Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унран (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хумханнипе унӑн тути сиксе чӗтрет; акӑ вӑл кӑштах ҫеҫ шӑпланнипе усӑ курса мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран, антӑхса кӑшкӑрчӗ — итлекенсем унран сахалтан та пӗр мильӑра тейӗн:

Губы его вздрагивали от волнения; наконец, уловив паузу, он крикнул изо всей силы, словно слушающее находились от него по крайней мере за милю:

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫав хушӑрах — ҫак самантра унран кам та пулин: «Ай, чи тивӗҫли кам?» — тесе ыйтсан вӑл ахаль кулӑпа, анчах хӑйӗн ютшӑнчӑклӑхӗнчи хӑрушӑ кулӑпа хуравлӗччӗ.

Между тем, спроси его кто-нибудь в это мгновение: «Ай, кто достойнейший?» — он ответил бы обычной улыбкой, жуткой в своей замкнутости.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӑл питӗ хӑвӑрт утнӑран эпӗ унран ҫакна ниепле те ыйтаймастӑп; кунсӑр пуҫне — ку ыйту манӑн ун чухне тӗвӗленмен те.

Он шагал так быстро, что я сам не успел задать ему этот вопрос; к тому же он мне тогда и не приходил в голову.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

— Мӗн пулнӑ сана? — ыйтрӗ унран.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрманта ҫӳреме хӑнӑхнӑ Сӑпани унран юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Телегин Ивана пӗлетӗн-и эс? — ыйтрӗ унран тӳрех.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла-тӑк, май тупса, унран пулӑшу ыйтмалла мар-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тухсан, унран сых енне кӑшт айккинерех тӑрса, револьверпа сунарҫӑ ҫӗҫҫине ҫӗре пӑрахма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хамӑр ҫын вӑл, унран илме юрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ан тив, Крапивин кулӗ-и унран, хӑй юратнине арҫынна пирвай калама хӑйнӑ, тен, пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑмӗнчен, е хӑй унран тахҫанах сивӗннӗ ӗнтӗ, ҫамрӑк чухне те юратнипе мар, Альтюка тавӑрас тӗллевпе кӑна ҫӳренӗ тесе калӗ-и, е хӑй ӗнтӗ сумлӑ ҫын, Сӑпани вара, унчченхи пекех, ахаль хӗрарӑм шутӗнчен тухайманнипе вӗсен ӳлӗм пӗрле пуласси пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар тейӗ-и — ҫыхӑнса-чӑлханса ларнӑ тӗвве пурӗпӗр салтмаллах-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урӑхла каласан, усрасса та пӗр ҫӗртех усраҫҫӗ выльӑх-чӗрлӗхе, унран илнӗ сӗтпе, ашпа та пӗрлех усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах тепӗр Крапивинӗ, ахӑртнех, хальхи Филимон Петрович, пурнӑҫра ӑна-кӑна нумай куркаланӑскер, — унран кулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Преступника пытарни вӑл айӑпах вӗт-ха, эппин, мӗншӗн тытса кайса ӑна-кӑна ыйтса пӗлмешкӗн юрамасть унран? — терӗ тепӗртакран Варламов, хӑюлӑх ҫитерсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ачи ӑна-кӑна самаях тӗшмӗртекенскер, пӗр-пӗр ӑнсӑртлӑх сиксе тухмасан, ӗҫ-пуҫ малашне те йӗркеллех пырӗ, унран ҫӗнӗ хыпарсем татах ҫитӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хыпар ҫитесси унран килет тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӗрене унран вӑйлӑрах хӗсекен шухӑшсем пуҫа ҫӗмӗреҫҫӗ халӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унран шӑллӗ ҫак самантра ҫапла ыйтни Антуншӑн уяр ҫанталӑкра аҫа ҫапнипе танах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах мӗншӗн-ха чайнӑйра ҫамрӑкраххи унран сӑра ӗҫме укҫа ыйтрӗ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков хыҫнех пырса тӑчӗ, унран кирлӗрех ӗҫ ҫук пекех, каснӑ шӗшкӗ турачӗсене ҫӗҫӗпе иртет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сехӗрленессе унран кашниех сехӗрленет-ха, хисеплемешкӗн тесен, темле ҫав…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех