Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курма (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗнче асапне курма Кун ҫутине кӑтартрӑр. Эй, Турӑҫӑм-пӳлӗхҫӗм, Мӗншӗн мана чун патӑн?

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫуралтӑм-мӗн аннерен Хӗн-хур, асап курма ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кӗвентине утланса Чупрӗ инкӗшне курма.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Картишӗнче ҫын нумай — Туйне курма килнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӳрт умӗнче ҫын нумай, Килнӗ вӗсем туй курма.

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫӗнӗ кӗпе-йӗмпеле Тухрӗҫ вӗсем урама, Тухрӗҫ вӗсем ерипе, Утрӗҫ ирех туй курма.

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пуҫа ҫурать пӗр шухӑш манӑн, — Хӑймастӑп ун ҫинчен ҫырма, — Ӑна пӗлсессӗн эс хумханӑн, Эс васкӑн сӑпатне курма.

Куҫарса пулӑш

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫав тӗтрене сирсе тухасчӗ, — Унта тухма тӳр ҫул тупасчӗ, — Емӗтрине курма, пӗлме, Тӗп вырӑнне пат тӗллеме.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ ҫӗнтернине курма Ҫул хӗррине ял-йыш лӑк тулчӗ, «Вӗҫле-ет! — шавлать.

Куҫарса пулӑш

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Юрать-ха Липа ӑна улӑх курма тесе сӗтӗрсе килчӗ, — агроном кӑҫал кӗркунне улӑха тикӗслетсе, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑртан тасатса хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Райком секретарӗ Камышин ҫеҫ ҫук — вӑл, пуху пуҫланиччен тесе, Маринепе Укахвие илсе машинӑпа кок-сагыз анине курма кайрӗ те килсе ҫитеймерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Камышин, кунта ҫынсем пур чухне ҫиҫсе тӑракан пит-куҫпа, тепӗр чухне пуҫа пӗксе хурлӑхлӑн килнине курма тахҫанах хӑнӑхнӑскер, Левентейӗн кӑмӑлӗ пӑсӑлнине ҫийӗнчех чухласа илчӗ, ҫавӑнпа унпала нумайччен калаҫрӗ, Левентей калас пеккине каласан та, Атӑлкӑссинче мӗн пулса иртнине ӑнланса ҫитеймен пек, ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун шучӗпе, колхоз мӗн чухлӗ пысӑкрах, вӑл ҫавӑн чухлӗ хӑватлӑрах, унӑн обществӑллӑ никӗсӗ ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах, ун хуҫалӑхӗнче малашне ҫӗнӗ техникӑпа ҫавӑн чухлӗ ытларах усӑ курма пулать».

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эс коммунист пек пул, Ятман каларӗшле, йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑх, аякрине те курма тӑрӑш».

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп тулӑ курма килнӗ вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн пата тулӑ курма ученӑй килнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп тавҫӑрса илеймен, вӑл тӳрех усӑ курма пӗлнӗ».

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аван мар теме ҫук, мӗншӗн тесен пӗччен пыман, Ятманпа тата ахаль те килмен, пурне те тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ ҫӗнӗ меслете курма килнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫ вӑхӑчӗ пулнӑ май Галимджан Укахвие темиҫе кун курман ӗнтӗ, ҫавӑвпа вӑл ун патне ҫитсе курма сӑлтав тупӑннӑшӑн савӑнсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне, чӗререн лӑпкӑ мар пулин те, ытла хыпӑнса ӳкмен, паян ун Алексей вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче килсе кайнӑ чухнехи пек ӑшталанса ҫӳреме сӑлтав ҫук: ӗнтӗ ывӑл курма кӑна килмест, яланлӑхах таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех