Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ку ытла та мухтавлӑран лешӗ, пӗр вӑхӑта анчах мухтавлӑ пулнӑскер, мухтавлӑ пек те туйӑнмасть.
2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ Турӑ тивлечӗпе ҫеҫ ҫакӑн пек пулса тӑтӑм; Унӑн тивлечӗ манра сая каймарӗ, эпӗ вӗсенчен пуринчен те ытла ӗҫлерӗм: эпӗ мар ӗнтӗ, Турӑ тивлечӗ манпа пӗрлеччӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ сире чӑн малтан акӑ ҫакна, хама пӗлтернине, каласа патӑм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилнӗ, 4. Ӑна ӗнтӗ пытарнӑ, Ҫырура каланӑ пек, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ, 5. Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ; 6. унтан пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ, вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ; 7. унтан Иакова, ҫавӑн пекех тата пур апостола та курӑннӑ; 8. пуринчен кайран мана та, тивӗҫсӗрскере, курӑнчӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ӗнтӗ эсир те, Сывлӑш хастарӗсене чунтан-вартан илесшӗн пулса, пуринчен ытла ӗненекенсене тӗреклӗлентерекен хастарсене тупма тӑрӑшӑр.12. Так и вы, ревнуя о дарах духовных, старайтесь обогатиться ими к назиданию церкви.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсир куракан асап этем тӳсмелӗх анчах; Турӑ шанчӑклӑ; Вӑл сире вӑйӑр ҫитнинчен ытла сӑнамӗ, сӑнанӑ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пур тӗлӗшпе те маларах, пуринчен ытла акӑ мӗн: вӗсене Турӑ сӑмахне шанса панӑ.2. Великое преимущество во всех отношениях, а наипаче в том, что им вверено слово Божие.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пуринчен ытла ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче хӑйсен ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн ҫӳрекен намӑссӑр мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ те 4. ҫапла калӗҫ: «Вӑл килме пулнӑччӗ — ӑҫта Вӑл?
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пирӗн тата пророксенӗн чӑн сӑмахӗ пур; эсир ҫав сӑмаха ҫутаткӑҫ вырӑнне — кун ҫутӑлса киличчен, хӑвӑр чӗрӗрте шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ тухиччен тӗттӗм ҫӗрте ҫутатса ларакан ҫутаткӑҫ вырӑнне — хурса аван тӑватӑр; 20. пуринчен ытла эсир Ҫырури малашнехине пӗлтерсе каланӑ сӑмахсене нихӑшне те хӑвӑр тӗллӗн ӑнласа илес ҫуккине пӗлсе тӑрӑр.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пуринчен ытла пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса пурӑнӑр: юратни нумай ҫылӑха каҫарать.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй тӑванӑмсем, пуринчен ытла тӳпепе ҫӗре асӑнса тупа ан тӑвӑр, мӗне те пулин урӑххине асӑнса та тупа ан тӑвӑр; айӑпа юлас мар тесен, сирӗн «ҫапла, ҫапла», «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсир ҫӗр ҫинче ытла та сарӑлса, киленсе пурӑнтӑр; пусма хатӗрленӗ пек, чӗрӗре самӑрлатса ятӑр.5. Вы роскошествовали на земле и наслаждались; напитали сердца ваши, как бы на день заклания.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Агриппа Павела каланӑ: эсӗ мана ытла та хӑвӑрт христиан туса ярасшӑн-ҫке, тенӗ.28. Агриппа сказал Павлу: ты немного не убеждаешь меня сделаться Христианином.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эсӗ ху та пӗлме пултаратӑн: эпӗ Иерусалима Турра пуҫҫапма килни вуникӗ кунран та ытла мар-ха.11. Ты можешь узнать, что не более двенадцати дней тому, как я пришел в Иерусалим для поклонения.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсӗ вӗсене ан итле: вӗсем хӗрӗх ҫын ытла Павела сыхласа тӑраҫҫӗ, вӗсем «Павела вӗлериччен ҫиместпӗр те, ӗҫместпӗр те» тесе тупа тунӑ; вӗсем ӗнтӗ хатӗр, эсӗ хушасса анчах кӗтсе тӑраҫҫӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла тупа тӑвакансем хӗрӗхӗн ытла пулнӑ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫавӑн чухне пурте питӗ хытӑ йӗчӗҫ, Павела мӑйӗнчен ытала-ытала илсе чуптурӗҫ; 38. пуринчен ытла вӗсем хӑйсене «эсир ман сӑнӑма урӑх курас ҫук» тенӗрен хуйхӑрчӗҫ.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Афинӑ ҫыннисем те, вӗсем патӗнче пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисем те пурте хӑйсен вӑхӑтне пуринчен ытла мӗн те пулин ҫӗнни ҫинчен калаҫса-итлесе ирттерме кӑмӑлланӑ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Закхей тӑнӑ та Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ ӗнтӗ хамӑн пурлӑхӑмӑн ҫуррине чухӑнсене парӑп, тата кама та пулин мӗнле те пулин кӳрентернӗ пулсассӑн, ӑна тӑватӑ хут ытла тавӑрса парӑп, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сире, Хамӑн тусӑмсене, калатӑп: ӳте вӗлерекеннисенчен, унтан ытла нимӗн те тума пултарайманнисенчен ан хӑрӑр; 5. акӑ камран хӑрамаллине каласа парам сире: камӑн вӗлерсен тамӑка пӑрахма ирӗкӗ пур, ҫавӑнтан хӑрӑр; чӑн калатӑп сире, ҫавӑнтан хӑрӑр.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни иртсе пынӑ, суранланнӑ ҫын тӗлне ҫитсессӗн, ӑна курсассӑн, вӑл ӑна хӗрхеннӗ; 34. вара ун патне пырса суранӗсене эрехпе ҫу сӗрсе ҫыхнӑ та ӑна хӑй ашакӗ ҫине лартса хӑна килне илсе ҫитернӗ; унта та тӑрӑшнӑ уншӑн; 35. тепӗр кунне, унтан кайнӑ чухне, вӑл хӑна килӗ хуҫине икӗ динари кӑларса панӑ та: «тӑрӑш-ха уншӑн; ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп» тенӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.