Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яштака сăмах пирĕн базăра пур.
яштака (тĕпĕ: яштака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карелири яштака та вӑрӑм чӑрӑшсем пӗр хускалмасӑр хӗвел ӑшшинче киленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрӑм ҫӳҫлӗ яштака хӗрсем Хӗлипе чечеклӗ алшӑлли ҫинче укка-укка сиктереҫҫӗ пек, суллаҫҫӗ те вӑшт вӗҫтерсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Сасартӑк анне, яштака кӗлеткипе яштах тӳрленсе, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, йӑлтӑркка ҫивӗч хӑмӑр куҫне кӗлет картлашки еннелле валт вӗҫтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн яштака хурӑнсем, вӑркӑля ӑвӑссем кашталанса ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӑл аллинчи стаканне ҫӗр ҫине тӳнк! лартанҫи турӗ те (стаканӗ ҫавӑнтах тӳнсе кайрӗ), кутяккине выҫӑпа касӑлнӑ кӑткӑ ҫыртса илнӗ пек, ярт! сиксе тӑрса, малалла чикӗнтернӗ пуҫӗпе «сӑнӑланса», яштака, йӑвӑ хӑвалӑхалла чӑшт-чашт! тӑрӑнса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Лапсака ват йӑмраллӑ, чиеллӗ-ҫӗмӗртлӗ, яштака хурӑнсемлӗ ҫурма тӗттӗм урамра пӑт-пат ял ҫынни курӑнкалать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Аркадий, ҫамки ҫинчен пӑтӑр-пӑтӑр тарне шӑлса илсе, шыва чупсах кӗрсе кайрӗ, тренировка туса тӗреклетнӗ, вӑй-хал ӗҫӗпе кӗрнеклентернӗ, яштака хулӑ пек пиҫӗ, кӗре, йӑлтӑр ӳтлӗ кӗлетки ҫурри таран путӑнсан, чарӑнса тӑчӗ, вара, мускулӗсене карӑнтарса, тӑнӑ вырӑнтан урисемпе пружинӑлла вӑнк! тапӑнса, сывлӑшра хӑйӗнчен «пӗкӗ» авса илчӗ те шывалла йӑмпӑлт! турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑйӗнчен ыйтас! — фальцетпа, анчах тикӗс кӑмӑллӑн чанкӑлтатса илчӗ пӗр ҫырӑ сӑн-питлӗ, пиҫӗ хулӑ пек яштака, ҫара пуҫлӑ хӗрарӑм, джинсран ҫӗленӗ брюки, зефир кӗпе тӑхӑннӑскер.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Чӑнах, сылтӑм еннелле куҫ ывӑтрӑм та — ҫак арҫынна хирӗҫ сӑпай, именчӗклӗ кулӑ йӑлкӑштаркаласа, сарӑ ҫӳҫлӗ, чӗнтӗрлӗ шурӑ блузка, корсажлӑ хӑмӑр юбка, йӑлтӑртатакан хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ яштака хурӑн пек тӑпӑлкка хӗрарӑм алтарь патне ҫывхарнӑ пек ҫемҫен пускаласа утать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Манӑн ӗмӗтри ҫутӑ вӑл сарӑ, яштака, хамран ҫӳллӗрех сӑпай хӗр е хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Часах ҫырма кукри майӗпе выртакан сукмакпа икӗ ҫын васкамасӑр утӑмланине асӑрхарӗҫ: пӗри хура хурлӑхан тӗмми пек тайӑн, тепри — йӑрӑс ешӗл хурӑн пек яштака.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Каччи яштака, кӳлемлӗ, кӗреш, хура ҫӳҫӗ кӑтра, салтак тумӗпе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун пек яштака ҫамрӑк йывӑҫ вулисенчен е туратсенчен вӑлта хулли тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Яштака хӑй.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун вара вулӑ речӗсем ҫип ҫапнӑ пек тикӗс, тӳп-тӳрӗ, «Раҫҫей мисӗ» ячӗшӗн тупӑшӑва тухнӑ яштака, шулака ҫурма ҫарамас пикесем пек селӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнле хитре, яштака вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Яштака кӗлеткийӗ ҫинче сарӑрах костюмӗ ҫав тери килӗшӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӑл яштака кӗлеткеллӗ, Тимошӑран та пӗр ал лаппи тӑршшӗ ҫӳллӗрех, сарлака хул-ҫурӑмлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Яштака кӗлеткеллӗ каччӑ Лидӑна хулӗнчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Йӗри-тавра тӳп-тӳрӗ те яштака хырсем пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех