Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненсе (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаши ҫухалнине ӗненсе лартнӑ ҫын, ҫавӑ паха.

Главное — человек поверил, что лошадь его пропала.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл йӑваш кӑмӑллӑ пулас, пӑрунни пек пысӑк куҫӗсемпе ҫынсем ҫине уҫҫӑн та ӗненсе пӑхать, йӑл та йӑл кулкалать.

По натуре он был, видимо, очень добр: большие и кроткие, как у собаки, глаза смотрели на окружающих открыто, простодушно и в любое время были готовы улыбнуться.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Социаллӑ сетьсенчи фейксене ӗненсе хӑраса ӳкекенсем те сахал мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ технологи халӑхшӑн ӗҫлет // П.Родионов. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %b5%d1%82/

Чейисем юри сӑмах сараҫҫӗ, эсӗ вӗсене ӗненсе лартнӑ.

Хитрецы нарочно сплетни распускают, а ты им веришь.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫак пӗтӗм мыскарана Ҫӗньял халӑхӗ турра ӗненсе мар, ҫав вӑрман сӑмсахне ҫитес йӳтӗмпе тунӑ ӗнтӗ.

Весь этот маскарад с освящением им был нужен только для того, чтобы заманить его сюда, к лесной опушке!

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эп улталантӑм, Ниме пӑхмасӑр ӗненсе.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Левентей ҫав-ҫавах ҫакна ҫирӗп ӗненсе тӑчӗ: Ятман кӑҫал виҫӗ колхозшӑн та ҫав тери йывӑр ҫул пулнине пӗле тӑркачах кирлӗ мар ӗҫ пуҫласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сисрӗ: старик унта тӳрех чупса килмен, вӑл плана тултарма май пуррипе ҫукки ҫинчен хӑй тӗллӗн нумай шухӑшланӑ, тен, хӑйӗн ҫыннисемпе те темиҫе хутчен сӳтсе явнӑ пулӗ, вара тин, план чӑнах та ытла пысӑккине ӗненсе, ял Советне аннӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ыйтӑва уҫӑмлатас тесе, право хуралӗнче тӑрӑшакансемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫынсем тӗллевсӗр укҫа-тенкӗпе усӑ курасран, кирлӗ кирлӗ мар аккаунтсене ӗненсе, пӗлмесӗр тӑкакланассинчен ятарлӑ служба ӗҫченӗсем те кулленех сыхӑ тӑраҫҫӗ», – тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар ҫыннисем валли кирлӗ ятарлӑ кулленхи хатӗрсене Чӑваш Енре централизациленӗ майпа туянма палӑртаҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ullenhi-ha

Тӗлӗнсе каймалла: йӳтенӗ юмӑҫ карчӑк каланине пӗтӗм ял ӗненсе пӑрахнӑ, пурте Урасметран мӑйракаллӑ шуйттантан хӑранӑ пек хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй вӑл чее ҫын йӑлипе шахвӑртса кӑна калаҫрӗ, хӑйӗн кӑмӑлне палӑртнинчен ытларах Карамыш шухӑш-кӑмӑлне пӗлме тӑрӑшрӗ, юлашкинчен, Чалӑм мӑрсипе чӑваш ӗмпӗвӗ пӗр-пӗрин тӗлӗшӗнчен хаяр тӑшмансем пулса тӑнине ӗненсе пӗтерсен ҫеҫ Тукай пирки усал сӑмахсем хуша-хуша хума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗненсе тӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман пиччене ӗнер большевиксем арестлерӗҫ, таҫта илсе кайрӗҫ, — Тихомирнов большевик маррине ӗненсе, хӑйӗн хурлӑхӗ ҫинчен пӗлтерчӗ юлташне.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Виҫӗ ҫул хушши эп ҫав чӑваша ӗненсе пурӑннӑ, юратать тенӗ?! — каҫса кайса макӑрать Соня.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун чухне турра ӗненсе мар, ирӗке тухнӑн туйса, халӑх чан ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михала пиччӗшӗ те сӗрме купӑс каланӑ чух сылтӑм урипе тапса тӑрать-ҫке, вӑл та ҫав вырӑссенченех вӗреннӗ пулмалла, ӗненсе шухӑшлать Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсӗ усал ҫак ҫырӑва тарӑхнипе ҫурса тӑкман; эсӗ ӗненсе лартнӑ, мана кӳрентерме хӑтланнӑ?!

Ты не разорвала с негодованием злое письмо; ты поверила, спешила оскорбить меня?!

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Харита ҫакна ӗненсе лартнӑ та тунсӑхланипе имшерленсех ҫитнӗ.

Харита поверила и затосковала так, что осунулась.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Акӑ, тӗслӗхрен, Гарвей Гез патне килнине пӗлтӗм те — ҫав самантрах ҫирӗппӗн ӗненсе татса патӑм: ман пирки хальлӗхе паллӑ мар шанманлӑх пулас тӑк чи лайӑххи — утпа Гарвейпа кӗни.

Так я, например, узнав, что Гарвей идет к Гезу — немедленно, с совершенным убеждением порешил, что если есть на меня какие-нибудь неведомые мне подозрения, лучше всего будет войти теперь же с Гарвеем.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Эпӗ сире ӗненсе шухӑшлӑ; анчах халӗ ҫакӑн пирки калаҫмӑпӑр.

— Я склонен вам верить; но не будем теперь говорить об этом.

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех