Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑватӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малти ретсем ҫийӗнчех хыҫалтиленсе тӑватӑ уран упаленеҫҫӗ, чупакансен кӗлеткисен хушшинче хӑйсен пуҫӗсене страус евӗр пытарма ӑнтӑлаҫҫӗ.

Передние ряды, мгновенно став задними, поползли на карачках, пытаясь, подобно страусам, затолкать свои головы меж туловищами бегущих.

V. «Эпир ку». Арӑсланпа шакалсем. Арӑслансем мӗнрен хӑраҫҫӗ. Вӗҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Ку — тӑватӑ кӗтеслӗ цемент шыв утравӗ, унта ту ҫинчен пӑрлӑ шыв юхса кӗрет.

Это был четырехугольный цементный водоем, куда лился горный, ледяной ключ.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Лорх тӑватӑ уран тӑчӗ — сасӑ кӑларасран; тӗттӗмре буфет алӑкне пуҫӗпе хыпашласа тупас йӳтӗмпе тепӗр ҫур сехет ҫухатрӗ, ухтарчӗ те коньяк кӗленчине тупса ӗҫме пуҫларӗ.

Лорх опустился на четвереньки, чтобы не производить шума, полчаса потратил на то, чтобы нащупать головой, в темноте, дверцу буфета, отыскал и стал пить коньяк.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Унтанпа хыҫра — тӑватӑ эрне; ҫак тапхӑрта икӗ ҫын Аларгет тӳремлӗхне чыслӑн утса тухрӗ: пӳрт тӑрринчи шыв валакӗ тӗлӗнчен уйӑх ҫине пӑхакан уйӑхҫӑсен чӑтӑмлӑхӗпе, хӑюлӑхӗпе Нэф малта пырать.

Затем прошел месяц, в течение которого два человека пересекали Аларгетскую равнину с достоинством и упорством лунатиков, странствующих по желобу крыши, смотря на луну. Нэф шел впереди.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Тӑватӑ сехет тӗлнелле ӑна кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ пӑрахса хӑварчӗ.

К четырем часам его оставило мужество.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Унӑн килти вӗренӗвӗ — икӗ арестант тӳпи: вӗсенчен пӗри, мал-тан шкулта ӗҫленӗскер, тӗрмере тӑватӑ ҫул ирттернӗ; иккӗмӗшӗ, сахалрах вӑхӑта хупнӑскер, Ренене унӑн пурнӑҫӗн вун пиллӗкмӗшпе вун улттӑмӗш ҫулӗсенче уроксем панӑ.

Ее домашнее образование было делом двух арестантов, из которых один, бывший учитель, провел в тюрьме четыре года; второй, осужденный на более короткий срок, давал Рене уроки на пятнадцатом и шестнадцатом году ее жизни.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Палӑртнӑ тӳпемӗ вара -арестленӗскере камерӑран тухнӑ чухне кашнинчех тӑватӑ ҫынлӑ конвойпа сыхлама йышӑнни.

Венцом принятых мер было распоряжение сопровождать арестованного конвоем из четырех человек при всяком оставлении камеры.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

«Вун тӑватӑ фут», «Симӗс лампа» е «Намӑс юпи» йышши хайлавсем кирлӗ (сӑмахӑм ҫак кӗнекери калавсем пирки).

Нужны произведения типа «Четырнадцать футов», «Зеленая лампа» или «Позорный столб» (речь о рассказах из этой книги).

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

Вун тӑватӑ сехет ишнӗрен асаплансах-ӗшенсех ҫитнӗ Риттерпа Клаусон кимме пӑрӑсӑн малти пайӗпе хӑйӑр ҫине, чулсен хушшине, аран-аран сӗтӗрсе кӑларчӗҫ, шыв чакнӑ чух юхса каясран — хускалми чулран ҫирӗппӗн ҫыхса хучӗҫ.

Измученные четырнадцатичасовой греблей Риттер и Клаусон с трудом втащили суденышко передней частью киля на песок, между камней и накрепко привязали к камню, чтобы шлюпку не отнесло отливом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Марта Смита симӗс пурҫӑнран ҫӗленӗ питех те капӑр-селӗм хутаҫ парнелерӗ; ун ҫине сарӑ ҫиппе икӗ сӑмах тӗрлесе хунӑ: «Тӑватӑ гинея».

И Марта подала Смиту прехорошенький мешочек из зеленого шелка, на котором были вышиты желтыми нитками слова: «Четыре гинеи».

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

— Каҫар мана, — терӗ Смит, — Гарт сана валли тӑватӑ гинея панӑччӗ, пӗрре мар.

— Прости меня, — сказал Смит, — Гарт послал тебе четыре гинеи, а не одну.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Гарт укҫине вӑл яланах тӗплӗ упрать, ку ҫеҫ те мар — тӑватӑ гинейӑна хӑйӗн укҫинчен уйрӑм тытать.

Все время он бережно хранил деньги Гарта и даже держал их отдельно от своих денег.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Калама та намӑс: килтен тухса кайнӑранпа тӑватӑ ҫул хушшинче эпӗ ун патне пӗр фартинг та яман.

Стыдно сказать, но за четыре года отсутствия я не послал ей ни одного фартинга.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Эпир санпа пӗрле ултӑ ҫул ишрӗмӗр, лайӑххине те, япӑххине те нумай куртӑмӑр, ҫавӑнпа та, ырӑ пулса, арчана — япаласемпе — тата юлашки шалӑвӑма — тӑватӑ гинея — манӑн арӑма Мартӑна парсам ишсе ҫитсен.

Мы плавали с тобой вместе шесть лет, видели много хорошего и плохого, а потому, будь добр, передай моей жене Марте мой сундук с вещами и мое последнее жалованье, четыре гинеи.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Анчах манӑн малтан ӑнлантарса памаллах: ҫул ҫӳрес вӑйлӑ туртӑм мана ҫӗр тавра тӑватӑ хут ишсе ҫаврӑнма илӗртрӗ; ҫаврӑнса килсен, ҫакӑнсӑр пуҫне, вӑйӑҫӑн юмартлӑхӗпе тенӗ пек, уйрӑммӑн, тӗрлӗ вӑхӑтра, Австралие, Полинезие, Индие тата Тибета ҫитсе куртӑм.

Но прежде я должен объяснить, что страсть к путешествиям вовлекла меня в четыре кругосветные рейса; совершив их, я с простодушием игрока посетил, еще кроме того, отдельно, в разное время — Австралию, Полинезию, Индию и Тибет.

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Ҫак самантра тӑватӑ капитан пӗр-пӗрин ҫине тирӗнчӗ, вӗсен куҫӗсем пӗрлешнӗ ҫӗрте, витӗрех ҫунса хытман пулсан, шуйттан хӑй те — вут-ҫулӑмпа инкек-синкек ашшӗ — чӑтса ларма хал ҫитерейместчӗ-тӗр.

Тут четыре капитана наших обменялись взглядами, на точке скрещения которых не усидел бы, не будучи прожженным насквозь, даже сам дьявол, папа огня и мук.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ҫав пичкесем арканаҫҫӗ те — тӑватӑ тонна пыл шӑтӑка ҫирӗп пластырь пек хупласа ҫыпӑҫтарать, карап пачах та сиенленмест.

Бочонки эти лопнули, и тонны четыре меда задраили дыру таким пластырем, что обшивка даже не проломилась.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Шӑпах эпир хамӑрӑн калавӑмӑра пуҫланӑ самантра «Инкек, тасал» хӑна ҫурчӗн ҫӳлти хутӗнче, чӳрече умӗнче, — унтан Лисс гаванӗ ҫав тери хитре курӑнать, — тӑватӑ ҫын ларать.

В тот момент как начался наш рассказ, за столом гостиницы «Унеси горе», в верхнем этаже, пред окном, из которого картинно была видна гавань Лисса, сидели четыре человека.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ҫула ҫитнӗ вун тӑватӑ ача, куҫӗсене хӑрушла вылята-вылята, вӑрттӑн сӗмпе ӳсӗркелесе тинӗс хурахӗсен паллисем ҫинчен, шурӑ эрех тултарнӑ ылханлӑ пичке ҫул ҫӳревӗпе сиренӑсен пулӑ шӑрши ҫинчен, шыв айӗнчи ылтӑн муклашкисем тултарнӑ ҫӗр хӑвӑлӗ пирки пӗр-пӗрне кала-кала кӑтартрӗҫ.

Четырнадцать взрослых ребят, делая страшные глаза и таинственно кашляя, рассказывали друг другу о приметах пиратов, о странствиях проклятой бочки с водкой, рыбьем запахе сирен, подводном гроте, полном золотых слитков.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ӗлккен ҫак капӑрлӑх Гнор тӗлӗшпе — ӗҫлӗ ҫын кантурӗ ҫине «Талӑкра ҫирӗм тӑватӑ сехет» тесе ҫырса хунӑ евӗрех.

Ее солидная роскошь по отношению к нему была чем-то вроде надписи, вывешенной над конторкой дельца: «сутки имеют двадцать четыре часа».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех