Шырав
Шырав ĕçĕ:
Присяга йышӑнсан вара сирӗн ҫине чӑн-чӑн совет воинӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пуҫлаҫҫӗ.— Примете присягу, тогда уж на вас как на настоящих советских воинов смотреть будут…
2. Ҫар ҫыннисем пултӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Анне ман ҫине ҫаплах пӗчӗк ача ҫине пӑхнӑ пекех пӑхать.
1. Ӑҫта каймалла? // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Халӗ, нумай ҫулсем иртнӗ хыҫҫӑн, ун чухне, ҫыранӗсенчен тухса сарӑлнӑ Десна юханшывӗ хӗрринче эпӗ хам чӑтӑмлӑха пирвайхи хут сӑнаса пӑхнӑ пек туйӑнать.
10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сирӗн ҫине, урӑх тӗнчерен килнӗ ҫынсем ҫине пӑхнӑ пек, тӗлӗнсе пӑхакан ҫав лӑпкӑ та илемлӗ ҫынсем чӗнес мар тесе тупа тунӑ тейӗн ҫав.
Пакистан ялӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӗсем бассейн стени урлӑ уртӑнса пӑхнӑ та ҫак авалхи бассейнра те ҫывӑрса, те тарӑн шухӑша кайса выртакан крокодилсене курнӑ.
Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Анчах, пӗр виҫӗ хут ӗмсе пӑхнӑ хыҫҫӑнах: — Ха, чӑн та лайӑх-ҫке, питӗ аван сигарета, американецсеннинчен те лайӑхрах! — тет тӗлӗнсе.
Сигарета пачки // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
— Акӑ ӑҫта пӑхнӑ эпир, Семен Васильевич, — терӗм эпӗ пӳрнепе карта ҫинче Атӑлпа Дон хушшине тӗллесе кӑтартса.
Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Серёжа Тюленин малтан ҫавӑнта кайса пӑхнӑ та ҫав тери хӗпӗртесе таврӑнчӗ:
Хӗҫ-пӑшал! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Темсем хушшинче, йывӑҫсем айӗнче, тункатасем тавра — ӑҫта пӑхнӑ унта партизансем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса тӑнӑ та тӗрлӗ системӑллӑ оружипе паллашаҫҫӗ, ӑна сӳтсе тӑкма, пухма вӗренеҫҫӗ, пулеметӑн е автоматӑн уйрӑм пайӗсем епле ӗҫленине тӗпчесе пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӑл кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те, хӑйӗн юлташӗсемпе калаҫса пӑхнӑ хыҫҫӑн, ман шухӑшпа килӗшрӗ.
Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫитменнине колхозниксем те пирӗн ҫине хӑйсен чи шанчӑклӑ хӳтлевҫи ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ.
Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир, сӑмахран, акӑ епле хыпар пӗлтӗмӗр; ӑнӑҫсӑр наступленирен тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн нимӗҫсем хӑйсен пӗтнӗ танкисчӗсен кӗлеткисене те пулин илсе тухас шутпа предательсене хӑйсем майлӑ ҫавӑрса, вӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма пикенсе пӑхнӑ.
Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Унчченхи пекех юрӑсем юрланӑ, камера урайне ҫунӑ, чирлӗ юлташӗсене пӑхнӑ, темӗн те пӗр кала-кала панӑ.
Сӑнчӑрсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Хӗвел ҫаплах-ха хӗртсе пӑхнӑ, ҫанталӑкӗ питӗ аван, ӑшӑ тӑнӑ, тӳпе кӑн-кӑвак пулнӑ, урамсенче тем чухлӗ халӑх хӗвӗшсе ҫӳренӗ.
Кустӑрмаллӑ тӗрме // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Чӑтма ҫук ҫилленсе, чун-чӗререн кураймасӑр пӑхнӑ вӑл ун ҫине, надзиратель вӑл пӑхнине чӑтса тӑрайман, шӑпӑртах пулнӑ.В выражении его глаз было столько гнева и презрения, что надзиратель вдруг замолчал.
Шыв, швабра тата лампа // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Дзержинский ун ҫине шӑтарасла, куҫне вӗҫертмесӗр пӑхнӑ.Дзержинский смотрел на него в упор, не отрываясь ни на секунду.
Шыв, швабра тата лампа // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Матрос пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ.
Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Хӗвел хӗртсе пӑхнӑ.
Уҫӑлса ҫӳреме тухсан // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Дзержинский начальник ҫине пӗр хӑрамасӑр пӑхнӑ, путса кӗнӗ питҫӑмартийӗсем ун хӗрелсе кайнӑ.Глаза Дзержинского смотрели бесстрашно, румянец покрыл впалые щеки.
Уҫӑлса ҫӳреме тухсан // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Тӗрме начальникӗ шурса кайнӑ сӑн-питлӗ Дзержинский ҫинелле пӑхнӑ.Вдруг глаза начальника остановились на бледном лице Дзержинского.
Уҫӑлса ҫӳреме тухсан // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.