Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиелтен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри чунне парса ӗҫлет, тепри ҫиелтен кӑна.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах ку ҫиелтен ҫеҫ ҫав.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӗҫ ҫине ҫиелтен пӑхма юратать-ши е хӑйне ытларах кӑмӑллать?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Нумайӑшӗ вара ҫиелтен ҫункавсене кӑшт-кашт шӑлкаланипех ҫырлахаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Василий Петрович: «Эсӗ ӗҫе юратса тумастӑн, чӗпӗсене вара ҫепӗҫ те ӑшӑ чун, ҫемҫе алӑллӑ ҫын кирлӗ. Эсӗ, Варвари, ӗҫ хӑвӑртрах алӑран кайтӑр тесе ҫеҫ ҫиелтен ӗҫлетӗн. Ҫавӑнпа та санӑн чӗппӳсем имшер», — тени тӗрӗсех-ши?

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Элеонора кӗренрех халат тӑхӑннӑ, ҫиелтен пурҫӑн пиҫиххи ҫыхнӑ.

Элионора была в лиловом капоте с блестящим шелковым поясом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан вӑл витине чупса кӗчӗ те, кӗленчери шӑршлӑ шӗвекне сысна умӗнчи валашкана шампӑртаттарчӗ, ҫиелтен улӑм витрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Ҫиелтен пӑхма вӑл питӗ лӑпкӑ, сӳрӗк ҫын темелле, анчах ялкӑшакан куҫӗсем ҫын ҫине питӗ тинкерсе, витӗр курасла пӑхаҫҫӗ; вӗсенче тӗпчевлӗ шухӑш та, темрен тӑрӑхласа кулас туртӑм та палӑрать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вара йӑпӑр-япӑр пӗр ещӗк улма илсе тухрӗ те путвалӑн тимӗрленӗ алӑкне мӑн ҫӑрапа питӗрчӗ, ҫиелтен улӑм сарчӗ, кивӗ фуфайкӑсемпе витрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫӗнӗ пысӑк вите тавра ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, ҫиелтен йӗплӗ пралук карнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ирхи шӑнпа усӑ курса, ҫӗр гектар ҫине хлорлӑ кали сапрӑмӑр, халӗ, ав, ҫиелтен сӳрелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Хветле инке, эсӗ каҫ еннелле рамисене каллех тирпейлӗ хупса, ҫиелтен улӑм ашӑкпа вит, сивӗ тивме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эсӗ ман «маттурлӑха» ан пӑх: ҫиелтен пӑхма ҫеҫ вӑл… ҫӗрлесерен ҫывӑраймасӑр аптӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫиелтен тӗттӗм хӗрлӗ ҫивитти сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӗне витипе сарайӗсене чулран купаланӑ, ҫиелтен штукатуркӑласа шап-шурӑ шуратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Пӳрчӗ керменпе пӗрех, урамалла ултӑ чӳрече, ҫиелтен ӑна та ҫурнӑ юманпа витнӗ, пӗренисене чуспа туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Оксана ҫаплах эпӗ юрату ҫине ҫиелтен пӑхакан ҫын тесе ятлать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Акӑ вӑл унӑн хырӑмне алтӑкласа илет, ҫиелтен тӑваткал шӑтӑк хӑварса питӗрет, тутана хыпмалли хӳри вырӑнне, унтан ҫунат вырӑнӗсене шӑтарать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Анчах вӑл ҫиелтен пӑхсан ҫеҫ ҫапла.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр хут трюмо умне тӑрса хӑйне тӗрӗслерӗ, ҫиелтен каллех духи сапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех