Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«… Пирӗн ӗҫ ҫинчен аса илнисем, кимӗпе ярӑннинчен ача чухнехи хаваслӑх, пӗве ҫинчи шап-шурӑ акӑш, пысӑк тӑрна савӑлӗ чӗвӗлтетни, чӗререн тухакан юрӑсем, кӑвайт тӗтӗмӗ, сӑмаварта вӗретнӗ курӑклӑ чей шӑрши — ҫакӑ пурте пирӗншӗн малашнехи пурнӑҫшӑн хавхалану пулса тӑчӗҫ», - аса илнӗ Валентина Дорофеевна Васильева.

«… Приятные воспоминания о нашей работе,детский восторг от катания на лодке, белоснежный лебедь на пруду, курлыканье большого журавлиного клина, задушевные песни, дым костра и аромат травяного чая из самовара - всё это стало для нас стимулом на дальнейшую жизнь» - поделилась воспоминаниями Валентина Дорофеевна Васильева.

Тӗлпулу каҫӗ "Чунпа ан ватӑлӑр, хаклӑ ҫыннӑмсем" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... em-3464415

Сӑмах май, юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче пирӗн больницӑсем 161 маммограф, рентгенодиагностика комплексӗсем, флюорографсем, ангиографсем, компьютер томографӗсем илнӗ.

Кстати, за последние четыре года наши больницы уже получили 161 маммограф, рентгенодиагностические комплексы, флюорографы, ангиографы, компьютерные томографы.

2023 ҫулта Пушкӑрт хулисемпе ялӗсенче хальхи медтехникӑн 4 пин ытла единицине вырнаҫтарӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ar-3463336

Учитель ӗҫӗ — ансат ӗҫ мар, анчах анне хӑй суйласа илнӗ ҫулшӑн нихҫан та ӳкӗнмен.

Работа учителя — непростая, но мама никогда не пожалела о выбранном пути.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Мӗн ҫуралнӑранпах вӑл мана ӑшӑпа тата тимлӗхпе ҫавӑрса илнӗ, пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ принципсене вӗрентет, малашлӑха хӑюллӑ пӑхма, пулма пултарайманнине ҫӗнтерсе пыма, мана пур ӗҫре те пулӑшса, тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн савӑнса пурӑнма вӗрентет.

С самого рождения она окружила меня теплом и заботой, учила важным жизненным принципам, научила смело смотреть в будущее, преодолевать невозможное, поддерживая меня во всем и радуясь моим успехам.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Сирӗн халӗ профессионаллӑха туптамалла, ҫӗнсе илнӗ ӑнӑҫусемпе киленме иртерех-ха.

Вам необходимо шлифовать свой профессионализм, на лаврах почивать еще рано.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ара, ҫӑмӑллӑн ӗҫлесе илнӗ укҫа ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑн тӑкакланать.

Ведь деньги, заработанные лёгким трудом, также легко и уйдут.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗслӗхрен, ҫӗнсе илнӗ тӗллевсенчен кӑна мар, вӗсем тӗлӗшпе ӗҫленинчен те киленӳ илме.

Например, получать удовольствие не только от достижений, но от процесса работы над ними.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тахҫантанпах пӗр тумлам ҫумӑр та пулман, ҫӗр ҫумне йӑпшӑнса ларнӑ типӗ курӑка тусан витсе илнӗ.

Давно не было ни капли дождя и пыль покрывала приникшие к земле сухие травы.

Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫеҫенхире сӗткенлӗ ешӗл курӑк витсе илнӗ, йӑмӑх чечексемпе тӗрлӗн курӑнса выртать.

Степь была покрыта сочной зеленой травой, пестрела яркими цветами.

Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Юханшывсем, ҫырмасем уҫӑлчӗҫ, лапам вырӑнсене шыв илнӗ, тайгари пысӑк шурлӑхсем те ирӗлчӗҫ.

Вскрылись реки и ручьи, затопили низины, оттаяли огромные таежные болота.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ращапа вӑрмансем хушшинче тем аслӑш пушӑ ҫӗрсем выртаҫҫӗ, нумай тӗлте вӗсене ейӳ шывӗ хупласа илнӗ.

Между рощами и лесами тянутся огромные пространства, на первый взгляд, ничем не занятых земель, залитых во многих местах весенним разливом.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Летчиксен куҫӗ умӗнче юр витсе илнӗ ҫара тӳрем ҫӗр выртать.

Перед глазами летчиков голая снежная равнина.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шывсене, кӳлӗсене пӑр витсе илнӗ.

Льдом покрылись реки и озера.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Йӗри-тавра юр витсе илнӗ пысӑк пӑр уйӗ, тӗрлӗ еннелле каякан ансӑр та кукӑр-макӑр шыв каналӗсем касса тӑраҫҫӗ.

Кругом большое, покрытое снегом, ледяное поле, прорезанное в разных направлениях узкими извилистыми каналами воды.

Ледокол Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан тинӗсӗсем тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пирӗн хӗрлӗ ялав орденӗ илнӗ «Красин» ятлӑ ледокол пӑрсемпе ак епле кӗрешет.

Вот как борется со льдами наш краснознаменный ледокол «Красин».

Ледокол Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан тинӗсӗсем тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах вӗсем тӑвӑлсемпе тӗтресем витӗр ним хӑрамасӑр ҫӗнтерсе туха-туха кайнӑ, самолечӗсене пӑрланса ларма парас мар тесе кӗрешнӗ, Сталин юлташран илнӗ задание чаплӑн туса ҫитернӗ.

Но они мужественно пробивались через бури и туманы, боролись с обледенением самолетов и с честью выполнили задание, полученное от товарища Сталина.

Мускав — Ҫурҫӗр полюсӗ — Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Правительство, парти тата унӑн ҫулпуҫӗ панӑ заданине пит хастарлӑн пурнӑҫланӑ Арктика геройӗсене часах Мускав хӗпӗртесе савӑнса хирӗҫ тухса илнӗ.

Скоро Москва с радостью и торжеством встречала героев Арктики, доблестно выполнивших задание правительства, партии и ее вождя товарища Сталина.

Ҫурҫӗр полюсӗ патне // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл пӑр татӑк аш касса илнӗ те йыттисене тӑрантарнӑ.

Он отрезал от него кусок мяса и покормил собак.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Коовокно тимӗр вӗҫлӗ сӑнӑ илнӗ те шӑтӑк патне ерипен упаленсе пыра пуҫланӑ.

Коовокно взял копье с железным наконечником и начал осторожно подползать к отдушине.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн тавра тем пысӑкӗш пальмӑсем тата тропикри ытти йывӑҫсем ӳснӗ, вӗсене пысӑк лианӑсем ҫӗлен пек явӑнкаласа сырса илнӗ.

Огромные пальмы и другие тропические деревья, опутанные, как змеями, лианами, окружали его.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех