Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсен (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ларура Палата ӗҫӗ-хӗлӗн йӗркелӳ ыйтӑвӗсене пӑхса тухса ҫывӑх вӑхӑтри ӗҫсен приоритетлӑ ҫул-йӗрне палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ларӑва пухӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

Диктант ҫырма пухӑннисем Иван Яковлев тунӑ ӗҫсен пӗлтерӗшӗ вышкайсӑр пысӑк пулнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet

Юрий Петрович ЗАЙЦЕВ, Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн Елчӗк муниципалитет округӗнчи полици уйрӑмӗн капитанӗ;

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ят-сума тивӗҫнӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%82a%d1% ... ec%d0%bde/

Паттӑр ӗҫсен унӑн темӗн чухлех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ай, лӗпӗрти-ҫке эс кӑштах ӗҫсен!

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шӑнкӑрчӑ та чӗппи шыв ӗҫсен, Шӑнкӑрчӑ та амӑш савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑҫалхи ҫуракинче ял хуҫалӑх кооперативӗнче пурнӑҫламалли ӗҫсен калӑпӑшӗ пӗчӗкех мар.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Вӗсене Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, ытти ведомствӑпа министерствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.

В них приняли участие работники Министерства внутренних дел Чувашии, работники других ведомств и министерств.

Урӑлтаркӑч кӗркунне уҫӑлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34624.html

«Искра» СОБР сотрудникӗсем 2022 ҫулта Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствинче тӑрӑшакансене тӗрлӗ оперативлӑ мероприятисене ирттерме пулӑшнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat

Палӑк тӑвас ӗҫе шалти ӗҫсен пайӗн ветеранӗ Юрий Александров пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче, «вӗри точкӑсенче» тата служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсене халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Эрне ӗҫсен, ывӑнсан, ял-йыш тухать ут ҫулма.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

«Ырӑ ӗҫсен мили» программа пирки сӑмах пуҫарнӑ май, сахал тупӑшлӑ ҫемйесенче ҫитӗнекен сусӑр ачасене сыватма тӗрев паракан проект пулнине асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

— Виҫеллӗ, шутлӑ ӗҫсен эрех сывлӑха сиен кӳнине илтсех кайманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Шалти ӗҫсен хула райпайӗн пуҫлӑхӗ ларакан пӳлӗмӗн кӗмсӗркке алӑкӗ ытла та ерипе, такам тахӑш яла-пӑлана ҫилӗ-хаяр хывнӑ пек мӑкӑр-мӑкӑр-мӑкӑр «тута тӑсса» уҫӑлчӗ — тачка тултармӑш пек пӳлемес, хӗрлӗ помидор пек хулху сӑн-питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, чӗлтӗр-чӗлтӗр ҫӳҫне тӑм тивнӗ пуҫлӑх, чӗп-чӗр тара ӳксех кӑнттам палисандр сӗтел (урисене винтӑлла эрешленӗ) хушшинче сканворд хайласа лараканскер, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сӗтеклӗн кӑшлама чарӑнчӗ те «чӗрӗ тимӗрпе лӑк тулнӑ» чапрас куҫне (ҫӑра куҫ харши — пӗр хӑлат) алӑкра тӗксӗмленекен мӗлке ҫине палт ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ку эмеле ӗҫсен, юсанма мар, самант кӑнса выртӑн!

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Унчченхи ӗҫсен «ҫимӗҫне» тутанмалли вӑхӑт.

Время пожинать плоды богатого урожая вашей деятельности.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унӑн пархатарлӑхӗпе пурнӑҫа кӗнӗ ӗҫсен ҫӗклемӗ ҫав тери пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

1939 ҫулта архивсене каллех ЧАССР Шалти ӗҫсен наркомӗсене панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Хырӑмӗ панк пуличченех ӗҫсе ӑшне самаях кантарсан (ытахальтен мар пуль ҫав ваттисем выртса ӗҫсен кӑна шыв ӑша кантарать, теҫҫӗ), эхлетсе илчӗ, ҫӑвара лекнӗ шапа лӗккине сурса пӑрахрӗ, питне шывпа сӑтӑркаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех