Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ те ҫав, — килӗшет унпа хӑна, — кун пек тутлӑ сысна ашне ку яхӑнта ҫисе курманччӗ.
Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.
Пӑши Павӑлӗ те пиҫенсемпе анраҫарӑксене унпа ӑмӑртмалла эхлетсех тӑпӑлтарать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Унпа пӗрлех ҫынсене хӑйсен пултарулӑх вӑй-халне туллин уҫса пама хавхалантаратӑр, вӗрентетӗр тата аталантаратӑр, вӗсене искусство илемӗпе киленме тата унӑн тарӑнлӑхне туйма пулӑшатӑр.
Олег Николаев Культура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/25/gla ... aet-c-dnem
— Тӑвӑр ҫӗленӗ кӗпе сцена ҫине тухса юрламалӑх ҫеҫ ҫав, — чӑтаймарӑм эпӗ, — унпа ларма ҫук, тӳрӗ утма кӑна вӑл.
Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.
Унпа пӗр уйӑх ытла кинотеатрсене, стадионсене, Атӑл хӗррине те парксене ҫӳрерӗмӗр.
Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.
Унпа усӑ курса сӑртлӑ, тикӗҫ мар вырӑнсенче шырав-ҫӑлав операцийӗсене ирттернӗ чухне ҫын пурнӑҫне ҫӑлма усӑ курӗҫ.
Абу-Дабире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма вӗҫӗкен мотоцикл хута янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34551.html
Унпа дистанци мелӗпех ӗҫлеме пулать.
Хӗрлӗ Чутай ачисем смартфон ҫинчи пускӑча пусса пыл пуҫтарӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34547.html
Пирӗн Минюк яланах мӗн те пулин каласа култарать е унпа мыскара пулать.
Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эпир унпа ҫыран хӗрринче хир чийи, нухӑт хушшинче ларатпӑр.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӑл пирӗн пата килсен Марине аппа унпа аванах калаҫать.
Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫатюк шкултан таврӑнсан, эпир унпа аслӑк ҫинче пуканелле вылятпӑр.
Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Тӗкӗрте хӑй пек мӑйракаллӑ качака путеккине курать, епле-ха чӑтӑн унпа вылямасӑр, вара ӑна мӑйракипе пырса чышать.
Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Эс мӗн, «пит ӑслӑскер», влаҫсене хирӗҫех чӗвен тӑрасшӑн мар пулӗ те тата? — Вӑл, полици костюмӗн пиншакне йӳле янӑскер, сылтӑм аллипе йӑпӑр-япӑр брюкин вӗче кӗсйи тӗлӗнче пытарнӑ пистолет кобурине ярса тытрӗ, пиҫиххи тӳмисенчен вӗҫертрӗ те (шалтан нимӗн те кӑлармарӗ), урипе тӑрӑст! тутарса, унпа «ҫӗнӗ преступлени ашшӗне» вӑнк тӗллерӗ:
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Пурӑнасса унпа тату пурӑнаттӑмӑрччӗ, ӗҫне те вӑл тивӗҫлипех тӑватчӗ, анчах унӑн чӗлхи пӑртак чараксӑртарахчӗ, ҫӑварӗ йӗркеллӗ хупӑнмасӑрах карӑлкалатчӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Пилӗк-ултӑ ҫул каяллах эпир унпа, «хӗрарӑм кӗтӳҫипе» (авланмасӑр, кӑмӑлне ютта чупсах, унтан-кунтан тивӗҫтернипех ӗмӗрлерӗ ӗмӗрне), телевизор юсакан ательере пӗрле йӑраланаттӑмӑр: вӑл диспетчерччӗ, эпӗ йӑтмарҫӑ пеккиччӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Анчах ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ ырӑ ҫынсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче ҫеҫ никӗсленсе, тытӑнса тӑрать, унпа ҫеҫ шӑварӑнса тӗрек пухать, ҫеҫкеленет.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Паллах, питӗ кӑсӑк пулнӑ ачасене пурнӑҫра пӗрремӗш хут хӑйсен аллипе вут кӑларма, унӑн асамлӑ илемне курма, унпа киленме.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Эпӗ унпа юнашар тӑрса ҫӗрулми-мӑйӑра раковинӑра юхакан шывпа тап-таса ҫуса тасатрӑм, ҫимӗҫе ҫӗҫӗпе икӗ пая пайласа ҫурмаран касрӑм, вара вӗсене Кӗркури тутин пиҫсе хӑмпӑланнӑ вырӑнне ҫыпӑҫтарса лартрӑм.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Чӑнах та, ҫутҫанталӑк панӑ ырлӑх-пурлӑха упрасси, унпа перекетлӗ усӑ курасси кашни этемӗн таса тивӗҫӗ мар-и вара?
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Эпӗ ӗнтӗ унпа, час-часах манпа культура паркӗсенче шашкӑ-шахмат вӑййисенче «тытӑҫаканскерпе», вуншар ҫул каяллах пӗр чӗлхеленнӗччӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.