Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑ сăмах пирĕн базăра пур.
каччӑ (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр каччӑ та ман хыҫҫӑн чупман-ши?..

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Каҫар та, Сергей, аннӳ таврӑнсан, килте асар-писер пулатех пулӗ сирӗн, — каччӑ ҫине шухӑшлӑ куҫӗсемпе тинкерсе каларӗ Хрестук.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр хирӗҫлемерӗ, хӑй те ӑна вӗри аллисемпе питӗнчен, мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ, унтан хай ҫумне хытӑ-хытӑ пӑчӑртарӗ те, хӗрӳлснсе кайнӑскер, пӗҫерекен тутипе каччӑ тути ҫумне тӗртӗнчӗ, хӑй хӑвӑрт-хӑвӑрт пӳлӗнсе сывлакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аҫу мана хаклӑ парнесем пачӗ, — ӑшшӑн пӑхса илчӗ хӗр каччӑ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каччӑ шухӑша кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Каччӑ пулчӗ те-ха, анчах…»

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ така, пуҫне ерипен пӑркаласа, йӗри-тавра пӑхса илчӗ, куштан каччӑ пек, тӳп-тӳрӗ тӑрса, ерипен кӑна Палас хӗрринелле ҫул тытрӗ, тин ҫеҫ ейӳрен хӑтӑлнӑ йӑмралӑха кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, шиклӗн те хӑюсӑррӑн каччӑ алли ҫине таянса, урипе кимӗ тӗпне пусрӗ, шӑнса кӑвакара пуҫланӑ пичӗ хуллен хӗрелсе тӗлкӗшме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вун ҫиччӗ тултартӑн ӗнтӗ, каччӑ пӳне ҫитрӗн…

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шкул хыҫҫӑн Кӳкеҫри 5-мӗш училищӗре водитель специальноҫне алла илсен те каччӑ салтака кайма ят тухиччен «Янгорчино» колхозра ҫамрӑкла ӑнтӑлупа тӑрӑшма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Каччӑ пӗр хушӑ пусма вӗҫӗнче ҫуркунне мӗнле алхаснине киленсе пӑхса тӑчӗ, ҫак самантра вӑл хӑйне ҫут тӗнчене ҫӗнӗрен ҫуралнӑ ҫын пекех туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп Тукайпа тӑванлашма шутламан та, калаҫатӑн кирлӗ мара, Ятламас пичче, — кӳреннӗ пек пулать каччӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей, хитре те маттур каччӑ, ҫӗр ҫирӗм ҫухрӑма хӗр пӑхма пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата виҫӗ кунтан вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑранаймарӗҫ: ват хусах Мамич-Бердей вун ҫич ҫулхи каччӑ пек ҫамрӑкланса кайнӑ, Кӗркке те хӗр пекех ҫиҫсе, йӑл-йӑл кулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утне вун ҫичӗ ҫулхи каччӑ евӗр яшт кӑна сиксе утланать, чӗлпӗрне кӑрт туртать те Мамич-Бердейпе юнашар пырса хапхаран сиккипе тухса вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— «Ав, каччӑ ларать, курмасним? — тет — Хитре хӑй, анчах тӳпетейӗ шӑтӑк-шатӑк».

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Часрах каччӑ пулса ҫиттӗр, хӗрсене кунта ертсе килтӗр.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ та мар иккен ку, ача кӑна.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чечекпи ӑна ҫерем ҫинче ҫынсенчен чылай аякра ларакан каччӑ патне илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӗрӗссине калатӑп ҫав: каччӑ тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех