫ калаҫать, ӑмӑртура та тутаркассене мала кӑларасшӑн.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ыраш вырса пӗтмен-ха, ӗнтӗ ыранлӑ-тепӗркунлӑ пӑрҫа та ҫулма пулать, урпа та йӑлтах хытса ҫитнӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мӗнле ҫапӑҫрӗ, мӗнле вилчӗ, — йӑлтах.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Алексей, вӑл вилни ҫинчен илтрӗмӗр те-ха, эс ӗнтӗ йӑлтах каласа пар.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Темле йывӑр пулсан та, вӑл Алексее куҫҫуль кӑтартмарӗ, тӑвӑллӑ кӑмӑлӗ иртсен, ӑна йӑлтах каласа пама хушрӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах пӗрре илтнӗ усал сӑмах чӗрене йӑлтах лӑпланма памастех ҫав.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Назиб та паян йӑлтах акса пӗтеретӗп тесе ӗҫлет, ӑнчах ун бригадинче Липа айӑпӗпе калама ҫук пысӑк йӑнӑш ӗҫ пулса иртнӗ.
ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫуртсем, шурӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ евӗр, йӑлтах юрпа витӗннӗ, йӑмрасем ҫеҫ шурӑ тӗс ҫинче кукӑр-макӑр хура йӗр пек курӑнаҫҫӗ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ашшӗ куҫ хӳрипе пӑхсах асӑрхарӗ: вӑл ҫывӑрман, йӑлтах итлесе выртнӑ, ҫавӑнпа ун пит-куҫӗ хаваслӑн ҫутӑлса тӑрать.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл ҫеҫ мар унпа пӗрле татакан Ваҫук та ӗҫ тӗлӗшӗнчен йӑлтах уҫӑлса кайрӗ, ывӑнни ҫинчен пачах калаҫми пулчӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Пӗлеҫҫӗ вӗсем йӑлтах!
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Комсомолецсем лаша пӑхассине йӑлтах хӑйсен аллине илни ҫинчен пӗлсен, ӑна хӑйӗн блокнотнех ҫырса хучӗ.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Доклад ҫынсене йӑлтах хускатса ячӗ, вӗсен пуҫӗнче темӗн чухлӗ шухӑш ҫӗклетрӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл сӑмах илчӗ, Симуна хӳтӗлесе, фермӑсем ҫинчен тата та ытларах чарӑнса тӑчӗ, Тутаркас комсомолецӗсем лашасене пӑхас ӗҫе йӑлтах хӑйсен аллине илни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Лаша сахал юлчӗ, — терӗ Кабир — Лайӑххисене йӑлтах фронта патӑмӑр.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ха, капла эсӗ мана йӑлтах аркатса тӑкрӑн, Ятман, — айӑплӑн кулчӗ председатель.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.