Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑлхара вара ҫав пӗртен-пӗр сӑмах пин хут каланӑ пек янраса тӑчӗ:
8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗр хапхаран стрелецсен ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тухрӗ, ҫавӑнтах пищаль сассисем янраса кайрӗҫ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫур сехете яхӑн лартӑмӑр-и, ҫук-и — тринн! тринн! янраса кайрӗ пӗр чанӗ.
Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.
Анчах пӑшал сасси пур пӗрех, ҫӗрӗпех янраса тӑчӗ: ҫывӑхра, инҫетре…
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Хальхинче сасӑ ҫывӑхрах, тата хытӑрах янраса кайрӗ.
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Каллех шарт! шарт! янраса кайрӗ.
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Пӗр сехет выртрӑм-и ҫапла шӑплӑха итлесе, икӗ сехет-и, тӗлӗрме пуҫланӑччӗ, трук таҫта, вӑрманта, темскер шарт! туса янраса кайрӗ.
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Ҫав йӗрпех тепре туртрӑмӑр ҫех, каллех пӑчкӑ тринтлатса янраса кайрӗ, каллех мӑкалса тухрӗ.
Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.
Тӗтре хуллен сирӗлсе ҫухалать, унпа пӗрлех ҫын сасси янраса каять:
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Таврара кулӑ янраса кайрӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Сасартӑк танкӑлтак сасси янраса каять.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Ӑшна усал кӗрсе ларчӗ-им? — каллех янраса кайрӗ сасӑ.
Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.
Мӗн колхозра ӗҫлес чух янраса ҫӳретӗр?
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Эп ӑна хам ҫумах лартрӑм, кашни кӗвӗ янраса каймассеренех ытти каччӑсем пырса ташлама ыйтиччен хам алла сӗнтӗм.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Ак, юрӑ янраса каять.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
«Аҫа ҫапасшӗ! — янраса каять сасартӑк тӗттӗм пӳртре тарӑхнӑ Илле сасси.
Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Малтанхи сӑмаха илтсенех хир тӑрӑх «урра!» янраса кайрӗ, пӗлӗтелле таҫта инҫете картуссем ыткӑнчӗҫ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем кӑшкӑрашни, такам чӗрине те хускатмалла каҫса кайса кулни, пӗтӗм улӑх тӑрӑх янраса, Атӑл хӗрринчи вӑрман катине ҫитсе ҫапӑнать, вӑрмантан, вӗсене йӗкӗлтенӗ пек, хирӗҫлесе сас янраса килет.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрин ҫави сассине ҫеҫ илтеҫҫӗ, ку вара вӗсене хӑлхара темле илемлӗ юрӑ янраса тӑнӑ пек, пӗр-пӗрин чӗри тапнине итленӗ пек туйӑнать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сӑртран аялалла аннӑҫемӗн ун хӑлхине музыка пек янраса тӑракан ӗҫ шавӗ ытларах хупласа пырать, куҫсем ҫуллахи хӗвеллӗ кунӑн мӗнпур эрешне сӑнаса илме те ӗлкӗреймеҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.