Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗнпе кӗрешме унӑн вӑй ҫителӗксӗр, — вӑл Стеллӑна аллинчен ярса тытрӗ, васкаса чуп турӗ те вӗҫертрӗ.

Борьба с собой была выше его сил — он взял руку Стеллы, быстро поцеловал ее и отпустил.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

«Шӑмпӑр-р!» — турӗ шыв сирпӗнсе.

— Бу-бух! — всплескивая, сказала вода.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫавӑнтах тата чӗре тунсӑхлӑн йӑшӑл! турӗ те хытӑраххӑн тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани унӑн аллине тытрӗ, вӑйсӑрланнипе кӑшт кӑна сисӗнмелле чӑмӑртаса, йӑл кулам пек турӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унччен те пулмарӗ, хыҫалта темскер чӑштӑр-чаштӑр турӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳртре темскер кӗмсӗр-кемсӗр турӗ, ахӑртнех, утарҫӑ ырӑ мара сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин унпа сӑмахсӑрах килӗшрӗ, ӑна хулран пӑчӑртаса тав турӗ те малалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗс турӗ вӑл ывӑлне, Хӗлимуна, вӗренме ярса, эй-эй, тӗрӗс турӗ

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Тен, — йӑшӑлл! турӗ пӗчӗк шанчӑк, — Сӑпани вуҫех те тӑшман мар, тен, вӑл та Крапивин ыйтнипе килсе ҫакланнӑ кунта?»

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чӑнах-и? — пушшех тӗлӗннӗ пек турӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр татӑк персе парсан, вӑл ӑна сывлӑшрах хыпрӗ ӗнтӗ, унтан Сӑпани патне пырса, ун уринчен ачашшӑн сӗртӗнсе тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темскер кӗмсӗрт-кӗмсӗрт! турӗ урайӗнче, унтан, ахлатса, чӑнахах упа евӗр пӑлатна арҫын майӗпен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак шухӑш пуҫра йӑшӑл турӗ кӑна, самантрах чун, юлашки вӑхӑтра пусахласа пурӑннӑ йывӑрлӑхран ҫӑлӑнӑҫ тупнӑ пек, лӑшах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла чылай калаҫса ларатчӗҫ-ши вӗсем — калинкке шашулкки шакӑрт! турӗ те урамран картишне…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи хӗр турткаланса тӑчӗ-тӑчӗ те, карӑнтарнӑ хӗлӗх пек ярт тӳрленсе, Хӗлимун умне тухрӗ, сулахай ал тупанне пилӗк ҫине хурса, акӑш евӗр тикӗссӗн пӗр ҫаврӑм турӗ, унтан, аллисене ылмаштарса, пӗр вырӑнта каллӗ-маллӗ ҫаврӑнчӗ те ҫамрӑксем хушшине вӗлт кӗрсе пытанчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗррех сиксе тухрӗ те Хӗлимун ушкӑн варрине — никам сиссе юличчен кӑлтӑрмач пек вӗлтӗр! ҫаврӑнса илчӗ, унтан, ик аллине те сылтӑм алла тӑсса, ҫамрӑксен умӗпе хӗвеле хирӗҫ пӗр ҫаврӑм турӗ, хӗрринерех тӑракан хӗр умне ура пырса тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыттисене кура, Телегин та сӗнкме тытӑнам пек турӗ, ҫапах, хӑйшӗн нимӗнле хӑрушлӑх ҫуккине ӗненсе ҫитсен те, куҫ айӗн сӑнама пӑрахмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Карт! турӗ Телегин чӗри.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— А-э-э, этемми пирӗнпе пӗрле ҫӳресшӗн-и? — тин тавҫӑрса илнӗ пек турӗ Йысна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урапа тӑнкӑр-танкӑр турӗ, ӑша антарас пек силлерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех