Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памалла (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак проект тӑрӑх, акӑлчансен Мурманскри тата Кольски ҫурутраври ҫӗрсене тара илмелле, ҫакӑнта шыраса тупнӑ минераллӑ пуянлӑхсене кӑларма тытӑнмалла, ӑна чугун ҫулсене чи йӳнӗ хакпа сутӑн илме, пулӑ тытма, хӑма ҫуракан заводсем лартма, юханшывсем ҫинчи шарлак вырӑнсемпе шывсиккисем ҫинче электричество станцийӗсем туса лартма правасем памалла.

Проект предусматривал аренду земли в Мурманске и на Кольском полуострове, разработку найденных минеральных богатств, право покупки железных дорог по минимальной цене, право на рыбные ловли, на постройку лесопильных заводов, на установку, электрических станций при порогах и водопадах.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эпӗ тата урӑххине те пӗлетӗп: Мудьюг утравӗ ҫинче кашни ҫынна кунне тӑватшар галета памалла, анчах яланах мӗншӗн те пулин штрафлаҫҫӗ те, икшер галета кӑна лекет…

— Знаю я и то: на Мудьюге заключенным положено получать по четыре галеты на брата, да всегда за щось таке штрафуют, и они получают по две.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вологдӑна ҫар, чаҫӗсем ярасси ҫинчен калаҫнӑ, ҫак ҫар чаҫӗсен ӗнтӗ, ултавлӑ майсемпе усӑ курса, Вологдӑна акӑлчансене памалла пулнӑ.

Говорилось о направлении в Вологду войсковых частей, которые могли бы изменническим путем передать Вологду англичанам.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хам мӗн каланине пӗтӗмпех туса ҫитерме сӑмах памалла пулчӗ манӑн.

Слово с меня взяли все сделать, про что я рассказывала.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑйӗн пурнӑҫне лайӑхлатма Петрӑн пӗр май кӑна пулнӑ: унӑн Ефросинья умӗнче ҫавӑн пек авторитетлӑ пулмалла, шухӑш, ӑстӑн, опыт тӗлӗшпе хӑй унран маларах тӑнине, кирек мӗнле пулсан та, кӑтартса памалла.

У Петра был только один выход из трудного положения: надо было завоевать у нее такой же авторитет и во что бы то ни стало доказать своё превосходство над ней в зрелости суждений, в уме, в опыте.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кунта питех те сиенлӗ шухӑшсене уҫса палӑртаҫҫӗ, вӗсене пытанса юлма памалла мар.

Здесь вскрываются взгляды, такие вредные и заразные, что их нельзя оставить притаившимися.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пурин ҫинчен те васкамасӑр шухӑшласа пӑхмалла, пӗр иккӗленсе тӑмасӑр, татса памалла.

Надо все обдумать не торопясь и решить не колеблясь.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Брак тӑвакан ҫӗнӗ трактор епле шанса памалла?

Как же бракоделу новый трактор доверить?

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫӗнӗ тракторсене сана ҫеҫ памалла мар!

Не одному тебе новые трактора!

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вара пурне те памалла

Тогда надо всем дать!»

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вологдӑран килсе ҫитнӗ ҫӗнӗ ҫынсене йышӑнмалла, артиллерипе боеприпассем илсе килмелле, ҫынсене кӑштах та пулин канӑҫ памалла.

Надо было принять пришедшее из Вологды пополнение, подвезти артиллерию и боеприпасы, дать людям хоть небольшую передышку.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Никама та, ху пулӑшакан ҫынсене те пӗтӗм шухӑша каласа памалла мар, тесе шухӑшланӑ вӑл.

Он считал, что ни с кем, даже с теми людьми, которым помогаешь, нельзя быть откровенным до конца.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хваттере вырнаҫтармалла, апат-ҫимӗҫ тупмалла, ҫемье валли мӗн кирлине кӑшт та пулин хатӗрлесе памалла.

Надо было позаботиться о квартире, достать продукты, запасти семье хоть самое необходимое.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тен, ун пирки Англие вӑхӑтлӑха хӑш-пӗр мандатсем памалла пулать.

Возможно, что Англии придется выдать на нее ограниченный мандат.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ ӑна плащшӑн кайран тавӑрса памалла укҫа та сӗнтӗм — илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Плащ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 24 с.

Вӑл мӗн пулмалли ҫинчен шухӑшлать, ӗҫе халех урӑхла тумалла, кивӗ графике халех ватса, ҫӗннине тумалла, ӑҫта тата мӗн чухлӗ ҫын ямаллине халех татса памалла.

Он обдумывал положение, надо было срочно пересмотреть и сломать старый график работ и набросать новый, решить, куда и сколько послать людей.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫумӑр лӑпкӑнрах ҫума пуҫласан, пӗлӗт хӑлхана хул памалла шатӑртатса илчӗ, вара аслати кӗмсӗртетни пусӑ леш енне янӑраса кайрӗ.

Когда дождь стал тише, небо оглушительно треснуло, и гром раскатом ушел за перелог.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпир, ҫамрӑксен бригади, пӗтӗм пухуран ҫапла ыйтатпӑр, вӑрлӑхлӑх участока пире ҫирӗплетсе памалла.

 — Просим мы, молодежная бригада, у всего собрания закрепить за нами семенной участок.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Паллах, ӑна сӳс туса памалла.

Конечно, надо сдать ее в переработанном виде.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пирӗнтен пӗрин лаша витинче ирех пулмалла, вӗсене ларма памалла мар…

— Надо одному из нас быть на конюшне с утра и не давать им рассиживаться…

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех