Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӑвара (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир, ҫӑпата сутма тухнӑ ял ачисем, Вихтӑр мучи кӑшкӑрашнине ҫӑвара карсах итлеттӗмӗр, хамӑр пасара мӗншӗн тухнине те манса каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Йӗвенӗ ҫӑвара картармасть.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унтан-кунтан шӑтаркаларӗ те ҫӑвара чиксе вӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫӑвара карса ӑн ҫӳрӗ, параҫҫӗ унта!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑвара карса ан ҫӳре! — ихӗлтетрӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Мӗн ҫӑвара карса тӑратӑн, смала кут!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем тӗп редактора питӗ тимлӗ, ҫӑвара шыв сыпнӑ пек итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

— Э-э, мӗн ҫӑвара карса тӑратӑр тата?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урасем ҫирӗп-ха — утаҫҫӗ, чӗлхе-ҫӑвартан ҫынран катӑк мар вӗсем — ҫӗр тесен ҫӑвара шыв сыпнӑ пек чӗнмесӗр тӑмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни ытлашши ҫӑвара шутлаканскер, Тукай тарҫӑсенчен ҫуррине ҫеҫ хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акпарспа Алттыш та ҫӑвара шыв сыпнӑ пекех лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Йышӑнура мӗн пур карма ҫӑвара пӗлтерсе хуманни вӑл нимех те мар.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асӑрханса ҫитер ӗнтӗ тата: те ҫӑвара алсапа хупламалла, те куҫҫульне шӑлса илмелле?

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Улӑм йӑтнӑ чух куҫа, ҫӑвара тусан мӑкӑрланса кӗни нимӗн те мар пек, чупса ӑҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешӗн вара ҫапла каламалла: «Куҫа та, сӑмсана та, ҫӑвара та хупларӗҫ; нимӗн те курман, илтмен, туйман».

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн ӑшра темӗн хытӑ япала капланнӑ пек пулчӗ: ҫӑвара карса сывласан та, сывлӑш кӗмест те, тухмасть те.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Карса хучӗ ҫӑвара, — Аҫтаха пек ҫухӑрать.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хывӑх вӗҫтерсе пуш ҫӑвара вылятни ҫеҫ пулчӗ.

Хватило только на развеивание шелухи — это оказалось лишь впустую раскрытием рта.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем мана ҫаратаҫҫӗ пулсан, — манӑн мӗншӗн ҫӑвара карса ларас?

А что? Они грабят, а я молчи?!

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эрех пулсан — эрех пар, ӑна тиркеместӗп вара — тӳрех тӳнтеретӗп ҫӑвара».

Ну, уж ежели водка имеется — не откажусь, враз опрокину.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех