Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], Синай пушхирӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗн мӗнпур арҫыннине вӗсен йӑхӗсем тӑрӑх, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, вӗсен ячӗсем тӑрӑх йӑлтах шутласа тухӑр: 3. Израилӗн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм ҫыннине — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — хӑйсен ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухӑр, Ааронпа иксӗр шутласа тухӑр; 4. сирӗнпе пӗрле кашни йӑхран пӗрер ҫын, хӑй йӑхӗнче пуҫ пулса тӑраканскер, пулмалла.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫа уявӗсем ҫаксем ӗнтӗ: ҫав уявсенче сӑваплӑ пуху чӗнсе пуҫтарса Ҫӳлхуҫана парнесем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тырӑ-пулӑ парни, пуснӑ парнесем, юхтармалли парнесем — кӳмелле, кашни кунӗнче хӑйӗн парнисене кӳмелле, 38. сирӗн ҫак парнесене Ҫӳлхуҫа шӑматкунӗ кӳрекен парнесем ҫумне, хӑвӑр парнӗрсем, сӑмах панипе, тимлӗ пулнипе кӳрекен парнӗрсем ҫумне хушса памалла.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Чулӗсем Израиль ывӑлӗсен ячӗсен шучӗ чухлӗ пулнӑ: вӗсен ячӗсен шучӗ тӑрӑх, вӗсем вуниккӗ пулнӑ, кашни чулӗ ҫине пӗр ятне пичет ҫине каснӑ пек касса ҫырнӑ, вуникӗ йӑхшӑн ҫапла тунӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур япалине тумашкӑн усӑ курнӑ пӗтӗм ылтӑн — парнелӗх илсе пынӑ ылтӑн — таса сикль виҫипе шутласассӑн, мӗнпурӗ ҫирӗм тӑхӑр талант та ҫичҫӗр вӑтӑр сикль пулнӑ; 25. халӑхӑн шута кӗнӗ ҫыннисенчен илнӗ кӗмӗл, таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр талант та пин те ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк сикль пулнӑ; 26. апла ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын шутне, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисен шутне, кӗнӗ кашни ҫын, таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫур сикль панӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енӗ валли ҫавӑн пек пӑрӑссем ҫирӗм тунӑ, 24. ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ чӗмек валли икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ чӗмек валли икӗ тӗп тунӑ; 25. кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енӗ валли те, ҫурҫӗр енӗ валли, ҫирӗм пӑрӑс, 26. хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ тӗп; 27. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс тунӑ, 28. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗ валли икӗ пӑрӑс тунӑ; 29. вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ: вӗсене иккӗшне те икӗ кӗтесе ҫапла туса лартнӑ; 30. ҫапла сакӑр пӑрӑс, вунултӑ кӗмӗл тӗп пулнӑ, кашни пӑрӑс айне икшер тӗп.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Моисей тапӑр тулашне, тапӑртан аякра, хӑй валли чатӑр лартнӑ, вӑл ӑна пуху чатӑрӗ тенӗ; Ҫӳлхуҫана шыракан кашни ҫынах тапӑр тулашӗнче ларакан пуху чатӑрне пынӑ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. асту, Эпӗ Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа лартатӑп; 3. Эпӗ ӑна Турӑ Сывлӑшӗ патӑм, ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх патӑм, 4. ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, [сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] япаласем тума, 5. харшана лартмалли чулсем касма, тӗрлӗ ӗҫ валли йывӑҫ каскалама вӗрентрӗм; 6. акӑ Эпӗ ӑна хӑйне пулӑшса тӑмашкӑн Аголиава — Дан йӑхӗн ҫыннине, Ахисамах ывӑлне — паратӑп, кашни ӑслӑ ҫын чӗрине ӑслӑлӑх хывӑп, вӗсем Эпӗ сана мӗн хушнине пурне те туса ҫитерччӗр: 7. пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн хупӑлчине, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, 8. сӗтелпе унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 9. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 10. Аарон священникӑн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тата сӑваплӑ тумтирне, унӑн ывӑлӗсенӗн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне, 11. сӗрмелли ҫӑва, сӑваплӑ пӳлӗмре ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине — вӗсем пурне те Эпӗ сана хушнӑ пек тӑвӗҫ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13. шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14. шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15. хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16. Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун ҫинче Аарон ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрӗ; кашни ир, лампадӑсем хатӗрленӗ чухне, вӑл ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ; 8. каҫхине лампадӑсем ҫутнӑ чухне те Аарон ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ: Ҫӳлхуҫа умӗнче яланах сыпӑкран сыпӑка ҫапла тӗтӗрсе тӑрӑр.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Улттӑмӗш кунне вара ҫав ҫӑкӑра икӗ хут ытларах, кашни ҫын пуҫне икшер гомор, пухнӑ.22. В шестой же день собрали хлеба вдвое, по два гомора на каждого.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кайран хӑвӑн ывӑлу санран: ку мӗн? тесе ыйтсассӑн, ӑна кала: Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ; 15. фараон пире ярасшӑн мар пулса кутӑнланса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫамӑр Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене пурне те — ҫынсен малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа малтанхи выльӑх таранчченех — вӗлерсе тухрӗ, ҫавӑнпа эпӗ вар уҫса ҫуралаканнисене, арсене, пурне те Ҫӳлхуҫана парне кӳретӗп, кашни малтанхи ывӑлӑма тӳлесе илетӗп; 16. ҫакӑ санӑн аллу ҫинчи карт пултӑр, ҫамкуна ҫыхмалли хӑю вырӑнне пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, те, тенӗ.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана Ханаан ҫӗрне — сана тата санӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ӑна сана парсассӑн, 12. вар уҫса ҫуралнӑ [арсене] пурне те Ҫӳлхуҫана уйӑрса пар; санӑн мӗнле выльӑх-чӗрлӗх пулать, ҫавсен хушшинчи малтанхи ар выльӑха та Ҫӳлхуҫана [халалла], 13. [вар] уҫса тухакан кашни ашак вырӑнне путек пар; эхер те улӑштармастӑн пулсассӑн, ӑна тӳлесе ил; хӑвӑн ывӑлусене те, малтан ҫуралнисене, тӳлесе ил.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӗрле фараон хӑй те, унӑн пур чури те, пӗтӗм Египет та вӑраннӑ; [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн кашни ҫуртра виле выртнӑ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль [ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхне калӑр: ҫак уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче кашни кил-йыш пӗр путек суйласа илтӗр, кил-йыш пуҫне пӗрер путек илӗр; 4. эхер те килӗ-йышӗ ытла пӗчӗк пулсассӑн, путекне ҫисе яраймасть пулсассӑн, хӑйӗн ҫывӑх кӳршипе пӗрлешсе, ҫын шутне кура илтӗр: кашнийӗ мӗн чухлӗ ҫиессе шайласа путек илӗр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Египет ҫыннисен куҫӗ умӗнче ҫак халӑха ырӑлӑх парӑп; кайнӑ чухне эсир пушӑ алӑпа тухса каймӑр: 22. кашни хӗрарӑм хӑйӗн кӳршӗ арӑмӗнчен тата унӑн килӗнче пурӑнакан арӑмран кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтир ыйтса илӗ, вӗсемпе эсир хӑвӑрӑн ывӑлӑрсене те, хӗрӗрсене те капӑрлантарӑр, ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайӑр, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иосиф хӑйӗн ашшӗне, тӑванӗсене, ашшӗн пӗтӗм кил-йышне — кашни кил-йыша мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫав таран — тырӑ парса тӑнӑ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Египет ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул хушши [ӑнса] пулнӑ тӗрлӗ тырпула Иосиф пухсах пынӑ, тырра хуласене пухса хунӑ; кашни хулана ун таврашӗнчи хирсенчен тырӑ пухса хунӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кашни кӗтӗвне уйрӑм уйӑрса хӑйӗн чурисен аллине панӑ та чурисене каланӑ: ман умран пырӑр, кӗтӳпе кӗтӳ хушшине хушӑ хӑварӑр, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ Ноя татах каланӑ: Манпа ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни чӗрчун хушшине хывнӑ халал палли ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; 15. вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.