Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ман пирки ан йӗрӗр, ан кулянӑр, эпӗ вӑрман тискерӗн, тинӗс эсрелӗн керменӗнче пурӑнатӑп; эпӗ ӑна курмастӑп та илтместӗп те, вӑл мана шурӑ мрамор стена ҫине вутлӑ сӑмахсем ҫырса ҫеҫ кӑтартать; эпӗ мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех пӗлсе тӑрать, ҫав самантрах, пурне те туса парать, хӑйне вара вӑл ман хуҫа вырӑнне шутламасть, мана хуҫа пики вырӑнне хурать».

«Не плачьте обо мне, не горюйте, я живу во дворце у зверя лесного, чуда морского, как королевишна; самого его не вижу и не слышу, а пишет он ко мне на стене беломраморной словесами огненными; и знает он все, что у меня на мысли, и в ту же минуту все исполняет, и не хочет он называться господином моим, а меня называет госпожой своей».

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Хайхи хуҫа вӑрман тискерӗн, тинӗс эсрелӗн ҫӗррине пӗчӗк тимӗр ещӗкрен кӑларать те юратнӑ кӗҫӗн хӗрӗн сылтӑм качи пӳрнине тӑхӑнтарать, ҫав самантрах унӑн хӗрӗ пур пек япалисене илсе куҫран ҫухалать.

Вынимает он перстень зверя лесного, чуда морского, из ларца кованого, надевает перстень на правый мизинец меньшой, любимой дочери — и не стало ее в ту же минуточку со всеми ее пожитками.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Ҫав самантрах пӗр ҫумӑр пӗлӗтсӗр ҫиҫӗм ҫиҫет те аҫа ҫапать, ҫӗр кисренсе илет, купца умне, ҫӗр айӗнчен шӑтарса тухнӑ пек, ҫын тесен — ҫын мар, тискер кайӑк тесен — тискер кайӑк мар, анчах чӗре ҫурӑлмалла, темӗнле пысӑк та хӑрушӑ ҫӑмламасскер сиксе тухса тискер сасӑпа ҫухӑрса пӑрахать:

В ту же минуту, безо всяких туч, блеснула молния и ударил гром, инда земля зашаталася под ногами, — и вырос, как будто из земли, перед купцом зверь не зверь, человек не человек, а так какое-то чудище, страшное и мохнатое, и заревел он голосом диким:

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Пӗр самантрах, хӑй умӗнче ылтӑнран шӑратса тунӑ кравате курах каять, урисем унӑн ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, витти кӗмӗл, шерепине ахах пӗрчипе тӗрсе тухнӑ, ун ҫинчи акӑш мамӑкӗпе тултарнӑ тӳшек-минтерӗсем те ту пек купаланса тӑраҫҫӗ.

И видит, стоит перед ним кровать резная, из чистого золота, на ножках хрустальных, с пологом серебряным, с бахромою и кистями жемчужными; пуховик на ней как гора лежит, пуху мягкого, лебяжьего.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Ҫак самантрах картишӗнче хулӑн сасӑ илтӗнчӗ:

И в тот же момент во дворе раздался громкий голос:

XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑйӑр пӗр самантрах вырӑнӗнчен тапса сикрӗ те шкул картишӗ тӑрӑх ярӑнтарчӗ.

В следующий момент жеребец рванулся и понесся по площадке.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Аптраса ӳкнӗ Лю Гуй-лань кан ҫине мӑйӗпен ларчӗ, унӑн хаваслӑхӗ самантрах таҫта кайса ҫухалчӗ:

Озадаченная Лю Гуй-лань опустилась на кан, и вся ее веселость мигом исчезла:

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сунь лавҫӑ пӗр самантрах хӑйӗн пӗлӗшӗсем патне чупса ҫаврӑннӑ, вӗсенчен чылай япала пухса килнӗ: савӑт-сапа, хуран, шыв хумалли бак, лакпа сӑрланӑ хӗрлӗ сӗтел.

Возчик обегал всех своих приятелей и вскоре привез целый ворох вещей: посуду, котел для печи, бак для воды, красный лакированный столик, реквизированный у Хань Лао-лю.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Темпе тав туса пӗтермелле пулать ӗнтӗ ӑна — пӗлместӗп, — тулли кашӑка тути ҫывӑхне леҫе-лӗҫе васкаварланна хушӑра кӑшт шухӑша путанҫи курӑнчӗ те Андрей Васильевич, — питне-куҫне самантрах хӗлхемлӗ ӑшӑнчӑкпа ӑшӑтса та пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сулӑ, майӗпен чӳхенкелесе, кашни самантрах шунӑҫемӗн шуса пынӑ, — ҫакна кура Фома хӑйне темӗнле кӑмӑллӑн ачашлакан туйӑмпа чӳхеннӗ.

Он ощущал приятное, ласкавшее его чувство, видя, как плот тихо колеблется на воде и уходит от него с каждой секундой всё дальше.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫав сасӑсем патне чи малтан ача-пӑчасем чупса ҫитрӗҫ, унтан ҫитӗннисем пуҫтарӑнчӗҫ, — шкул картишӗ пӗр самантрах халӑхпа тулчӗ.

Первыми на эти звуки прибежали ребятишки, затем подошли взрослые, и школьная площадка мигом заполнилась народом.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халӑх ушкӑнӗ пӗр самантрах хурала стройран кӑларчӗ.

Толпа мигом смяла охранение.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Темиҫе ҫул хушшинче тулса пынӑ ҫилӗ ҫӗршер сасӑсемпе пӗр самантрах ҫӑл куҫӗ пек тапса тухрӗ.

Накопившаяся за долгие годы ненависть вдруг сразу прорвалась в истошном крике сотен голосов:

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мӗнпе те пулин кӑмӑллӑ пулсан, старик пичӗ ҫинчи пӗрӗнчӗкӗсене чӗтретсе кулнӑ, ун пек чух унӑн сӑн-пичӗ кашни самантрах улшӑнса тӑнӑ; типӗ, ҫӳхе тутисем чӗтрене-чӗтрене илнӗ, ҫӑварӗ хура шӑл тӗпӗсене йӗртерсе, тӑсӑлса, карӑнса кайнӑ, хӗрлӗ сухалӗ вут пек йӑлкӑшнӑ, кулли — тутӑхнӑ тӑпсасем чакӑтартнӑ пек сасӑланнӑ.

От смеха морщины старика дрожали, каждую секунду изменяя выражение лица; сухие и тонкие губы его прыгали, растягивались и обнажали черные обломки зубов, а рыжая бородка точно огнем пылала, и звук смеха был похож на визг ржавых петель.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сехет маятникӗ кашни самантрах футляр кантӑкӗ витӗр пӑха-пӑха илнӗ, вӑл, тӗксӗммӗн ҫуталса кайса, типӗ те ӗшенчӗк сасӑ парса, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла кӗре-кӗре пытаннӑ.

Огромный маятник каждую секунду выглядывал из-за стекла футляра часов и, тускло блеснув, с глухим, усталым звуком прятался то вправо, то влево.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫав самантрах вара унӑн ҫӗнӗ туйӑм, мӑнаҫлӑ арлӑх туйӑмӗ капланса килнӗ.

И тотчас же в нем явилось новое, мужественное чувство гордости собою.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Акӑ, ҫав самантрах, каҫхи хуралҫӑн шанкӑрми янӑраса кайнӑ, ача вара — хайхи шыв ҫийӗ чӗтренсе илнине, ун тӑрӑх, ӑна чӑпарлатса, ҫаврашка ҫутӑ пӑнчӑсем чупса кайнине кура пуҫланӑ…

Но вот раздается звук колотушки ночного сторожа, и мальчик видит, что поверхность воды вздрагивает, по ней, покрывая ее рябью, скачут круглые светлые шарики…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫӗрле кан ҫине выртатӑн та, пирӗн килте пӗр самантрах ҫулталӑкри тӑватӑ вӑхӑт та пӗрле пухӑннӑ тесе шутлатӑн: айра — ҫулла, ҫире — хӗлле, аяк ҫине ҫаврӑнатӑн та — март е август ҫитрӗ иккен тетӗн.

Ночью бывало заляжем мы на кане, и у нас сразу все четыре времени года получаются: снизу — лето, сверху — зима, повернешься боком — как будто март или август.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Манӑн шухӑшӑмсем самантрах татӑлчӗҫ.

Мои раздумья неожиданно были прерваны.

1. Савӑнӑҫлӑ Мускавра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тепӗр кун ирпе, самолета техникпа пӗрле тӗплӗн пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, боевой задание вӗҫсе кайма ҫеҫ хатӗрленнӗччӗ, мана самантрах команда пунктне чӗнтерчӗҫ.

На следующее утро, тщательно осмотрев самолёт вместе с техником, я уже собирался подняться в воздух для выполнения боевого задания, когда меня срочно вызвали на КП.

18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех