Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан ман ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, кӗҫех виҫҫӗшӗ те Виҫӗ миля тӑкӑрлӑкӗн арккинче ҫухалчӗҫ.Он оглянулся на меня, затем все трое скрылись в арке Трехмильного проезда.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпир пенӗ салтаксем ҫухалчӗҫ, анчах пӗр-икӗ самант та иртмерӗ — вӗсен тепӗр пӗлӗчӗ малалла ӑнтӑлса ыткӑнчӗ, чӗр куҫҫисем ҫине ӳксе урӑм-сурӑм переҫҫӗ; салтаксен хыҫӗнче тӑракан офицер ҫав самантрах стенаран тытма хӑтланчӗ те — Астарот персе тивертнӗрен ҫӗрелле чикеленчӗ.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Пуҫламӑшӗнче эпир вун ҫиччӗнччӗ, анчах ыттисем, йышпа кунта ҫуккисем, ӑнӑҫсӑр сӑнавсене пула ҫухалчӗҫ, вӗсем кунта урӑх килеймеҫҫӗ.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫыхса хунӑ кантрана пеккипе — уҫнӑ-уҫманах — касса татрӗ, ҫав самантрах тенӗ пек револьверти мӗн пур ултӑ пульлине ҫывӑхри виҫӗ е тӑватӑ лаша еннелле кӑларса ячӗ, янаварсем ӑҫта килнӗ унта сапаланса ҫухалчӗҫ, унтан Горн сиккипе вӗҫтерчӗ, сӗм тӗттӗмлӗх ӑна хирӗҫ сывлӑшӑн курӑнми шалкам ҫумӑрӗпе вирхӗнет.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ылтӑн тӗслӗ хушӑксем ҫухалчӗҫ, вулӑсем ҫинче, ҫӗр ҫинче каҫ ӗнтрӗкӗ умӗнхи вӑрӑм мӗлкесем выртаҫҫӗ, кӑкӑрӗ патакпа ҫапнӑ хыҫҫӑнхилле сурать.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫӗнӗ наҫилккеҫӗсем манӑн кӗпе-тумтире вӑрласа тара-тара ҫухалчӗҫ.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑшӗ-пӗри ҫӗре чикеленчӗ; нумайӑшӗ, ҫав шутра ҫак пӑтӑрмах сӑпачӗ-паттӑрӗсем — Кагонгупа Мо-осве — малалла ыткӑнчӗҫ те хӳшӗсен хыҫне кӗрсе ҫухалчӗҫ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл хускалсанах пурте тӗк те ҫил ҫухалчӗҫ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Юлашкинчен хӑлхана ҫурасла кӑшкӑрчӗҫ те — урисене сарса харӑссӑн сикрӗҫ, король умне ӳпне лаштах ӳкрӗҫ те халӑх хушшине кӗрсе ҫухалчӗҫ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хапхасенчен хура ӳтлӗ ачасем кӗпӗрленсе чупса тухрӗҫ те европея курсанах тӗмсен хыҫӗнче ҫухалчӗҫ.Куча черных детей высыпала из ворот и с визгом попряталась в кустах, завидев европейца.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сӑрт ҫинчи кӗпҫесем ҫухалчӗҫ.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Шыва пӑрахнӑ чул пек ҫухалчӗҫ.
XX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сисӗни-сисӗнми ҫак хусканӑва пӑхӑнса зал стенисем йӗри-таврах, тӑруках маччаран уйрӑлчӗҫ, — ҫӳлте халӗ пуш-пушӑ, ҫутӑ йӗр, — урайнелле вирхӗнчӗҫ те ҫухалчӗҫ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Коридорта пӑшӑлтатаҫҫӗ, унтан хыттӑн пуса-пуса кӗтесрен ҫухалчӗҫ.В коридоре шептались, затем, быстро прозвучав, шаги утихли за домом.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫапла каласа вӑл Эстампа хуса ҫитрӗ, вӗсем тип ҫӗр ҫине тухрӗҫ те сулахайра ҫухалчӗҫ, эпӗ халӗ Тома сӑнатӑп; умра — тискер кайӑкӑн капмар ҫӑварӗллӗ ҫӳҫлемес пит, манран икӗ хут ҫӳллӗшӗнчен вӑл мана пуҫне пӗксе тинкерет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Урапа ҫӑмӑллӑнах малалла шурӗ, кустӑрми йывӑҫ тӗмине лекнипе ҫулҫӑсем ҫинчен пит ҫине сывлӑм шывӗ тумламӗсем сирпӗнчӗҫ, ҫул пӑрӑнса кайнипе пирӗн куҫ умӗнчен похода тухма хатӗрленнӗ отряд чӗртсе янӑ вут ҫутисем ҫухалчӗҫ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫырма пӑрӑнса кайнӑ тӗлте Шмаков та, Чубук та ман куҫӑмран ҫухалчӗҫ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Алӑ сулу, чикӳ, аманнӑскерӗн кӑшкӑравӗ тахҫанхи тӗлӗк евӗр мӗлтлетсе ҫухалчӗҫ.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Хӑлха ҫурӑласла вичкӗннӗн кӑшкӑртрӗҫ те ҫухалчӗҫ, кӗҫех Джис мӑнтӑр шурӑ хӗрлӗрех виҫӗ сыснана курчӗ — лентӑллӑ, шӑнкӑравлӑ; вӗсем тӑватӑ фут сарлакӑш, ылтӑн укҫа евӗр пысӑках мар платформа сӗтӗрсе кӑларчӗҫ, укҫа варринче — ҫӳллех мар капӑр шалча, ун ҫинче вымпел, унта ҫырса хунӑ: «Эпӗ кӗҫех килетӗп».
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Сефиротсем унӑн тӗллевӗсене тӳрех ӑша хыврӗҫ те ҫухалчӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.