Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раман халӗ хӗрарӑмӑн кӑтралатнӑ ҫӳҫне кӑна мар, шӗвӗртерех сӑмсине те, путарах панӑ куҫне те, ҫӳхерех тутине те аван уйӑрать, шап-шурӑ шӑлӗсене курать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӳршӗсем тем элеклесе панӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ халӗ ӑна ун чухне юрату ҫырӑвӗсене каялла персе панӑ хӗр мӑйран ыталаса чуптӑвать…

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӑнакка сан ҫинчен аннене каласа панӑ, сан ҫырӑвусене вуланӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сятров Кавӗрли Палюка мӗнле пулӑшнине те, хурахсем Юман Йӑкӑнатне мӗнле вӗлернине те тӗплӗн каласа панӑ, тет, «Эпӗ пӗрре те пемен ӑна ун чух. Утаманӑн ҫывӑх тусӗ, лаша вӑрри Ишмулла, юман хыҫӗнчен персе амантрӗ, вӑлах юман ҫумне ҫыхтарчӗ», — тенӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мастер Хӗлимун тултарса панӑ куркана тытрӗ, юман кутне ҫуррине яхӑн тӑкса, сӑрана майӗпен ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Следстви пухнӑ материала Шупашкарти Ленин районӗн судне ярса панӑ.

Собранные следственными органами материалы были направлены в Ленинский районный суд г. Чебоксар.

Суя справка тӑратса 3 ҫул ача-пӑча пособийӗ илсе тӑнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36778.html

«Ача вӗлерекене» ҫӗнӗ срок – «ҫирӗм пилӗк ҫул ҫыру ҫӳретмесӗр» виҫсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пурнӑҫ, сан шутупа, мӗншӗн панӑ ҫынсене?

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Мӗншӗн-ха вӑл, пролетариат ертӳҫи, ҫак усал лаша тухтӑрӗсене — энкеведешниксене вӑрӑ-хурахла, рульпе парӑссӑр ертсе пыма ирӗк панӑ?..

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Чӑнах та революцие авантюристсем тӑваҫҫӗ-и? — ҫӗрмӗш хут хӑйне хӑй ҫак ыйтӑва панӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ акӑ ывӑлӗсене те повестка панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Толикпе пӗрле тата вӑтӑр ултӑ ачана повестка панӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Телеграфистка ҫак пӗлтерӗве Хусана ярса панӑ хыҫҫӑн ҫур сехетрен вӑл унтан хурав илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Кӗрпекленсе ҫитнӗ ранеткӑсем пек», — теме юратать вӑл, панулми ҫӗрӗкӗпе — кӗсенпе чирленӗскер, хӗрарӑмсемпе пулса иртнӗ историсем ҫинчен каласа панӑ чухне.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Абортсене «Ваҫиле пек» тесе ят панӑ сирӗн ялта.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫитменнине аслине — Ҫтуппана та салтака кайма повестка панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла ят панӑ ялта вӑрттӑн юхтаракан хаяр шӗвеке.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тырӑ панӑ — вӑрҫӑшӑн, паранкӑ типӗтнӗ — вӑрҫӑшӑн, сухари типӗтнӗ — вӑрҫа кӗтсе.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюша вӑрҫа ӑсатни тата «вилӗм хучӗ» килни, Толике повестка панӑ асаилӳсен хӑрушӑ хумӗ кӑлтӑртатса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех