Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗҫтернӗ вара колхозниксем Етӗрнене машинсем илме.

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

«Непутевый человек» тесен кӑна ҫав «путь» сӑмахӑн ӑнлавне чухласа илме пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

А-а, гастронома сӑра илме кайнӑ пулӗ-иҫ!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Лӗпӗртетнӗ пуль ӗнтӗ Инесса кам умӗнче те пулин писатель мана качча илме хирӗҫ мар тесе.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялан пӗр сӑмахчӗ унӑн: «Саншӑн эп пин выговор илме хатӗр».

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тырри-пулли хӳхӗмех ӳсмӗ те ҫӑкӑр ҫимелӗх пуҫтарса илме пулӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫав вӑхӑтра ман асатте те кунта, хамӑр ялта, уйрӑм ҫӗр лаптӑкӗ кастарса илме вӗткеленсе ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Казахстанра Инесса тимленипе Петр Васильевич институт пӗтерсе механик дипломне илме пултарнӑ, ҫавна май вӑл Сельхозтехника уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пуҫлӑхсене ҫывӑх пулни, вӗсен юррине юрлама пӗлни усӑллӑ иккенне Петр Васильевич ҫамрӑк чухнех чухланӑ, ахальтен мар Инессӑна качча илме хыпкаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вунӑ ҫул каялла пурнӑҫ йӗркине те улӑштарма пултарнӑччӗ: вӑрман ӗҫне пӑрахса каллех шкула таврӑннӑччӗ, ватлӑх укҫи илме пуҫличченех ачасене вырӑспа чӑваш чӗлхи вӗрентнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев, таҫта эрех тупса ӗҫме ӗлкӗрнӗскер, самаях ӳсӗрччӗ, ури ҫинче аран-аран тӑркалатчӗ, ҫавна май вӑл Таранов хуйхи-суйхине тулӑклӑн ӑнкарса илме ӑс ҫитереймерӗ, унӑн хӑлхине «укҫа-тенкӗрен хӗсӗкрехчӗ» тени кӑна кӑтӑклантарчӗ пулас — хайхискер тата ытларах тулхӑрса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Амӑшӗн пилне асра тытни Маринэшӗн пӗр енчен пӑхсан чӑн та ырӑ пулнӑ темелле: хӗр пуҫҫӑнах пӗр пӳлӗмлӗ хваттер илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ыталама, чуптума ҫамрӑк мар, качча илме вара ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурнӑҫра хӑвна кирлине пуринчен малтан хаплаттарса илме пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйӗн ӗмӗрӗнче ку ҫын ҫан-ҫурӑмне ал ӗҫӗпех лӳчӗркемен: ҫамрӑкрах чухне Хусахматри больницӑпа вӑтам шкулта завхозра вӑй хунӑ, ватлӑх укҫи илме пуҫласан пӗр хушӑ почтальон сумкине ҫакса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шухӑшларӗ-шухӑшларӗ Таранов, анчах юлташӗн кӑмӑлӗ мӗн сӑлтавпа ытла та хӑвӑрт улшӑннине ӑнкарса илме пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вара Тарановӑн Инессӑна ирӗксӗрех качча илме тивӗ, унсӑрӑн лӑпланас ҫук Карсаков юлташ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем мультфильмран тата мӗн пӗлнине аса илме тӑрӑшрӗҫ.

Они пытались вспомнить, что еще знают из мультфильмов.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Ҫак выльӑха мӗншӗн тӑрантарнине ӑнланмасӑр Вадим пичче Константиновсене тимӗр шапана хӑйсем патне илме сӗнчӗ.

Не понимая, зачем они кормят эту скотину, дядя Вадим предложил Константиновым взять черепаху себе.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Судпа айӑпланнисене ӗҫпе юсанма ирӗк панӑ, вӗсем чӑх какай тирпейлесе агрохолдингра ӗҫлесе шалу илме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех