Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таран сăмах пирĕн базăра пур.
таран (тĕпĕ: таран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Техника туянма тухнин тӑкакне 40 процент таран патшалӑх саплаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Эпир пурте пӗрле кар тӑрсан, мӗн пултарнӑ таран пулӑшсан ҫеҫ тӑшмана тӗп тума, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Хура та пӗчӗкскер, вӑрӑм ҫӳҫӗ пилӗк таран сапаланса тӑрать, сӑнӗ вара — пукане пек чипер, урисем тӑпӑл-тӑпӑл…

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Шыв тӗпӗнчи шыв температури 23 °C таран ҫитет.

Температура воды на дне водоема достигает 23 °C.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши? // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6277.html

Антарктика енчен вӗрекен типӗ ҫилсен хӑвӑртлӑхӗ 320 км/сех таран ҫитет, вӗсене пула тусем ҫинчи юр вӗҫсе каять, сывлӑш юхӑмӗсем аяларах аннӑҫемӗн температура хӑпарма пуҫлать те пӗтӗм нӳрӗк пӑсланса пӗтет.

Сухие антарктические ветры, скорость которых достигает 320 км/ч, выметают с гор снежные заносы, и по мере снижения потоки воздуха начинают нагреваться и испарять всю влагу.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши? // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6277.html

Terran 1 хӑйӗн пӗрремӗш вӗҫевӗ вӑхӑтӗнче нимӗнле усӑллӑ япала илмен, анчах компанире каланӑ тӑрӑх ракета Ҫӗр чӑмӑрӗн аялти орбитине хӑйӗнпе пӗрле 1250 килограмм таран илме пултарать.

Terran 1 не несла полезной нагрузки во время своего первого полета, но в компании говорят, что ракета будет способна вывести на низкую околоземную орбиту до 1250 килограммов.

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракетӑна вӗҫтерсе янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34571.html

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракета тӳпене вӗҫсе хӑпарнӑ, анчах, шел пулин те вӑл орбита таран хӑпарайман.

Первая ракета, напечатанная на 3D-принтере, взлетела, но не достигла орбиты.

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракетӑна вӗҫтерсе янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34571.html

Вӑл 300 кг таять, авӑрличчен чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа 40 минут таран вӗҫме пултарать.

Он весит 300 кг и может летать с максимальной скоростью до 40 минут, прежде чем потребуется дозаправка.

Абу-Дабире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма вӗҫӗкен мотоцикл хута янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34551.html

«Эп те Ленин ячӗпе пурнӑҫӑмра, хам пултарнӑ таран, ӗҫ тума тӑрӑшӑп», — терӗм ӑшӑмра.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗсем те ура тупанӗ таран хура тумтирпе, пилӗкӗсенче ялтӑракан хура пиҫиххи.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл, хӗрлӗскер, ҫурри таран ҫӗре путнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халь хам пӗлнӗ таран сире пӗр ҫын ҫинчен каласа парам, — терӗ аппа, тенкел ҫинчен тӑрса.

Куҫарса пулӑш

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Акӑ ӗнтӗ кӑкӑр таран та путнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк кӑвакал чӗппи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл ача ҫӗтӗк кӗрӗкпе, йӗм пӗҫҫи ытти ачасенни пекех пакӑлчакӗ таран, анчах ун йӗмӗ, хӗрачасенни пек, шурӑ пиртен.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫелисса // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пуҫа шӑрӑх, анчах эпир те пилӗк таран юра путатпӑр, юр айӗнче чӗркуҫҫи таран шыв.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӑшӑ пултӑр тесе, чӳречисене ҫурри таран юр купаласа хупланӑ.

Куҫарса пулӑш

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Май пур таран, регион, федераци шайӗнче тӑрӑшакан массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансемпе тачӑ ҫыхӑнура яланах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Кра-а-анк? — пӗтӗм кӑкӑрне валт! сиктерсе, ҫӑварне мӗнпур таран карса, кранклатрӗ, ӑшри кӳренӗвне пушатрӗ «кайӑксен патши».

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Ял хутран-ситрен сысна нӑрхлатнипе, теме пула шуйхӑннӑ хур аҫи пырне «ҫурса» кикаклатнипе, ӑшӗ вӗҫнӗ чӑх какаланипе таткаланакан шӑплӑха хупӑннӑ: унта ҫулӗсен шучӗпе пуянланнӑ ватӑ-хытӑ, сывлӑх-кӗрлӗх тӗлӗшпе туя та хул ай таран кукӑрӑлнисем-пусӑрӑннисем, «ешӗл хунав» — вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча -ҫеҫ юлнӑ, пур вӑйпитти арҫынӗ-хӗрарӑмӗ, яшши-ҫамрӑкки уйра, вырмара.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Чи малтанах вӗсем, ҫаннисене чавса таран тавӑрса, мӑкалнӑ кӗреҫе, тӑхҫаланнӑ пуртӑсене хӑйрарӗҫ, кӗреҫе аврине ҫирӗплетрӗҫ, кӑтӑк-катӑк пӑчкӑ шӑлне сарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех