Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗнче ялан вӑл ҫаврӑнуллӑ: Сив ҫумӑр хыҫҫӑн — ӑшӑ ҫил.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл тип ҫӗре, тен, ислентерӗ Сипетлӗ ҫумӑр пек килсе, Хавшанине чӗртсе ӳстерӗ, Ҫӳле хӑпартӗ вӑй илсе?

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫӑвать-и ҫумӑр е пит шӑрӑх, Пуҫлать-и курӑкӗ ӗнме, Чуптарнӑ ӑйӑрне ҫул тӑрӑх, Вӗрентнӗ тӑрӑс чӗвенме.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӑхма сӑпай та вӑтанчӑк, хитрелӗхӳпе вара эсӗ ирхи сывлӑм тумламӗ пек, ҫумӑр шывӗпе ҫӑвӑннӑ— пиҫнӗ чие пек».

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Назибпа Зейнаб ун — сӑмахӗсене илтсен савӑнсах кайрӗҫ, вӗсем вырса пӑрахнӑ тырӑ ҫумӑр айне пуласран хӑранӑччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сана ҫумӑр кирлӗ — тин лартнӑ купӑстана шӑвармалла — унран ҫумӑр ыйтатӑн; сана пӗтӗм яла пӗлӗт таран ҫутатма ҫутӑ кирлӗ — ӑна ҫеҫ заявка паратӑн.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе кунран пӗрре ӑшӑ ҫумӑр ҫуса каять, типе пуҫланӑ ҫӗре ҫӗнӗрен нӳр парса, курӑка ӳсме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫлекенсен телейне, каҫхине ҫума пуҫланӑ ҫумӑр та чарӑнчӗ, ирхи апат тӗлне хӗвел пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвие паян кунӗ те раснах илемсӗр пек: ни ҫуллахи, ни кӗркуннехи кун мар, хӗвел пӗрре тухать, тепре каллех пӗлӗт айне пулать, халь-халь ҫумӑр ҫума пуҫлать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне вӑйлӑ ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑр Тутаркаса хӑйӗн пӗчӗк ҫеҫ машинипе райком секретарӗ вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем ҫак икӗ кун хушшинче хӑмла ҫырлине ҫӳрерӗҫ, мунча хутса кӗчӗҫ, килти ӗҫсене турӗҫ, паян вара, таврара нимӗнле ҫумӑр пӗлӗчӗ те ҫуккине кура, бригадирсем пырса каласса кӗтмесӗрех хире тухрӗҫ, Кӑтра Михала ҫумӑрлӑ кунсенче икӗ старикпе итем ҫинче ӗҫлерӗ, паянхи каҫ кӳлӗм ҫеҫ, мӗн пур ӗҫсенчен пушанса, кӗлтесем йӗпенсе выртмаҫҫӗ-и-ха тесе, хире кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ыран, хамӑр нормӑна тултарсан, Карачӑм, сан патна пырса ҫывӑрма хӳшӗ туса паратпӑр, унсӑрӑн сан ҫине ҫумӑр анма пултарать».

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илсе пӑхӑр-ха кӑҫалхи ӗҫсене: кӗлтесене хиртен ик эрне ытла турттартӑмӑр, ҫӗртме сухине ҫуррине те тӑваймарӑмӑр, ҫӗрулмине кӗрхи ҫумӑр витӗр кӑлартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Садри йывӑҫсем ун ҫине ҫумӑр тумламӗсем тӑкӑҫҫӗ, сӑмсана ҫӗмӗрт шӑрши, панулмин ытарайми шӑрши ҫапать, пит-куҫа нӳрлӗ ҫулҫӑ сӗртӗнет, йывӑҫсем, Карачӑм ҫинчен вӑрттӑн калаҫнӑ пек, пӑшӑлтатса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Йӑтӑнса анас-тӑк, ҫакӑнта чӗреслетсе ҫумӑр ҫумалла.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калаҫса тата шухӑшласа пыракан Ятман туйман та, ҫумӑр пелӗчӗ вӗсен хыҫнех ҫитнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫумӑр айне пулас мар, ав епле хупӑрласа килет.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӑршшӗпех ҫуран утнӑ пулсан, вӑл, тен, ҫумӑр айне пулнӑ та пулӗччӗ, анчах ун телейне часах ҫула май лав тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫумӑр пуҫланиччен тӑван килне ҫитсе ӳкме васкарӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ ӗнтӗ вӑл час-часах хӑйӗн хыҫнелле, ҫумӑр пӗлӗчӗсем йӑсӑрланса килекен еннелле пӑхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех