Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗрлехи (тĕпĕ: ҫӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стараста хӑйӗн ҫӗрлехи ӗҫне (кӑнтӑр куҫӗпе пӑхса савӑннӑ пек, пур ҫӗрте те тӗлӗне-тӗлӗне чарӑнса тӑрать, вӗллесене тытса пӑхать.

Староства удивлялся, будто не сам этой ночью натворил тут столько зла.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр ҫамрӑк арӑмӗ хӑйӗн ҫӗрлехи вӑрттӑн ҫылӑхӗ ҫинчен ҫынсене пӗлтерме мар, хӑй ӑшӗнче шухӑшлама хӑрать пуль.

Иная молодайка, к примеру, сама себе боится лишний раз признаться в ночном грехе.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗрлехи шӑплӑхра каллех ура сассисем илтӗнчӗҫ.

В ночной тиши вновь послышались шаги, уже со стороны деревни.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑнтӑрла шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн хире ҫӗрлехи сулхӑн ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паянхи кун ҫӗрлехи вӑхӑтра Сухайкасси ялӗн урамӗсене пӗтӗмпе 300 ытла светильник ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗрлехи вӑхӑтра башньӑна ҫутатма усӑ куракан энерги ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле тӑкакран 4% ҫеҫ йышӑнать.

По его словам, на подсветку башни в ночное время приходится 4% годового потребления энергии этим памятником.

Эйфель башнине каҫхине сахалтарах ҫутатасшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32878.html

Ҫан-ҫурӑм манӑн йӗпенчӗ сивӗ ҫумӑрпа, вӑйлӑ ҫил хуҫса пӑрчӗ алӑсене, ҫӗрлехи тӗттӗм пӑврӗ мӑйран…

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫӗрлехи сивӗ уҫӑ сывлӑш килсе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫапла шутласан Аспарӑн ҫар ушкӑнӗ ҫӗрлехи тӗттӗмре ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара этемӗн куҫӗсем тискер мӗлкесенчен хӑраса хупӑнмаҫҫӗ, хаяррӑн ҫӗрлехи сывлӑша ҫурса ҫухӑрнӑ сасӑ этем чунне пӑркӑчлантарса хӑратмасть.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫулҫӑсем хушшинче кайӑк йӑшӑлтатсан тӗттӗмре, тискер кайӑк вӑйсӑртарах чӗрчуна ҫурса тӑкнӑ сасӑ-и, ҫакӑ ушкӑнӗ ҫӗрлехи вӑрман пурнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫӗрлехи тӗттӗмрен, ҫиҫӗм ҫутипе тупӑннӑ кашкӑр ҫурине Аспар Хура Ҫӑлтӑр тесе ят пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ку тумтире тӑхӑнсан сана никам та паллаймӗ, ҫӗрлехи тӗттӗмре эсӗ тӑшман куҫӗнчен ҫухалӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Павлуш тинех ӑнланчӗ: ун умӗнче ҫӗрлехи патруль иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Парк витӗр ҫӗрлехи патруль иртсе пырать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗрлехи пӗчӗк лампӑна, Петя ҫине ҫутӑ ан ӳктӗр тесе, комод тӑррине лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗрлехи «вӑрӑ-хурахсем», ӑна вӗренпе шӑппӑн ҫеҫ туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗрлехи сасӑ аякка каять, ҫавӑнпа виҫҫӗшӗ те пӗр сӑмах чӗнмесӗр ларса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акушер клиникине ҫӳрес пулать кӑҫал, ҫӗрлехи дежурствӑсем пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫӗрлехи шӑрчӑк кӑмака айӗнче чӗриклетни кӑна илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех