Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чун сăмах пирĕн базăра пур.
чун (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чун туртнипе каятӑн-и ӗнтӗ таҫта аякка е аҫу-аннӳ хушнипе кӑна качча тухатӑн?

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет хӑйне тепре мӑшкӑл кӑтартнӑ мӑрсапа кӗрешме мӗнрен пуҫлассине пӗлмерӗ-ха, анчах шухӑшӗпе вӑл ӑна этем хисепӗнчен кӑларса тӗнчери чи мӗскӗн ҫын, хаким патне тарҫа кӗме те тивӗҫлӗ мар кӗлмӗҫ чун туса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр чун пырса ан тухайтӑр пирӗн пата!

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чун сиснӗ пекех, виҫҫӗ хайларӑм тата.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пулать те ӑслӑ чӗр чун: катса та пӑхмасть, анчах выҫӑ мӑйӑра пӗр йӑнӑшмасӑр уйӑрса илет.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Стефания мӑнукӑм — пирӗншӗн чун уҫҫи.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗпе таврӑнтӑмӑр // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%88%d1% ... bca%d1%80/

Вӗрентекен - професси кӑна мар, чун туртӑмӗ те.

Учитель — это не просто профессия, это призвание.

Олег Николаев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/05/ole ... -uchitelya

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, хастар кӑмӑлпа чун ҫураҫулӑхне сунатӑп!

Желаю вам крепкого здоровья, счастья, бодрости духа, гармонии в душе!

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/01/ole ... lih-lyudej

Ушкӑна чун ыйтнипе килнӗ, илемлӗ тумтире хӑйсен укҫи-тенкипе ҫӗлеттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Кӑшт чарӑнсанах чун вырӑнта мар сирӗн.

Как только вы останавливаетесь, накатывает тревога.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чун киленӗҫӗ, савӑнӑҫ кӳрекен япаласем валли вӑхӑт уйӑрӑр.

Уделить больше времени своим увлечениям и хобби, а также всему тому, что приносит истинную радость.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку чун киленӗҫне те, ӗҫе те пырса тивет.

Это касается и хобби, и работы.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑр тӗлӗшпе кӑшт ӗҫлесен чун лӑпкӑлӑхне тупатӑр.

Поработайте немного над собой и сможете обрести душевное спокойствие.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вак-тӗвекшӗн пӑшӑрханма ан тӑрӑшӑр, чун лӑпкӑлӑхне упрӑр.

Постарайтесь не расстраиваться по мелочам и сохранять своё душевное спокойствие.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шалта чун вӗресе тӑни пултарулӑха кӑтартма пулӑшӗ.

Бурные эмоции, которые кипят внутри, могут оказать помощь в проявлении ваших изобретательских способностей.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чун киленӗҫӗпе аппаланма лайӑх вӑхӑт.

Хороший период, чтобы посвятить время своим интересам, хобби.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Утӑ уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче кӑмӑл ҫӗклентӗр тесе чун выртакан ӗҫсемпе ҫеҫ аппаланӑр.

С 9 по 11 июля занимайтесь исключительно приятными хлопотами, чтобы создать себе настроение.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ чун выртакан ӗҫсемпе ҫеҫ аппаланӑр.

Если заниматься делами сейчас, то только приятными.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратӑва иккӗмӗш плана куҫарса чун киленӗҫӗпе аппаланӑр.

Займитесь собственными интересами и хобби, отодвинув любовь на второй план.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хурлӑха ан путӑр, критикӑна чун ҫывӑхне ан илӗр.

Только не поддавайтесь унынию и старайтесь не реагировать на критику в свой адрес.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех