Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑру сăмах пирĕн базăра пур.
ӑру (тĕпĕ: ӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Программа «Демографи» нацпроектӑн «Аслӑ ӑру» регион проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать.

Программа реализуется в рамках регионального проекта «Старшее поколение» нацпроекта «Демография».

Пушкӑрт Республикинче 800 ҫын тӳлевсӗр пулӑшу илме пултарать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3422779

Эпир мӗн тунине хаклама тата ырӑ сӗнӳсем пама аслӑ ӑру ҫыннисем те хирӗҫ пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Ҫитӗнекен ӑру хӑйсен несӗлӗсем чӑтса ирттернӗ терт-нуша ҫинчен пӗлтӗр тесен Анастасия Трофимовна пек ветерансене шкулсене чӗнмелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Икӗ ӑру ҫыхӑнӑвне, ашшӗсен паттӑрла традицийӗсене ҫамрӑксем малалла аталантарнине автор хӗрӳллӗн ҫырса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Вӑл хӑйӗн таса та вӗри чун-чӗреллӗ кӗске пурнӑҫне йӑлтах пирӗн телейшӗн, пулас ӑру тивлечӗшӗн, панӑ».

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Август уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ялӑн 100 ҫулхи юбилейӗнче вырӑнти ҫынсемпе хӑнасем чӑваш историпе культура центрӗ пулас ӑру валли ҫырнӑ халала капсулӑна хунин свидетелӗсем пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх юртти» алран-алла куҫать // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/amr-k-ru/202 ... at-3398021

Светлана Матвеева тӗп специалист пулас ӑру валли ҫырнӑ халала вуласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх юртти» алран-алла куҫать // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/amr-k-ru/202 ... at-3398021

Пухмач-усравлӑх (копилка-хранилище) вырӑнне усӑ куракан юрттӑра йывӑҫ капсулисене вырнаҫтарнӑ ҫамрӑк ӑру валли хатӗрленӗ 30 халал упранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх юртти» алран-алла куҫать // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/amr-k-ru/202 ... at-3398021

Ҫитӗнекен ӑру куллен хӑнӑхусем туса ӑста спортсменсемпе танлашма ӑнтӑласса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Округра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунине, ӳсекен ӑру вӗсен тӗслӗхӗпе хӑпартланса округри, республикӑри тата ун тулашӗнчи ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Унпа мӑнаҫланмалла, унран ҫамрӑк ӑру тӗслӗх илмелле.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Петр Рычков хӑйӗн «Оренбург топографийӗ» кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: Раҫҫейри пушкӑрт лаши тахҫантанпах ҫирӗп ӑру шутланать.

Интересно, что Петр Рычков в своей книге «Топография Оренбургская» писал так: башкирская лошадь в России издавна считается крепкой породой.

Пушкӑрт лаши: ытти йӑхсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать вӑл? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -l-3382237

Кӗпер ҫинче пулса иртекен ҫапӑҫу вӑл тӗрӗссипе — икӗ ӑру ҫӗрӗ чиккинче пулса иртекен ҫапӑҫу, ҫӗлен сӑнарӗ вара ют йӑха-ӑрӑва, унӑн вӑйне калӑпласа тӑрать.

Мост в подобных сюжетах заключает в себе идею взаимодействия двух миров, а в змее воплощена воинственность и враждебность чужого рода-племени.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Паттӑр юмахӗсем, ахӑртнех, ӑрулӑх тапхӑрӗнче ӑру пуҫӗсем каччӑсене инициаци вӑхӑтӗнче кала-кала панӑ тӗрлӗ халапсенчен аталанса кайнӑ.

Богатырские сказки своими корнями уходят в древность, в период родоплеменного строя и, возможно, развились из рассказов, которыми напутствовали старейшины парней в пору их взросления.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Авалхи тумсемпе тата мӗн ӗлӗкрен килекен йӑла-йӗркесене упраса ҫамрӑк ӑру патне ҫитерес тӗлӗшпе Федоровка районӗнче пурӑнакан чӑвашсем те мухтанма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Вара ӑру пуҫлӑхӗ: – Халӗ ӗнтӗ хӑвӑр татӑка кӳрше парӑр. Сирӗнтен нихӑшӗ те мамонта пӗччен тытайман пулӗччӗ. Анчах та пӑхӑр-ха, мӗнле пулса тухрӗ пӗрле ӗҫлесен! – тенӗ тет.

Затем старейшина добавил: «А теперь то, что вы взяли себе, отдайте вашему соседу. Ни один из вас не смог бы поймать мамонта в одиночку. Но смотрите, что получилось, когда вы действовали вместе и сообща!»

Арҫынсем мамонт тытма кайни ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/248

Ҫӗрӗпе тавлашнӑ тет, ирхине вара ӑру пуҫлӑхӗ патне ӑс ыйтма кайнӑ тет.

Они спорили всю ночь, а утром решили пойти за советом к старейшине.

Арҫынсем мамонт тытма кайни ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/248

Ҫак ӑру арҫынӗсем сунара яланах пӗчченшерӗн ҫӳренӗ.

Мужики там всегда охотились поодиночке.

Арҫынсем мамонт тытма кайни ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/248

Ӗлӗк-авал, пирӗн ҫӗрсем тӑрӑх мамонтсем ҫӳренӗ чух, пурӑннӑ тет пӗр ӑру.

В те времена, когда ходили по земле нашей мамонты, жило одно племя.

Арҫынсем мамонт тытма кайни ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/248

Хамӑр хыҫҫӑн ӑру хӑварасси, ҫемье пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ май Людмила Никандровна: «Ҫемье пурнӑҫӗн тӗп шухӑшӗ тата тӗллевӗ - ачасене воспитани парасси. Воспитанин тӗп шкулӗ вара упӑшкипе арӑмӗ, ашшӗпе амӑшӗ хушшинчи хутшӑнусем. Ача-пӑча аслисене курса ӳсет-ҫке», - пӗлтерет сакӑр теҫеткенелле хӑвалакан этемлӗхӗн черчен пайӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех